Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Общество the word is in our database.
Общество (тĕпĕ: общество) more information about the word form can be found here.
«АСК-Яльчики» сахал яваплӑ общество кӑҫал пӗрчӗллӗ культурӑсене (пурӗ 700 гектар) чи малтан акса пӗтернӗ.

Help to translate

Елчӗк округӗнче — Олег Николаев // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%b5%d0%b ... %b5%d0%b2/

«Мороженӑй», «двигатель», «общество» (тата ытти ҫавӑн йышшисем) — ҫак сӑмахсем терминсене чӑвашлатакансен канӑҫне ҫав тери пӑсаҫҫӗ…

Help to translate

Округа чӑвашлатмалла-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6313.html

Микроавтобус водителӗ полицейскисене хулари общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенчен пӗринче кӗтсе илнӗ.

Водитель микроавтобуса встретил полицейских на одной из остановок городского общественного транспорта.

Маршруткӑри ачана пула пакунлисене ура ҫине тӑратнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34963.html

Илем уншӑн — ҫынсен чун-чӗрипе ӗҫӗ-хӗлӗ, халӑх йӑли-йӗрки тата общество тытӑмӗпе патшалӑха ертсе пыракансем лайӑххи еннелле улшӑнса пыни те.

Help to translate

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл писатель кӑна мар, общество деятелӗ те пулнӑ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫыхӑну отраслӗсемсӗр хальхи общество пурнӑҫӗ мӗнлерех пуласси пирки шутлама та май ҫук.

Без отраслей связи невозможно представить современное общество.

Олег Николаев Радио кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/05/07/ole ... dnem-radio

Хыснара кӗмӗл ҫителӗклӗ пухӑнмасан та общество ҫурт-йӗрне газпа, электричествӑпа тивӗҫтерме, урамсене ҫутӑ пама, ытти ыйтӑва татса пама иртнӗ ҫулхинчен сахал мар уйӑрӑпӑр.

Help to translate

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Ҫав кун Ӗҫлӗ Хӗрлӗ Ялав орденӗн кавалерне Геннадий Белова Пӗтӗм Раҫҫейри ӗҫпе вӑрҫӑ, Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен тата йӗрке хуралҫисен ветеранӗсен общество организацийӗн Хисеп паллипе те чысланӑ.

Help to translate

Юбилейпа саламланӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d1%8e%d0% ... b0%d0%bda/

Чӑваш Республикин Правительствин пайташӗсем, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, общество хастарӗсем палӑк патне чечексем хучӗҫ.

Help to translate

Космонавтика паттӑрӗсене сума суса // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60739

Нормативлӑ право акчӗсем туса хатӗрлес ӗҫе лайӑхлатса пынӑ май, мӗнпур шайри депутатсем общество ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен саккунсене тӗплӗн шутласа тата пур енлӗн тӗрӗслесе йышӑнаҫҫӗ.

Совершенствуя нормотворчество, депутаты всех уровней принимают продуманные и выверенные законы, которые отвечают запросам общества.

Олег Николаве Раҫҫей Парламентаризмӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/27/gla ... aet-s-dnem

Пире унта акционерное общество «Искра» предприятине ҫитерчӗҫ.

Help to translate

Чӑваш ачисем - Мускавра // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61001

Общество вырӑнӗсене, урамсене ҫумкурӑкран, ҫӳп-ҫапран тасатасси те йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.

Help to translate

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Ҫулсем иртнине пӑхмасӑр общество ӗҫне те хутшӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Вӗсен ырӑ пуҫарӑвне тӗпе хурса 2014 ҫулта Пуканкассинчи пуҫаруллӑ ҫынсенчен общество канашне йӗркеленӗ.

Help to translate

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Мечӗт ҫумӗнче общество канашӗ пурри тӗлӗнтернӗ.

Help to translate

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Пӗчӗк ялта общество тата хӗрарӑмсен канашӗсем пур.

Help to translate

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Санӑн симфонилле поэму — мухтавлӑх, эсӗ мана пӑхса ӳстерни — пархатарлӑх, анчах ху телейне хӑвӑн пӗр йӑвашлӑху пирки кӑна аллунтан вӗҫертни — начар, Зиминцева общество умӗнче тӑрӑ шыв ҫине кӑларса пӗр шелсӗр таптаманни — пушшех те лайӑх мар!

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Сирӗн шалти тӗнчене хӑйне евӗр общество е туйӑмсем кирлӗ.

Неповторимый внутренний мир может попросить нестандартного общества или новых впечатлений.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чӗлхе культурине ӳстермесӗр, ӑна куллен пуянлатса, ҫивӗчлетсе пымасӑр, ҫынна общество пурнӑҫне активлӑн хутшӑнтарасси ҫинчен калаҫмалли ҫук.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Коммунизм тӑвасси унӑн пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес ӗҫе тата общество пурнӑҫне кашни ҫын активлӑ хутшӑнсан кӑна ӑнӑҫлӑ пыма пултарать.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed