Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫурт ӑшӗнче темӗн чухлӗ улшӑнусем: демонтаж ӗҫӗсем вӗҫленнӗ, чӳречесене улӑштарнӑ.
Шкулӑн иккӗмӗш ҫуралнӑ кунӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... un-3814591
Ижевскри зоопаркри чӗрчунсем ҫутҫанталӑкри условисем патне ҫывхартнӑ условисенче пурӑнаҫҫӗ, - йывӑҫсем, ӳсекен курӑксем, хӳтлӗхсемпе шӑтӑксем, канавсем, шыв-шурсемпе шывсиккисем, вольерсен ӑшӗнче выльӑх-чӗрлӗх вӑййисем валли ҫутҫанталӑк материалӗсем нумай.
Пишпӳлекри 3-мӗш вӑтам шкулта вӗренекенсем Удмурт Республикин тӗп хулинче пулса курнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... rn-3798837
Кӗл шывӗ ӑшӗнче кӗлерсе лартса ҫунӑ пек ҫап-ҫутӑ та тап-таса, шурӑ питлӗ.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Куҫ айӑн пӑхать, — хӑй ӑшӗнче шухӑшласа ҫӳретчӗ ача.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Нина ӑшӗнче темле ӑнланмалла мар туйӑм хускалчӗ.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Тӑваткалласа хуҫлатнӑ хут листи ӑшӗнче икӗ сӑнӳкерчӗк курӑнчӗ…
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Ҫакна туйса, Нина хӑй ӑшӗнче ӑна лӑплантарма кирлӗ сӑмахсем шырарӗ.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Хӑй ӑшӗнче нихӑҫан та усал шухӑш тытман Нина Ира ҫапла чее те путсӗр ҫын пулнине каярахпа тин ӑнланчӗ.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Сопка тӑррисем талккӑшпех капланса килекен пӗлӗт ӑшӗнче курӑнми пулчӗҫ.
XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Кӳршин кӑмӑлсӑрланнӑ сӑнӗ-пичӗ унӑн ӑшӗнче халь кӑна ҫуралнӑ ырӑ туйӑма каллех сирсе ячӗ.
VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Карта ӑшӗнче те тирпейлӗх ҫук.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Ӑна сарассишӗн тата тӑшманран сыхлассишӗн пынӑ ҫапӑҫура Яков Григорьевич Сульдин аслӑ лейтенант хӑйӗн экипажӗпе пӗрле вӑй юлмиччен ҫапӑҫса ҫунакан танк ӑшӗнче пуҫне хунӑ.
Сульдин Яков Григорьевич // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D1%83%D ... 0%B8%D1%87
«Эх, чее те иккен эс, Тарзан, — хӑй ӑшӗнче пуплесе илчӗ ача.
Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.
Ҫуккӑ, пулман ун пек путсӗрсен ӑшӗнче тӑван вучахӑн хӗрӳлӗхӗпе кӑварӗ.
Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Вара Алюнана ҫатра купи ӑшӗнче тупнӑ вырӑналла утса кайрӗ.
IX // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Уншӑн вӑл Туйнепи ӑшӗнче тав турӗ.
VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Тӗлӗнтермӗшле туйӑм ҫуралчӗ Тетей ӑшӗнче, ӑна Алюна кӗҫ-вӗҫ уринчен ярса илессӗн, пӗве тӗпне туртса антарассӑн, чи тарӑн вырӑнта хӑйпе юнашар хурассӑн туйӑнчӗ.
VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Йӑмри хӑвӑлччӗ, ун ӑшӗнче пытанма та пулатчӗ.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Айӑпа хӑйӗн ӑшӗнче тытма вӑй-хал ҫитереймерӗ вӑл текех.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
«Мӗнле хӗрарӑм ахалех пӗтет ҫак ҫут тӗнчере», — шухӑшларӗ Узин ӑшӗнче.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.