Шырав
Шырав ĕçĕ:
Урама, пӗтӗмпе тенӗ пекех, йышӑнса выртакан тата миҫе ҫул ӗнтӗ ҫынсем ун хӗррипе хӳмесем ҫумне аран-аран ҫыпӑҫкаласа иртсе ҫӳрекен лачака ҫумӗпе казачка пырать; вӑл ҫара уран, ҫурӑм хыҫне пӗр ҫӗклем вутӑ йӑтнӑ, кӗпине ҫӳле ҫӗклесе шурӑ урисене кӑтартса пырать; сунартан таврӑнакан казак ӑна шӳт туса: «ҫӳлерех ҫӗкле, намӑссӑр», тесе кӑшкӑрать те пӑшалӗпе тӗллет, казачкӑн вара кӗпе арки аллинчен вӗҫерӗнет, вут-шанки ӳкет.
V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
«Ҫӗкле! Ҫӗкле хӑвӑртрах!», «Эпӗ ӗҫленине курса, ҫӑварна карсах хутӑна? Сварщика чикмекне куҫарса лартма пулӑш хӑть!», «Лашманов! Эсех-и ку, эс мар-и? Мӗн ҫак таранчченех пӗр ҫӗрте чакаланан? Халь те аллу чӗтреме пӑрахман-им санӑн?» — илтӗнет унӑн хытӑ кӑшкӑрса калаҫнипе тытӑннӑ сасси.
XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Ҫӗклесси ҫӗкле те, анчах асту, кайран ҫупкӑ ҫимелле ан пултӑрччӗ, куратӑн-и, Ванюк мӗнлерех пӑхса тӑрать, — ахӑрса кулса ячӗҫ хӗрсем, наҫилкка ҫине чул ванчӑкӗсем тиесе.
IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ман сассӑма эс ҫӗкле, Сан сассуна эп ҫӗклем.
18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ҫӗкле эппин, — терӗ старик, кӑмӑлланах килӗшсе, — ҫӗклесе пыр, апла пулсан, ӗҫне те иксӗмӗр хӑвӑрт пӗтерӗпӗр, — терӗ.— Понеси, — охотно согласился старик, — понеси, коли так, оно вдвоем-то быстро управимся.
VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ҫӗкле, ҫӗкле пуҫна, ачам!
XXXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Ҫӗкле, ҫӗкле, мӗн кулянса тӑратӑн?
XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
— Ну, тыт, ҫӗкле! — сасартӑк хушрӗ Дегтяренко, хӑй носилкӑна малти пуҫӗнчен ҫӗклесе.– Ну, берись, берись, старик! – крикнул Дегтяренко, впрягаясь в передок носилок.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
4. Куҫна ҫӗкле те тавралла пӑхса ил: вӗсем пурте пухӑнаҫҫӗ, сан патна килеҫҫӗ; санӑн ывӑлусем аякран килеҫҫӗ, санӑн хӗрӳсене алӑ ҫинче ҫӗклесе килеҫҫӗ.
Ис 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Кай, ан ҫӗкле, суханне ӑна хамах илме пултаратӑп.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Вутӑ хут та шыв ҫӗкле, хӗлле хӗрӗх градус сивӗре те сарай хыҫне кай…
Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.
Ҫӳлерех ҫӗкле пуҫна, ҫиҫтер сӑнна.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Эй, ҫӗкле стрелана!
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
— Пуҫне ҫӳлерех ҫӗкле, Савантер, — терӗ вӑйпут, кӑшт мӑшкӑлланӑн кулса.
Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
— Куҫна ҫӳлерех ҫӗкле.
Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫӳлерех ҫӗкле пуҫна!
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пуҫна ҫӗкле.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Куҫа уҫса пӑхма ӗлкӗретӗп кӑна — радио сасси хӑлхана кӗрет: физзарядка тума тытӑн, урусене хулпуҫҫи анлӑш сар, аллусене ҫӗкле, сылтӑм аллуна сулахай уру пуҫне, сулахай аллуна сылтӑм уру пуҫне ҫитер…
Вӗрентеҫҫӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 23–26 с.
Чӗвен тӑрса алла ҫӳлелле ҫӗкле те — пӗлӗте ярса ил.
Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Чеен вӑл пӑхрӗ те кулса, Куҫне мӑч турӗ те каларӗ: «Халь ҫӳлерех ҫӗкле пуҫа, Хӑранӑ пек ан пӑх хыҫа, Пӗр вӑхӑт эсӗ лар хытса, Хӑвна полковник пек тытса».
XXVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.