Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑста ӳнерҫӗ алли тунӑ мӑя пек санӑн чӑмӑркка пӗҫҫӳсем; 3. хырӑму — ҫавра алтӑр, техӗмлӗ эрех унта нихӑҫан иксӗлмест; санӑн вару — тулӑ кӑшӑлӗ, кӑшӑлӗ тавра лили лартса тухнӑ; 4. икӗ чӗччӳ — икӗ путек, ту качакин йӗкӗрешӗ; 5. мӑю — сӑлан шӑмминчен тунӑ юпа; куҫусем — Батраббим хапхи ҫумӗнчи Есевон кӳллисем; сӑмсу — Дамаск енне пӑхакан Ливан пашниех; 6. пуҫу Кармил тӑвӗ евӗр мӑнаҫлӑ, ҫӳҫӳ йӗпкӗн хӗрлӗ; кӑтрусен илемӗ патшана пӑхӑнтарнӑ.
Юрӑ 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Патша Семее тата та каланӑ: эсӗ манӑн Давид аттеме мӗн чухлӗ усал кӑтартнине хӑв та пӗтӗмпех пӗлетӗн, чӗрӳ те пӗлет; Ҫӳлхуҫа санӑн усаллӑхна хӑвӑн пуҫу ҫине ҫавӑртӑр!
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ӗнтӗ патша Семее чӗнтерсе илнӗ те каланӑ ӑна: Иерусалимра ҫурт ларт та ҫакӑнтах пурӑн, кунтан ниҫта та тухса ан ҫӳре; 37. пӗлсе тӑр: унтан тухса Кедрон юхӑмӗ урлӑ каҫнӑ кун эсӗ вилетӗнех; юну хӑвӑн пуҫу ҫине пулӗ, тенӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Давид ун еннелле пӑхса каланӑ: санӑн юну — хӑвӑн пуҫу ҫинче, хӑв: «эпӗ Туррӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннине вӗлертӗм» тенӗ чухне сана хӑвӑн чӗлхӳех айӑпларӗ, тенӗ.
2 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Пуҫу тӗлӗнчи пӗлӗтсем пӑхӑр пулса тӑрӗҫ, уру айӗнчи ҫӗр тимӗр пулса тӑрӗ; 24. ҫумӑр вырӑнне Ҫӳлхуҫа санӑн ҫӗрӳ ҫине тусан ярӗ, [хӑвна пӗтерсе пӑрахичченех,] хӑвна тӗппипе пӗтеричченех сан ҫине тӳперен тусан-тӑпра тӑкӑнӗ те тӑкӑнӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.