Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Юрлама (тĕпĕ: юрла) more information about the word form can be found here.
Ялта кулса курманни кунта сӑлтавсӑрах тутине кулӑпа хускатать, юрлама пӗлменни юрӑ ӗнерлеме хӑтланать.

Тот, на чьем лице сроду не видели улыбки, беспричинно растягивает губы; не умеющий петь пытается завести себе под нос песню.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Итле-ха, Ухтиван, мӗншӗн мана юрлама чараҫҫӗ, э?»

— Послушай, Ухтиван, почему мне не велят петь?

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Такам юрлама хӑтланать, — ӑна чараҫҫӗ.

Кто-то затянул песню, его оборвали.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑйсен уй чиккинче ҫынсем чарӑнса шӑнкӑравсене ҫыхаҫҫӗ, юрлама пӑрахаҫҫӗ.

На границе своих полей поезжане останавливаются, привязывают колокольчики, чтоб не звенели; смолкает песня.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Виҫҫемӗш курка хыҫҫӑн ҫын пӗтӗм хуйхи-суйхине манать те ҫӗр ҫӗмӗрсе кӑшкӑрма, юрлама, хуҫкаланма тытӑнать.

А после третьего уже позабыты все печали-горести, и веселится бедняк, кричит и смеется, поет и плачет…

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кашнинех — кайӑксене тухса кеме — хитре крыльца, ларса канма та юрлама — тип турат ҫыхса панӑ; тӑррисем хӗвел пӗҫертесрен карттус сӑмси пек малалла тухса тӑраҫҫӗ.

У каждого красивое резное крылечко, позади скворечника прилажена кудрявая сухая ветка — садись, отдыхай, пой песни… крыши скворечников выступают вперед, как околыши, — спасенье птицам от зноя.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑй йӗркипе ташлама Вӑхӑт пуса каччисен; Хӑй йӗркипе юрлама Вӑхӑт ҫитнӗ хӗрҫумсен.

Help to translate

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Липа, унпа пӗрле юрлама ӑҫтан хӑват ҫитерен!

Help to translate

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Шӑнкӑрч, эсӗ хатӗр пул Ирхи юрӑ юрлама.

Help to translate

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Эпӗ пӗр ыйту ҫинче чарӑнса тӑрасшӑн, — терӗ вӑл хӑйӗн янравлӑ та уҫӑ сассипе, ку сасса илтсен вара Ятман, темшӗн тӳрех вӑл юрлама ӑста пулас тесе илчӗ.

Help to translate

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак юрӑсене пултарулӑх ушкӑнӗсенче пӗччен, туслӑ йышпа тата хорпа юрлама хывнӑ.

Help to translate

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Темскер шакканӑ май малтан пӗр сӑмахсӑр тӑсать ҫын юрра, часах сӑмахсемпех хытӑран хытӑ юрлама пуҫлать.

Help to translate

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ача чухнех юрлама кӑмӑлланӑ вӑл, ку туртӑм аслӑ классенче те аталанса пынӑ.

Help to translate

Ӗҫчен ҫын ӗмӗр хисепре // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/10813 ... r-khisepre

Вӗсен сасси картишӗнче ӗҫлекен тарҫӑсене пӑртак ҫеҫ илтӗнсе тӑрать — хӑраҫҫӗ хӗрсем кӑнтӑр кунӗнче хыттӑн юрлама.

Help to translate

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эпӗ юрлама питӗ юрататӑп.

— Я очень люблю петь.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Часах урӑхла юрлама пуҫлатӑн эсӗ, ват супнӑ!

Help to translate

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ир пулса кайӑксем вӑранса юрӑ юрлама пуҫларӗҫ.

Help to translate

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Зина, юрлама юратаканскер, студентсен юррисене те аса илчӗ.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Павӑл сӗрме купӑсне ун сассипе майлаштарчӗ, Зинаида Степановна вӗсем хыҫҫӑн иккӗмӗш саспа юрлама тытӑнчӗ.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Чӗмпӗр шкулӗнчен вӗренсе тухакансем яла каяҫҫӗ, вӗсен чӑваш ачисене нотӑпа юрлама вӗрентмелле.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed