Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳпкелесе (тĕпĕ: ӳпкеле) more information about the word form can be found here.
Сӗтел ҫинче апат та сивӗнчӗ пуль, хӑнасем те саланчӗҫ пуль, вӗсем ҫаплах таврӑнмаҫҫӗ, — тӑванӗсене ӳпкелесе, хыттӑнах калаҫрӗ аппа.

Help to translate

Салтаксем таврӑнаҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫавӑнпа та ашшӗпе амӑшӗ вӗренӳ пирки ӳпкелесе калаҫмарӗҫ.

Help to translate

Лагерь // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Эх, Нина! — хушса хучӗ хитре хӗр, тантӑшӗ ҫине ӳпкелесе пӑхса.

Help to translate

Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.

— Пӑрахатӑп терӗн вӗт, — ӳпкелесе пӑхрӗ ун ҫине Татьяна Ивановна.

Help to translate

X // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Наташӑн илемлӗ куҫӗсем Игорь ҫине ӳпкелесе пӑхрӗҫ.

Help to translate

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Анук ӳпкелесе илчӗ:

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл каллех хӑйне хӑй ӳпкелесе илчӗ:

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Наҫтик хӗрӗ ҫине хурланса та ӳпкелесе пӑхрӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне, Ҫтаппана ыталаса илесрен хӑйне аран чарса, ачашшӑн ӳпкелесе илчӗ:

Help to translate

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Степан Иванович, — ӳпкелесе чӗнчӗ Матӗрне, — эпӗ сана темӗнле усал туса ҫиллентернӗ пекех айкашатӑн?..

Help to translate

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мавра, тӑхта-ха! — хӑвӑрт ун патнелле пычӗ те Ҫтаппан ӳпкелесе илчӗ; — Эккей, э…

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара юлашкинчен повара ӳпкелесе илчӗ те унран ҫитмен чӗлле илсе пурне те ҫӑкӑрпа тивӗҫтерчӗ.

Help to translate

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Малтан утарҫӑ мана ӳпкелесе те илчӗ, ҫӑвӑр хуртсем уйрӑлса тухнине йӗркеллӗ сыхламастӑн тесе ятларӗ.

Help to translate

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Каярах, тепӗр темиҫе кунтан, кукамай, кушак килте тустарса ҫӳренине курсан, ӑна «ӑс паманшӑн» мана ӳпкелесе илчӗ.

Help to translate

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Анне ӳпкелесе илчӗ те, ҫапах таса тум улӑштарса тӑхӑнма, кӗнекесене те сӑн кӗртме пулӑшрӗ.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Пурӑнассу килмест-им санӑн, чирлесшӗн-им?! ӳкӗтлесе те ӳпкелесе сассине хӑпартса калаҫрӗ амӑшӗ.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ӳпкелесе каланишӗн хытах кӳренет Клава.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Паллӑ, ара, Тамара патне ҫӳренӗшӗн ӳпкелесе калаҫрӗ Арсентьев.

Help to translate

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Кӳме урапи ӑҫта? — ӳпкелесе ыйтрӗ салтак арӑмӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Амӑшӗпе ывӑлӗ иртнӗ сехметлӗ ӗҫ пирки пӗр-пӗрине ӳпкелесе те, ӳкӗнсе те кунӗпех ҫӑвар уҫмарӗҫ.

Help to translate

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed