Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Карл the word is in our database.
Карл (тĕпĕ: Карл) more information about the word form can be found here.
Карл Иваныч халатне хывать; хулӗ тӗлне хӑпартлантарса пӗрӗм-пӗрӗм ҫӗленӗ кӑвак фрак тӑхӑнать, тӗкӗр умӗнче хӑйӗн галстукне тӳрлетет те пире аяла — аннене сывлӑх сунма ертсе каять.

Карл Иваныч снял халат, надел синий фрак с возвышениями и сборками на плечах, оправил перед зеркалом свой галстук и повел нас вниз — здороваться с матушкой.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫаврӑнса пӑхатӑн Карл Иваныч ҫине, — вӑл пур, ним пулман пекех аллине кӗнеке тытса ларать.

Оглянешься на Карла Иваныча, — а он сидит себе с книгой в руке и как будто ничего не замечает.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тӗпӗр чухне тӑратӑн-тӑратӑн та кӗтесре, чӗркуҫҫипе ҫурӑм ыратма пуҫланине пула ирӗксӗрех: «Манчӗ ман ҫинчен Карл Иваныч; ҫемҫе кресло ҫинче ларма тата хӑйӗн гидростатикине вулама ӑна канлӗ пулмалла, — вӑт мана еплерех-ши?! — тесе шухӑшлатӑн, ху ҫинчен аса илтерес тесе, кӑмака питлӗхне ерипен уҫа-уҫа хупма е стена ҫумӗнчи штукатуркӑна чавалама пуҫлатӑн; анчах урайне ӑнсӑртран пысӑк катӑк шаплатса ӳксен вара, тӳрех калас, хӑрани те кирек мӗнле асапран ирттерет.

Бывало, стоишь, стоишь в углу, так что колени и спина заболят, и думаешь: «Забыл про меня Карл Иваныч: ему, должно быть, покойно сидеть на мягком кресле и читать свою гидростатику, — а каково мне?» — и начнешь, чтобы напомнить о себе, потихоньку отворять и затворять заслонку или ковырять штукатурку со стены; но если вдруг упадет с шумом слишком большой кусок на землю — право, один страх хуже всякого наказания.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тепӗр стена ҫумӗнче ландкарттӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсене, йӑлтах тенӗ пек ҫурӑлса пӗтнӗскерсене, Карл Иваныч алли ӑстан ҫыпӑҫтарнӑ.

На другой стене висели ландкарты, все почти изорванные, но искусно подклеенные рукою Карла Иваныча.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫав тери хӗрхенес килнипе тепӗр чухне ун патне ҫывхараттӑм та, аллинчен тытса: «Lieber» Карл Иваныч!» — теттӗм.

И так жалко станет, что, бывало, подойдешь к нему, возьмешь за руку и скажешь: «Lieber Карл Иваныч!»

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Тепӗр чухне аялта залра йӑлӑхиччен чупса ҫӳретен те, чӗрне вӗҫҫӗн йӑпшӑнса хӑпарса, класс пӳлӗмне кӗретӗн, пӑхатӑн — Карл Иваныч унта пӗчченех, вӑл кресло ҫине ларнӑ та лӑпкӑ-танлӑ сӑнпа хӑйӗн юратнӑ кӗнекинчен пӗрне вулать.

Бывало, как досыта набегаешься внизу по зале, на цыпочках прокрадешься на верх, в классную, смотришь — Карл Иваныч сидит себе один на своем кресле и с спокойно-величавым выражением читает какую-нибудь из своих любимых книг.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӗсене пурне те хӑй вырӑнне тирпейлӗн хурса тухнӑ, ҫак йӗркелӗхе курнипех Карл Иваныч тӳрӗ кӑмӑллӑ, канлӗ чунлӑ ҫын пулнӑ тесе калама пулать.

Все это так чинно, аккуратно лежит на своем месте, что по одному этому порядку можно заключить, что у Карла Иваныча совесть чиста и душа покойна.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл пӗчӗк сӗтел умӗнче ларать, сӗтелӗ ҫинче парикмахерлӑ ҫаврашка тӑрать, ҫак ҫаврашкаран унӑн пичӗ ҫине мелке ӳкнӗ; хӑрах аллипе Карл Иваныч кӗнеке тытнӑ, тепӗрне кресло тыткӑчӗ ҫине тӑсса хунӑ; ун ҫывӑхӗнче циферблачӗ ҫине сунарҫа ӳкернӗ сехет, тӑваткал-тӑваткаллӑ тутӑр, табак хумалли хура тӗслӗ ҫаврака пурак, куҫлӑх чикмелли симӗс йӗнӗ пур, пӗчӗк ещӗкре хӗскӗч выртать.

Он сидит подле столика, на котором стоит кружок с парикмахером, бросавшим тень на его лицо; в одной руке он держит книгу, другая покоится на ручке кресел; подле него лежат часы с нарисованным егерем на циферблате, клетчатый платок, черная круглая табакерка, зеленый футляр для очков, щипцы на лоточке.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Карл Иваныч питӗ ӑста ҫыпӑҫтаратчӗ, ку ҫаврашкана вӑл вӑйсӑр куҫӗсене йӑмӑхтаракан ҫутӑран хӳтӗлеме хӑй ӑссӗн шухӑшласа тупса тунӑ.

Карл Иваныч очень хорошо клеил и кружок этот сам изобрел и сделал для того, чтобы защищать свои слабые глаза от яркого света.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Карл Иваныч ҫӳлӗкӗ ҫинче выртакан япаласенчен пӗри мана ун ҫинчен пуринчен те ытларах аса илтерет.

В числе предметов, лежавших на полочке Карла Иваныча, был один, который больше всего мне его напоминает.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Карл Иваныч хӑй вӑхӑтне ытларах вуласа ирттерет, вула-вула куҫне те япӑх куракан тунӑ; анчах, ҫак кӗнекесемпе «Ҫурҫӗр Хуртне» шутламасан, вӑл урӑх нимӗн те вуламан.

Карл Иваныч большую часть своего времени проводил за чтением, даже испортил им свое зрение; но, кроме этих книг и «Северной пчелы», он ничего не читал.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Histoire des voyages-ӑн икӗ пысӑк томне ҫеҫ, хӗрлӗ хуплашкаллӑскерсене, стена ҫумне хисеплӗн сӗвентерсе тӑратнӑ; ыттисене вара ним йӗркесӗр хурса тухнӑ, кунта вӑрӑммисем, хулӑннисем, пысӑк тата пӗчӗк кӗнекесем, — кӗнекесӗр хуплашкасем, хуплашкасӑр кӗнекесем; рекреаци умӗн ҫӳлӗке, Карл Иваныч мӑнаҫланса библиотека тесе калаканскере, йӗркене кӗртме хушсан, хӗсеттӗмӗрччӗ те кӗнекесене унтах чике-чике хураттӑмӑрччӗ.

Только два больших тома «Histoire des voyages», в красных переплетах, чинно упирались в стену; а потом и пошли, длинные, толстые, большие и маленькие книги, — корочки без книг и книги без корочек; все туда же, бывало, нажмешь и всунешь, когда прикажут перед рекреацией привести в порядок библиотеку, как громко называл Карл Иваныч эту полочку.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Алӑкран сулахайра икӗ пӗчӗк ҫӳлӗк пур: пӗри — пирӗн, ачасен, тепри — Карл Иванычӑн, хӑйӗн.

Налево от двери были две полочки: одна — наша, детская, другая — Карла Иваныча, собственная.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Карл Иваныч, аллине кӗнеке тытса, хӑйӗн яланхи вырӑнне, алӑкпа чӳрече хушшине, вырнаҫнӑ.

Карл Иваныч, с книгой в руке, сидел на своем обычном месте, между дверью и окошком.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Класс пӳлӗмӗнче Карл Иваныч йӑлтах урӑхланать: ӑса вӗрентекен ҫын пулса тӑрать.

В классной Карл Иваныч был совсем другой человек: он был наставник.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

— Sind Sie bald fertig? — илтӗнчӗ класс пӳлӗмӗнчен Карл Иваныч сасси.

— Sind sie bald fertig? — послышался из классной голос Карла Иваныча.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Николай пичче кӗчӗ, вӑл пӗчӗк те тап-таса ҫын, яланах шухӑшлӑ ҫӳрет, тирпейлӗхе юратать, ҫынна сума сӑвать, вӑл Карл Иванычӑн ҫывӑх тусӗ.

Вошел дядька Николай — маленький, чистенький человечек, всегда серьезный, аккуратный, почтительный и большой приятель Карла Иваныча.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Карл Иваныч ман патӑмран кайсан, эпӗ, вырӑн ҫине тӑрса ларса, урана чӑлха тӑхӑннӑ вӑхӑтра куҫҫуль кӑштах иксӗлчӗ, анчах курман тӗлӗк хускатнӑ усал шухӑшсем сирӗлсе пӗтмерӗҫ-ха.

Когда Карл Иваныч оставил меня и я, приподнявшись на постели, стал натягивать чулки на свои маленькие ноги, слезы немного унялись, но мрачные мысли о выдуманном сне не оставляли меня.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫакна пӗтӗмпех хам шухӑшласа кӑлартӑм, мӗншӗн тесен ҫав каҫ тӗлӗкре мӗн курнине пачах астумастӑмччӗ; анчах эп каласа панипе кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ Карл Иваныч мана йӑпатма, лӑплантарма пикенсен, ҫав хӑрушӑ тӗлӗке эпӗ чӑнласах курнӑ пек туйӑнчӗ, куҫҫуль вара урӑх сӑлтава пула юхма пуҫларӗ.

Все это я выдумал, потому что решительно не помнил, что мне снилось в эту ночь; но когда Карл Иваныч, тронутый моим рассказом, стал утешать и успокаивать меня, мне казалось, что я точно видел этот страшный сон, и слезы полились уже от другой причины.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Нимӗҫӗн ырӑ кӑмӑллӑ пичӗ, вӑл мана хӗрхенсе, эпӗ мӗншӗн йӗнине тавҫӑрса илесшӗн пулни куҫҫуле тата хытӑрах юхтарчӗ: мана намӑс пулчӗ, ҫакӑн умӗн пӗр минут маларах ҫеҫ эпӗ Карл Иваныча мӗншӗн юратманнине тата унӑн халачӗ, калпакӗ, яраписем мӗн пирки йӗрӗнмелле пек туйӑннине хам та ӑнланмарӑм; халь ӗнтӗ пачах урӑхла, ҫаксем пурте ытла та лайӑх пек, яраписем те вӑл ырӑ кӑмӑллӑ пулнине ӗнентерӳллӗ кӑтартнӑн туйӑнаҫҫӗ мана.

Его доброе немецкое лицо, участие, с которым он старался угадать причину моих слез, заставляли их течь еще обильнее: мне было совестно, и я не понимал, как за минуту перед тем я мог не любить Карла Иваныча и находить противными его халат, шапочку и кисточку; теперь, напротив, все это казалось мне чрезвычайно милым, и даже кисточка казалась явным доказательством его доброты.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed