Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ун пек ҫынсем чуна шӑнтса яракан сивӗ алӑллӑ.
12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Наумов, пӗчӗк те питӗ вашават, пысӑк пуҫлӑ та вӑрӑм алӑллӑ ҫын, «Т» районӗнче чупкаласа, пӗчӗк кӑна «урка» вӗҫекен пӗлӗтелле пӑхса, самолёта тытса пыракан ҫынна тарӑхса кайсах ятлаҫнӑ:
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑйсен шухӑшӗсене ҫирӗплетме оптимистсем историри тата кӗнекесенчи тӗслӗхсене аса илнӗ, вӗсем хӑрах алӑллӑ Минина та, хӑйӗн вилӗмсӗр музыкине итлемесӗрех ҫырнӑ хӑлхасӑр Бетховена та, хӑйне паралич ҫапнӑ пулин те института ертсе пыма пултарнӑ академик Вильямса та, тата, паллах, Николай Островскине те аса илнӗ, унтан, чӑн юлашки тӗслӗх вырӑнне Диккенсӑн тахӑш геройне илсе кӑтартнӑ, вӑл — алӑсӑр капитан, татӑк алли ҫумне темле тимӗр кукрашка ҫыхса лартса, ҫиме, ӗҫме, ҫырма тата ҫапӑҫма та пултарнӑ иккен.
13 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Упӑшкипе вӑл пурӗ те пӗр ҫуркунне ҫеҫ пӗрле пурӑнса ирттернӗ; Миша шултра хуратут пуснӑ сӑн-питлӗ, тӗреклӗ алӑллӑ йӗкӗт пулнӑ.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӗри вӑрӑм пӳллӗ, кӑмӑллӑ санлӑ, катӑк шӑллӑ, крепле пек вӑрӑм алӑллӑ «Шкелет» тесе чӗннӗ ефрейтор Биденко пулнӑ, тепри — ҫавӑн пекех ефрейтор, ҫавӑн пекех пысӑк та тӗрекле ҫын, самӑр, ҫаврака питлӗ Горбунов, Ҫӗпер ҫынни.
4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
«Пирӗн ялӑн ҫыннисем ылтӑн алӑллӑ вӗсем» курав та ялта ӑстасем сахал маррине кӑтартрӗ.
Анаткас ял кунӗ мӗн ирччен тӑсӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22589.html
Мӗн чухлӗ ылтӑн алӑллӑ хусах!
Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Арӑму кӗвӗҫсе вилет пуль ӗнтӗ кунашкал ятлӑ, ҫавнашкал ӑста алӑллӑ упӑшкине?Жена, небось, ревнует, когда у мужа такое имя и такие золотые руки.
Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Сак ҫине пӗркеленчӗк пит-куҫлӑ, вӑрӑм алӑллӑ хытанка йӗкӗт пырса ларчӗ.На скамейку присел длиннорукий худой парень с морщинистым лицом.
Пур енчен те тӗсесе // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 19–28 стр.
Еплерех иккӗш ҫирӗп алӑллӑ.
Пирӗн «ылтӑн ҫӳпҫемӗр» — тӑван республика // Лидия Афанасьева. https://chuvash.org/content/3117-%D0%9F% ... 0%BB%D0%B8
Ҫепӗҫ чӗлхеллӗ, ылтӑн алӑллӑ пулни тӗлпулӑвӑн пӗрремӗш саманчӗсенчех палӑрчӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Евтук тата тепӗр утӑм турӗ те хӑрах куҫлӑ, ырханланса кайнӑ, хӑрах алӑллӑ салтак хӑйӗн ывӑлӗ пулнине ӑнланса илчӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Хӑрах куҫлӑ, хӑрах алӑллӑ, вӑл та пулин виҫӗ пӳрнеллӗскер, пичӗ-куҫӗ снаряд ванчӑкӗсемпе хӑрушланнӑ каччӑ никама та кирлӗ мар пек туйрӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Ӑна ял ҫыннисем ылтӑн алӑллӑ теҫҫӗ.
Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№
Тумалановсем яланах тӗслӗх ҫемье шутланнӑ: ылтӑн алӑллӑ кил хуҫи кама кӑна пулӑшман-ши?
Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №
Ав, пуян чунлӑ, «ылтӑн» алӑллӑ, пуҫа усма хӑнӑхман ӑстаҫӑ питӗнче яланах ӑшӑ кулӑ вылять.
Эрешлӗ йывӑҫ - кил-ҫурт илемӗ // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Ылтӑн алӑллӑ Сергей Валерийӑна ӳсме хӑтлӑ пултӑр тесе пӳртрех туалетпа ваннӑй пӳлӗмне хута янӑ.Чтоб Валерии было удобно, Сергей смастерил туалет и ванную в доме.
Ашшӗ сусӑр ачине интерната паман // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
Ҫепӗҫ чӗлхеллӗ, ырӑ кӑмӑллӑ, ӑста алӑллӑ, хӑй ӗҫне лайӑх пӗлекен ҫын.
Юрий Зорин: Шӑл ыратни мӗн таран тертлине лайӑх пӗлетӗп // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
8. Вӑл, вӗсен шухӑшӗсене пӗлсе, хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна каланӑ: тӑр та варрине тухса тӑр, тенӗ; лешӗ тӑнӑ та варрине тухса тӑнӑ.
Лк 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл хӑрнӑ алӑллӑ ҫынна: варрине тухса тӑр, тет.3. Он же говорит человеку, имевшему иссохшую руку: стань на средину.
Мк 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.