Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурмалла (тĕпĕ: ҫур) more information about the word form can be found here.
Тытайӑн-и, ҫук-и, мӗн тытни ҫурмалла пулӗ, Петрук, — терӗ ҫула тухас умӗн Хура Ҫимун, йытӑ пуҫлӑ чӗлӗмне чӗртсе.

Help to translate

Вӑрманти ыйткалакан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫӑкӑр чӗллине ҫурмалла пайлани хӑйех туслӑха ҫирӗплетнине, аслисем кӗҫӗннисемшӗн пулнине, ҫамрӑкранах ӗҫ ҫумне ҫыпӑҫнине кӑтартаҫҫӗ.

Help to translate

Сцена ҫинче - ҫамрӑк артистсем // Альбина АСТРАХАНЦЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51521-stse ... -artistsem

Питрав уявӗ ҫуллана ҫурмалла пайлать, малалла вара кӗркунне сӑнӗ ҫапать, тенӗ.

Help to translate

Халӑх йӑли-йӗркипе уявсем иртнӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/07/19/%d1%85%d0%b ... %bd%d3%97/

Турилккере — типме тытӑннӑ кӑлпасси татӑкӗсем, ҫурмалла ҫыртса илнӗ вӗтӗ кукӑль, хӑярпа помидор, пан улми касӑкӗсем, шурӑ ҫӑкӑр таткисем.

Help to translate

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Паян вӗсем пӗртен-пӗр чӑххи туса панӑ ҫӑмартана пӗҫерсе ҫурмалла пайласа ҫинӗ иккен Микулккапа.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Шуратса пӗтерсен ҫӗр улмине ҫурмалла туса Вихтӗр асламӑшне сӑйлама пӑхать, лешӗ килӗшмест, пуҫне енчен енне пӑркалать.

Help to translate

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Кафере хатӗр пицца туянатӑн та, пӗр чуста кӑна унта, санӑн вара, Кирей, ҫурмалла, ҫемҫе те кӑпӑшка пулса тухнӑ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ҫаврашкана ҫурмалла хуҫлат та хӗррисене ак ҫакӑн пек пӳрнесемпе ҫыпӑҫтар, вара пӗчӗк кукӑль пулать.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Пурнӑҫ кӑйттӑ чух, эппин, ҫук чух ҫурмалла пурӑнмалла, — теҫҫӗ.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Туслӑ йышпа, пурри-ҫуккине ҫурмалла пӗрле пайласа ӳснӗ хаваслӑ йыш.

Help to translate

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

«Пурӑнкалӑр ҫук чух ҫурмалла пайласа…»

Help to translate

Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пурӑнкалӑр ҫырлахкаласа, ҫук чух ҫурмалла пайласа…»

Help to translate

Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӗветут кӗтӳҫӗ Ваҫукшӑн хӑйне евӗрлӗ «начальник», ӗҫе унпа пӗрлех ҫурмалла тӑвать, апатне вара пушӑ аврипе тӗрте-тӗрте ҫитерменни кӑна…

Help to translate

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Умӗпе хыҫне 35-38 см сарлакӑш пӗр ан пиртен ӑсталанӑ ⎼ хулпуҫҫи тӗлӗнче ҫурмалла хутлатнӑ.

Help to translate

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Федор Одинцовпа пӗрле ҫурмалла кӗрпе авӑртмалли ҫил арманӗ лартаҫҫӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Ик ачипе хунямӑшне те унӑнах пӑхмалла, вӗсен ҫи-пуҫне сапласа, ҫуса тӑмалла, яшки-ҫӑкрине пӗҫермелле, выльӑх-чӗрлӗхне чипер хӗл каҫармалла, вутти-шанкине такампа татса ҫурмалла

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Юлашки татӑк сухарие ҫурмалла пайланӑ…

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫурмалла тӑвӑпӑр, иксӗмӗр валли те ҫителӗклӗ унта, шӑллӑм.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Улмуҫҫи улмисем, ҫурри ҫурмалла пиҫнӗ хурлӑхан, сип-симӗс чие, хӑмла ҫырли тата слива — сухан ҫыххи пекех ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хуралҫӑсем ҫав хута ҫурмалла ҫурса илчӗҫ те, стройкӑра асӑрхануллӑ пулмаллине аса илтерсе, ӑна малалла иртме ирӗк пачӗҫ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed