Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сӑмахсене темиҫе хут вуласа та, вӑл унта мӗн ҫырнине ӑнланаймарӗ.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
— Эсӗ куна мӗн пирки? — ӑнланаймарӗ Игорь.
V // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
— Мӗн ӗҫес тетӗр? — ӑнланаймарӗ Толя.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Врачсем латинла калаҫрӗҫ, ҫавӑнпа вӗсене Светлана ӑнланаймарӗ.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
«Суд мӗнле ӑнланаймарӗ вара сана?» — ыйтрӑм унтан.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Амӑшӗ халиччен илтмен сӑмаха тӳрех ӑнланаймарӗ пулас, ашшӗпе ывӑлӗ калаҫнине хӑлхине чиксен ҫеҫ тавҫӑрса илчӗ:
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Мӗнле ӑҫта? — ӑнланаймарӗ Архип Григорьевич, ҫамрӑксемпе канашласа лараканскер.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пӳлӗмре хуллен калаҫнине Мошков ӑнланаймарӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах ун ҫинчен мӗншӗн халӑх умӗнче каласа панине ниепле те ӑнланаймарӗ.
XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Дуся каланисене Анук питех ӑнланаймарӗ пулин те, унӑн нушапа тарӑхса пиҫнӗ чӗрине хула ҫыннисем ытла та ҫывӑх тӑваннӑн туйӑнчӗҫ.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Мӗнпур ӗмӗт-шухӑшӗ хура маскӑна ҫӗнтерсе ҫӗр тенкӗ выляса илесси пулнипе Ҫтаппан хӑй тавра хӗрӳллӗ калаҫусем пынине, куракансем хута кӗрсе е хирӗҫлесе тӑвӑллӑн алӑ ҫупнине те йӗркеллӗ ӑнланаймарӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан тӗплӗнех ӑнланаймарӗ пулсан та, пӑрахут ҫине темӗнле япала йӑтса кӗрекене ҫирӗм пилӗк тенкӗ лекессе тавҫӑрчӗ, хӑйӗнчен куласран хӑрамасӑрах хура мӑйӑхли патне ҫывхарчӗ, унта вӑрӑм та ҫинҫе ещӗк выртнине курчӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Юлашки сӑмахне кам таврӑнасси ҫинчен каланине Анук хӑй те ӑнланаймарӗ.
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тем пек хӑлха тӑратса итлесе пырсан та вӗсем мӗн пирки калаҫнине ҫамрӑк ача ӑнланаймарӗ.
Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.
Кайдураев нимӗн те ӑнланаймарӗ.
Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.
— Мӗн пулчӗ тата? — ӑнланаймарӗ мухмӑрпа аптранӑ председатель.
Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Мӗскер? — ӑнланаймарӗ дежурнӑй.
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
«Ҫук, ҫук, вӑл мана ӑнланаймарӗ пулмалла, эп ӑна пӗтӗмпех ӑнлантарса параймарӑм пулас.
11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Кам? — ӑнланаймарӗ ача.
XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
— Кам? — ӑнланаймарӗ хуралҫӑ.
VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.