Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑсса (тĕпĕ: ӑс) more information about the word form can be found here.
Икӗ-виҫӗ сенӗк хур та — хирелле, виҫҫӗ-тӑваттӑ ӑсса хур та уялла…

Help to translate

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Эпӗ пӑрахса тарсан кам шыв ӑсса ӗҫтерӗ ӑна?

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ку ҫӗр улми ӑҫтан тупӑнчӗ? — ача ним тӑвай-маннипе кӑкӑрне ҫапать, пӗр вырӑнта тапӑртатать, унтан, тин ӑнкарса, витререн шыв ӑсса ӗҫет.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫав вӑхӑтра Элиме темиҫе хутчен хӑйӗн нӳхрепӗнчен кӑкшӑмпа сӑра ӑсса кӗчӗ.

Help to translate

VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Эпӗ халех, Тетей, кӑрчама ӑсса кӗрӗп.

Help to translate

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ӑшне ҫавӑн чухлӗ шывпа лӑплантарни нихӑҫан та пулманччӗ унӑн хӑйӗн пурнӑҫӗнче, ҫитменнине, ҫавнашкал сивӗ шывпа, ҫӑлкуҫран ӑсса килнӗскерпе.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Уриш хӑвӑрт шыв ӑсса илчӗ те Илепи еннелле тӑсрӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Камай нӳхрепе анса сӑра ӑсса тухрӗ, ӑна сӗтел ҫине лартас умӗн унти шур ҫивиттие илчӗ, ун айӗнче апат-ҫимӗҫ пулнӑ, ҫӑкӑр, ҫӑмарта, хӑяр, помидор.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Ытти чух вӑл Ҫиҫӗм Ванюкӗсен урамри ҫӑлӗнчен шыв ӑсса мехлекенччӗ, паян — аллине лас сулчӗ кӑна.

Help to translate

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ак ҫак кастрюльпе ӑсса килмелле ҫеҫ, — хавасланать Маруҫ, хуппиллӗ пӗҫерсе килнӗ ҫӗрулмине хаҫат ҫине ӳпӗнтерсе.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Тавай, ӑсса килсе парап.

Help to translate

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ӑшӗ ҫуннипе сак ҫинчи витререн ӑсса пӗр курка шыв ӗҫрӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Сӑру лайӑх пулсан, алтӑрпа мар, чӳлмекпех ӑсса тух эс ӑна, Укань.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эсӗ килессе пӗлсех пӑртак сӑра ӑсса тухас терӗм.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пусӑран шыв ӑсса кӗр-ха.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ылтӑн Петрукӗ сӑмахпа чараймарӗ вӗсене — пушар пичӗкинчен пӗр витре шыв ӑсса илчӗ те хӗрсе кайнӑ хӗрарӑмсем ҫинелле чашлаттарчӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнпа вӑл ним шиксӗр ларать, ывӑлӗ хӑй ӑсса яшка ҫиме хӑтланнине курса савӑнать.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вырӑс хӗрарӑмӗ, ун ҫӗлӗкне илсе кайса, шыв ӑсса килчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗррехинче Мишша тете мана ҫывӑх ҫӑлкуҫӗнчен шыв ӑсса килсе чей вӗретме хушрӗ.

Help to translate

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

— Шыв ӑсса ӗҫер-ха, — терӗ Безбородов, — витри те пулмалла ҫакӑнта.

Help to translate

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed