Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сивӗ the word is in our database.
Сивӗ (тĕпĕ: сивӗ) more information about the word form can be found here.
Кирей Меретпе пӗрле урама тухрӗ, ҫавӑнтах кӗрхи сивӗ ҫил вӗсен пичӗсене вӗрсе ҫапӑнчӗ, ҫавӑнпа пуҫсене айккинелле пӑрма тиврӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӑл час сивӗнменрен кастрюле сивӗ шыв янӑ раковинӑна лартрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кайран хурлӑханран тунӑ варение вӗретнӗ шыва ячӗ, ҫав кастрюле сивӗ шыв хушрӗ, икӗ кашӑк крахмал ячӗ, тӗплӗн пӑтратрӗ, вӗри шыв хушса, ҫунакан плита ҫине лартрӗ, хуран ҫӑпалипе пӑтратса тӑчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Вӑл хӑвӑрт нӳхрепе анчӗ, пӗр кӑкшӑм килти чӑваш сӑрине илсе тухрӗ, пӳртре сӗтел ҫине лартрӗ, икӗ курка сивӗ сӑра ӗҫрӗ.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Сивӗ сӑра пӗтӗм ӳт-пӗве ыррӑн саралчӗ, чуна кӑштах ҫӑмӑллатрӗ, хӑйне аван туя пуҫларӗ Камай.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ҫав хушӑра Камай сивӗ шывпа ҫӑвӑнчӗ, ӳт-пӳ кӑштах сивӗнчӗ.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Гольфстрим ҫурутрав таран ҫитеймест — Виргини ҫыранӗсем патӗнчен тухӑҫалла пӑрӑнать; пачах та урӑхла, ҫанталӑк ҫине Лабрадор сивӗ юхӑм витӗм кӳрет.

Гольфстрим до полуострова не доходит, поскольку поворачивает на восток от берегов Виргинии; напротив, на погоду влияет холодное Лабрадорское течение.

Кейп-Код // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B5%D ... 0%BE%D0%B4

Шеремет, Канаш вокзалӗ умӗнчи лапра кӳлленчӗке шапӑртах татӑлса анчӗ: «Сан, сивӗ юнлӑ шапан, ҫак кӳлленчӗкрен тухмалла та мар», — тенӗччӗ эп ӑна.

Help to translate

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

— Айӑплӑ ҫав эп, — питне сивӗ шывпа ҫунӑ май калать вӑл.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

— Айӑпа? — сивӗ шывпа питне ҫума хатӗрленнӗ ашшӗ алтӑра сак ҫине лартать.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Эсӗ ҫумра чух, пӗрлӗхенӗм, вӑрҫӑ саманчӗн сивӗ парӗ чунран тухса ӳкнӗн туйӑнать.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ӑнланать, туять пӗчӗк Вихтӗр: чуна хаваслӑх кӳме пултаракан ҫавнашкал ҫутӑ кӗленчене ни амӑшӗ, ни аппӑшӗ сивӗ сенӗке кӑларса хурас ҫук-ха.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ҫу уйӑхӗ питӗ сивӗ тӑрать, Ситекри ял библиотеки чир-чӗртен, сунасран, ӳсӗрнинчен мӗнле хӑтӑлмаллине пӗлме, ачасем валли библиотекӑра «Градусник тухтӑр канашӗсем» ӑслӑ журнал йӗркеленӗ.

Help to translate

Ситекри библиотека ӑслӑ журнал йӗркеленӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/syvl-kh/2024 ... en-3771414

Хальхи вӑхӑтра сивӗ тӑни те кӗр тыррисене кирлӗ пек аталанма памасть.

Help to translate

Ака ӗҫӗсем кая юлнӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... bb%d0%bda/

Ҫанталӑк ҫӗрле анчах мар, кӑнтӑрла та ҫу уйӑхӗнчи пек мар сивӗ тӑни калчасене тикӗс шӑтса тухма памасть.

Help to translate

Ака ӗҫӗсем кая юлнӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... bb%d0%bda/

Аслӑ уявра Патреккел халӑх хорӗ, Лаш Таяпари «Сударушки», Тӳскелӗнчи «Шуҫӑм», «Тускил», Кивӗ Эйпеҫри «Хӗлхем», Кӗҫӗн Таяпари «Илем», Аслӑ Пӑла Тимешри «Пӑла» ансамбльсем, Максим Изратов (Кавал), Диана Егорова (Тӑрӑм), Светлана Сорокина (Ҫӗнӗ Пӑва), Тамара Смирнова (Курнавӑш), Сергей Барановпа Кирилл Петров (Елчӗк) юрӑ-сӑвӑ ӑстисем сивӗ ҫанталӑкра куракана ӑшӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗҫ.

Help to translate

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Нумай-нумай ҫул ӑна яланах тӗп лапамра йӗркеленӗ пулсан, хальхинче, сивӗ ҫанталӑка кура, улшӑну кӗртес тенӗ пулӗ.

Help to translate

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

«Ӗҫ килӗшетчӗ мана. Вӑл ҫулсенче шкулта ачасем нумайччӗ. Вӗсене пурне те вӗри апатпа тивӗҫтермелле пулнӑ. Ҫӑмӑлах килмен пулсан та кӑмӑлтан вӑй хунӑ. Каҫхи сменӑпа та ӗҫленӗ. Ачасем вӑрӑмлатнӑ йӗркепе вӗреннӗ. Кӳршӗ ялсенчен ҫӳрекенсем хӗллехи сивӗ кунсенче интерната та юлнӑ. Вӗсем валли те апат хатӗрлемеллеччӗ», — аса илет Н.Мельникова.

Help to translate

Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/

Сивӗ тимӗр хӗр витӗр шӑтарса тухнӑ.

Help to translate

Инкек куҫа курӑнмасть // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/in ... -kurnmastj

Ҫуркунне ҫитрӗ, анчах кунсем сивӗ тӑраҫҫӗ-ха, вӑйлӑ ҫилсем, хӗрхенӳсӗр шӑнтать.

Help to translate

Ситексем ял варринчи паркра субботник тунӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3763447

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed