Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хваттер the word is in our database.
Хваттер (тĕпĕ: хваттер) more information about the word form can be found here.
Салтаванов хваттер хуҫи аллинчен вӑйпах вӗҫерӗнсе алӑк патнелле вирхӗнчӗ, тухса тарма хатӗрленчӗ.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӳҫне-пуҫне тирпейлесе Таранов хваттер алӑкӗн пӗчӗк шӑтӑкӗнчен тинкерчӗ: Салтаванов иккен.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хваттер те панӑ сире, — шӳтлерех, ҫӑмӑлраххӑн калаҫма тӑрӑшрӗ Таранов.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫырӑнма хваттер пирки шикленетӗн пулсан ҫырӑнмасӑрах пурӑнӑпӑр эппин, эп апла та килӗшетӗп…

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ывӑлӗ авланнӑ та хӑй хваттер илнӗ.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл Шупашкара куҫса пынине, унта хваттер туяннине яла килсен тин пӗлтӗм.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Куҫса пынӑ-пыманах хӳхӗм хваттер параҫҫӗ имӗш.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Янтӑ хваттер усала ҫеҫ вӗрентет, ӑна хапсӑнаканни паян кунта, ыран — лере».

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Аксанов ҫамрӑк мӑшӑрсем е колхоза килекен хӑш-пӗр специалистсем валли тесе виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер лартма пуҫӑннӑ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Район хулинче икӗ пӳлӗмлӗ хӑтлӑ хваттер!

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ашшӗ мар, амӑшех ҫӗнтернӗ: ҫӗмӗрт ҫеҫки шӑршиллӗ, шӑпчӑк юрриллӗ май вӗҫӗнче Рената уйрӑлнӑ, хваттер пирки упӑшкипе суд умне тӑрса та намӑсланман — хӑйпе пӗрле шӑл больницинче ӗҫлекен тантӑшӗ патӗнче вӑхӑтлӑх вырӑн тупнипех ҫырлахнӑ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хваттер кирлӗ пулсан, тен, пирӗн патра ҫӗр каҫатӑн? — сӗнчӗ Хӗвекле кинеми.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Апла тӑк вӑхӑтлӑх хваттер кирлӗ, анчах тӑван тени Тарановӑн Петр Васильевичсӑр пуҫне ялта урӑх никам та ҫук, ыттисем пурте ют ҫынсем, виҫҫӗмӗш е тӑваттӑмӗш сыпӑкрисене те тупаймӑн.

Help to translate

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Амӑшӗн пилне асра тытни Маринэшӗн пӗр енчен пӑхсан чӑн та ырӑ пулнӑ темелле: хӗр пуҫҫӑнах пӗр пӳлӗмлӗ хваттер илме пултарнӑ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӗнӗ Шупашкарта тӑлӑхсене хваттер тума пуҫлаҫҫӗ, строительство капсулине хурса хӑвараҫҫӗ.

Help to translate

Республика кунӗ кӗҫех ҫитет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60627

Хваттер мана килӗшрӗ.

Help to translate

Каҫхи сасӑсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 132–137 с.

Ку хваттер халь унӑн мар-ҫке-ха, вӑл унта виҫӗ эрнене яхӑн пурӑнман ӗнтӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Эпир сирӗн хваттер патне ҫитрӗмӗр.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Коммуналлӑ хваттер илсен хайхи пӳрте хӗре хӑйнех парнелеме те юрать, ырӑ куртӑр-иҫ.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӳрт туянсан коммуналлӑ хваттер илме хӗнтерех пулӗ.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed