Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Туйине (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
13. Моисей хӑйӗн туйине Египет ҫӗрӗ ҫине тӑснӑ та, Ҫӳлхуҫа ҫакӑ ҫӗр ҫине тухӑҫ ҫилӗ янӑ, вӑл ҫав кун кунӗпех тата ҫӗрӗпех вӗрсе тӑнӑ.

13. И простер Моисей жезл свой на землю Египетскую, и Господь навел на сию землю восточный ветер, продолжавшийся весь тот день и всю ночь.

Тух 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Моисей хӑйӗн туйине тӳпенелле тӑснӑ та, Ҫӳлхуҫа аслати авӑттарнӑ, пӑр ҫутарнӑ, тата ҫӗр ҫийӗн вут-ҫулӑм сарӑлнӑ; Ҫӳлхуҫа [пӗтӗм] Египет ҫӗрӗ ҫине пӑр янӑ; 24. пӑр ҫунӑ, пӑр варринчен вут-ҫулӑм тапа-тапа тухнӑ, [пӑрӗ] питех те вӑйлӑ пулнӑ, Египет ҫӗрӗнче ҫын пурӑна пуҫланӑранпа та кун пекки пулман.

23. И простер Моисей жезл свой к небу, и Господь произвел гром и град, и огонь разливался по земле; и послал Господь град на [всю] землю Египетскую; 24. и был град и огонь между градом, [град] весьма сильный, какого не было во всей земле Египетской со времени населения ее.

Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Вӗсем ҫапла тунӑ та: Аарон хӑйӗн туйине тытнӑ аллине тӑсса ҫӗр тусанне ҫапнӑ та — ҫынсене, выльӑх-чӗрлӗхе ӳпре пусса илнӗ.

17. Так они и сделали: Аарон простер руку свою с жезлом своим и ударил в персть земную, и явились мошки на людях и на скоте.

Тух 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Акӑ [Аарон] фараон куҫӗ умӗнче, унӑн чурисен куҫӗ умӗнче [хӑйӗн] туйине ҫӗклесе ҫырмари шыва ҫапнӑ та, ҫырмари пӗтӗм шыв юн пулса тӑнӑ, 21. ҫырмари пулӑ та вилсе пӗтнӗ, шывӗ те шӑршланнӑ, вара Египет ҫыннисем ҫырмари шыва ӗҫеймен; пӗтӗм Египет ҫӗрӗнче юн пулнӑ.

И поднял [Аарон] жезл [свой] и ударил по воде речной пред глазами фараона и пред глазами рабов его, и вся вода в реке превратилась в кровь, 21. и рыба в реке вымерла, и река воссмердела, и Египтяне не могли пить воды из реки; и была кровь по всей земле Египетской.

Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

11. Фараон [Египет] ӑсчахӗсемпе асамҫисене чӗнтерсе илнӗ; ҫав ӑрӑмҫӑсем те ӑрӑмласа ҫавнах тунӑ: 12. вӗсем кашнийӗ хӑйӗн туйине ҫӗре пӑрахнӑ та — вӗсем ҫӗлен пулса тӑнӑ, анчах Аарон туйи вӗсен туйисене ҫӑтса янӑ.

11. И призвал фараон мудрецов [Египетских] и чародеев; и эти волхвы Египетские сделали то же своими чарами: 12. каждый из них бросил свой жезл, и они сделались змеями, но жезл Ааронов поглотил их жезлы.

Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Аарон хӑйӗн туйине фараон умне тата унӑн чурисем умне пӑрахнӑ та — туя ҫӗлен пулса тӑнӑ.

И бросил Аарон жезл свой пред фараоном и пред рабами его, и он сделался змеем.

Тух 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed