Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑмӑртӑва (тĕпĕ: ӑмӑрту) more information about the word form can be found here.
— Игорь, ӑмӑртӑва чӗнетӗп, — Миша юлташне хулпуҫҫийӗнчен пырса тӗртрӗ.

Help to translate

Эпилог // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ӑмӑртӑва 387 комплект медаль вылятса илекен пилӗк пин спортсмен хутшӑнать.

Help to translate

Путин БРИКС ҫӗршывӗсен вӑййисене уҫнине пӗлтернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... rn-3808403

Ку ӑмӑртӑва профессионал спортсменсем те, спортпа туслӑ ытти ҫынсем те (вӗсем ӑсталӑх енпе тӗрлӗрен пулма пултараҫҫӗ, сывлӑх енчен те вӗсем расна) хутшӑнаҫҫӗ.

В этих соревновании участвуют как профессиональные спортсмены, так и любители с разным уровнем подготовки и особенностями здоровья.

Пӗтӗм тӗнчери чупу кунӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9F%D3%97%D ... 0%BD%D3%97

2007-2008 ҫулхи сезонра IBU юниорсен кубокӗшӗн йӗркеленӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ, 2009 ҫулта вара ҫуллахи биатлон енӗпе IBU юниорсен кубокӗн тапхӑрӗсен ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ.

В сезоне 2007/08 принимал участие в гонках юниорского кубка IBU, а в 2009 году становился победителем этапов юниорского кубка IBU по летнему биатлону.

Магазеев Павел Михайлович // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B0%D ... 0%B8%D1%87

Ӑмӑртӑва хутшӑннисен хастарлӑхне ҫула кура 12 ушкӑна пайласа палӑртнӑ.

Help to translate

Элтепер парнисемшӗн ветеран-йӗлтӗрҫӗсем тупӑшнӑ // Вера Эверкки. https://chuvash.org/news/4799.html

Линдберг ӑмӑртӑва хутшӑнма шут тытнӑ, анчах та вӗҫеве хатӗрленме укҫа кирлӗ пулнӑ.

Линдберг решается поучаствовать в соревновании, однако подготовка полёта требовала денег.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Спорт туризмӗ енӗпе ӑмӑртӑва муниципаллӑ районти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисен аслӑ тата кӗҫӗн ҫулсенчи 14 команда хутшӑнать.

Help to translate

Турслет - питӗ чаплӑ! // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... pl-3778429

Шкул ачин сумкине хурса алла хресчен сенӗк-кӗреҫине тытнӑ тапхӑрта Вихтӗрсене, колхозри ҫамрӑк волейболистсене, районти ӑмӑртӑва илсе каяҫҫӗ.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Нумаях пулмасть вӗсем Шупашкарта иртнӗ «Локобол» ӑмӑртӑва хутшӑннӑ, 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

Help to translate

Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama

Кӑҫал ӑмӑртӑва Пушкӑртстан Республикинчен кӑна мар, Тутарстан тата Самара облаҫӗнчи спортсменсем те хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

Help to translate

Гоча Константинович Онанашвили ячӗллӗ турнир иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3719281

Ӑмӑртӑва республикӑри пултаруллӑ юрӑҫсемпе пӗрле унӑн тулашӗнче пурӑнакан чӑвашсем те йышлӑн хутшӑнчӗҫ.

Help to translate

Мӑкӑр хӗрӗсем — «Кӗмӗл сасӑ» конкурс дипломанчӗсем // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%bca%d ... %b0%d0%bd/

Ӑмӑртӑва иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа ирттереҫҫӗ.

Соревнования берут начало с 90 -x годов прошлого века.

"Йӗлме йӗлтӗр" йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ Пӑслӑкра иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2024-0 ... tn-3657244

«Ҫанталӑк лайӑх пуласса шантараҫҫӗ. Эппин, йӗлтӗрсӗр пуҫне ӑмӑртӑва ҫӗкленӳллӗ тата вӑхӑта лайӑх ирттерес кӑмӑл кӑна илсе пымалла», — канашлӑва ырӑ сунса вӗҫлерӗ регион ертӳҫи.

Help to translate

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

Радиовещанипе телевидени комитечӗ коммунизм тӑвас ӗҫе пур майсемпе те вӑйлатассишӗн, ҫичӗ ҫуллӑх плана срокчен тултарассишӗн пыракан ӑмӑртӑва ӗҫ ҫыннисене анлӑрах явӑҫтарасси ҫине уйрӑмах тимлӗ пӑхать.

Help to translate

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

— Паян авӑн ҫапнӑ ҫӗрте сана ӑмӑртӑва чӗнетӗп! — йӗкӗлтесе иртсе кайрӗ Хӗветӗр.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗтерсе хутӑм ӑмӑртӑва».

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кашкинсене, яланхи пекех, ӑмӑртӑва чӗнетпӗр.

Help to translate

38 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ӑмӑртӑва килнӗ спортсменсене Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ А.Г.Кузьмин, Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗ Н.Н.Карпов, «Кӗтне» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.Х.Денисов, «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ А.Н.Бахтеров, хӑнасем саламланӑ, тупӑшусенче ӑнӑҫусем суннӑ.

Help to translate

Йӑлана кӗнӗ турнир вӑйлисене пуҫтарнӑ // Валерий Денисов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d0%b9%d3%9 ... %80%d0%bd/

Малалла ӑмӑртӑва хутшӑнакансене саламлӑ сӑмах Пишпӳлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов каланӑ.

Далее с приветственной речью к участникам соревнования обратился глава администрации Бижбулякского района Артур Зарипов.

Хушӑлкара ту кросӗ иртнӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-1 ... tn-3461688

Ӑмӑртӑва хутшӑннисене округ пуҫлӑхӗ Сергей Михайлов та саламланӑ, туслӑ йышпа пуҫтарӑннӑшӑн тав тунӑ.

Help to translate

Куҫса ҫӳрекен Кубока ҫӗнсе илнӗ // Вячеслав КАСЬЯНОВ. http://kanashen.ru/2023/09/15/%d0%ba%d1% ... bb%d0%bde/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed