Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ӗҫлемесӗр (тĕпĕ: ӗҫле) more information about the word form can be found here.
Ури ыратнӑран икӗ ҫул ӗҫлемесӗр пурӑнать.

Help to translate

Прокопий Шоклев - паттӑр салтак // Л. АНДРЕЕВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/01/30/pr ... ttr-saltak

— Эсӗ пирӗн аттене ӗҫлемесӗр ҫинӗ тесшӗн пуль-ха.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗлӗкхи улпутсем пек, ӗҫлемесӗр ҫимеҫҫӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Патак Палюкӗ текен вӑрӑ-хурах пуян ачисенчен, таркӑн салтаксенчен, ӗҫлемесӗр пурӑнма хӑнӑхнӑ ӑҫтиҫуксенчен пухнӑ ушкӑн таврари ялсене чӑтлӑх вӑрмантан сиксе туха-туха тапӑннӑ.

Help to translate

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрҫӑн пӗрремӗш ҫулне ӗҫлемесӗр ирттерсе ярса иккӗмӗш ҫулне шкулта каллех ачасене вӗрентме тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӗҫлемесӗр мӗнле ҫиӗн.

Help to translate

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Анчах ҫав вӑхӑт пӗрех ырӑ сӑмах каласа ӗҫлемесӗр ҫитеес ҫук.

Help to translate

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

«Ывӑниччен ӗҫлемесӗр лӑпланаймастӑп ӗнтӗ. Ҫӗрӗпе чӳлмек тӑвам. Ывӑннипе йӑванса каям та наркӑмӑш чӗлхеллӗ Элекҫее манам», — тесе, укӑлчаран тухрӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тепӗр чухне пулсан, Тимуш ҫак чӑкӑлтӑш этемпе, ял ҫине элек сарма та ҫынна ҫисе калаҫма ҫеҫ тухакан пакӑлтипе, ӗмӗрне пӗр-пӗччен, ниҫта ӗҫлемесӗр, чире хывса ирттернӗ ват урҫапа, калаҫса та тӑрас ҫукчӗ, анчах халь Тимуш чарӑнсах алӑ тытрӗ, куҫран пӑхса йӑлтӑр кулчӗ, кӗсйинчен пӗр ывӑҫ мӑйӑр кӑларса пачӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ӗҫлемесӗр пурӑнасси сан пек ҫамрӑк ҫыншӑн мар, маншӑн та асап.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пӗр хушӑ ӗҫленӗ, тепӗр хушӑ ӗҫлемесӗр ҫапкаланса ҫӳренӗ, ҫавӑн чух ҫамрӑк хӗрарӑм хваттер ҫаратакансен ушкӑнне ерсе кайнӑ.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Манӑн ӑс-хакӑл, хускатса янӑ машина пекех, пӗр самант та ӗҫлемесӗр тӑма пултараймастчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Ҫын юратмасӑр, ӗҫлемесӗр пурӑнаймасть.

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӗҫлемесӗр ниҫта та ҫӑкӑр ҫитермеҫҫӗ.

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Аса илмеллех: эпир те ӗҫлемесӗр пурӑнмастпӑр.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ӗҫлемесӗр ларма пӗр вӑхӑт та ҫук.

Help to translate

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

Вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ салтаксем эпир инвалид тесе ӗҫлемесӗр ларман паллах.

Help to translate

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

Кунта чи кирли: пурин те тӳсӗмлӗ, кунӗ пулмалла, хӑйне хӑй мӑнна хуракан намӑса юлӗ, хӑйне хӑй пӗчӗклетекенни чапланса кайӗ; кашни ҫын ыттисене, вӗсем хӑйне мӗн сунасса кӗтет, ҫавна ҫеҫ сунтӑр; усала хирӗҫ вӑйпа тӑрса кӑна мар, ырӑ тӗслӗхпе те ҫӗнмелле; ӗҫлемесӗр алла ҫӑкӑр тытма юрамасть; сывлӑхлисен чирлисене сыватмалла, вӑй-халлисен халсӑррисене пулӑшмалла; пысӑк ӑслӑ, тарӑн пӗлӳллӗ ҫынсем тӗпчесе тупнӑ е этемлӗх пурнӑҫӗн опычӗнчен пухнӑ ырӑ, усӑллӑ пӗлӳсем пӗтӗм этемлӗх ӑс-тӑн пуянлӑхне ҫаврӑнмалла; пуянсен хӑйсен вӑхӑтлӑх пуянлӑхне тӳрӗ ӗҫпе пурӑнакан чухӑнсемпе пайламалла; ҫӗр ҫинче кашни ҫын (ҫывӑхри те, ҫич-ҫич тинӗс леш енчи те) хӑйне ҫеҫ мар, ыттисене те ырӑ ҫеҫ тӑвас, вӗсемпе юлташланас, тӑванланас шухӑш-ӗмӗтпе пурӑнмалла.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗнех, тислӗк ӑшӗнче ҫӑрӑлмасӑр ҫуллӑ пӑтӑ ҫиеймӗн, халтан кайса ӗҫлемесӗр халлӑ пулаймӑн, теҫҫӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Хальхи саккунпа ӗнтӗ икӗ ҫул производствӑра ӗҫлемесӗр аслӑ шкула вӗренме илмеҫҫӗ пуль.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed