Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хуп-хура урхамах, Шуркассинчен ҫиҫтерсе килни, улӑхпа айлӑмалла вӗҫтернӗ, енчен енне ҫапкаланса пыракан хуҫине хӑрушӑ вырӑнтан аяккарах илсе кайма хӑтланнӑ.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Эпӗ утлӑ ҫарта ҫиҫтерсе ҫӳренӗ чух Питӗр хулинче…
Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Ӑна тивӗҫ вырӑна ларма сӗнейчӗ — юсав тумланнӑ, ахах куҫлӑ хӑлха ункисене ҫиҫтерсе ларакан ырхан хӗрарӑм ҫухӑрса ячӗ:
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ир тӑрсан ун хӗрачи патне выляма чупатчӗ пӗчӗк Павӑл, е хӗрачи хӑй кӑн-кӑвак куҫне ҫиҫтерсе, сарӑ ҫӳҫне вӗҫтерсе ҫитетчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.
Вӑл аллисене йӗкӗт хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ та, йӑрӑс кӗлеткине хыҫалалла авса, питне-куҫне илемлӗн те илӗртӳллӗн ҫиҫтерсе, акӑш пек ҫӑмӑллӑн та тикӗссӗн ярӑнса ыткӑнать.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Наталь ҫӳҫене-ҫӳҫене кухньӑна кӗрсен сӗтел ҫинче мӗн пуррине курчӗ те хӑмӑр куҫне хаваслӑн ҫиҫтерсе Таранов ҫумне ачашшӑн тӗршӗнчӗ:
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Анчах, чимӗр-ха, — сасартӑк куҫӗсене чеен ҫиҫтерсе илчӗ вӑл, — эпир мӗншӗн ун ҫинчен калаҫатпӑр-ха вара?
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
— Атя ҫырла татма каятпӑр! — терӗ вӑл, куҫӗсене ҫиҫтерсе.
Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.
«Палламарӑн-им?» — симӗс куҫне чӑл-чӑл ҫиҫтерсе хӗрлӗ кӑтра ҫӳҫлӗ пуҫне ӳпкевлӗн пӑркаларӗ вӑл.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Кӑкӑрне аллипе тытса хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлаканскер хӑмӑр куҫне чӑл та чӑл ҫиҫтерсе йӗри-тавралла ҫивӗччӗн пӑхкаларӗ, кам ҫуккипе пуррине тӗрӗслерӗ.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ытти юлташӑмсем те кӗҫех Саша «куссине кусрӗҫ»: вӗсем те, ҫӑмӑл ача пулса, хӑйсене «старт» парса, ҫыр хӗррине ҫиҫтерсе чупса пыраҫҫӗ те шик те тумасӑр сакӑлтаналла ыткӑнаҫҫӗ.
«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.
Тепӗр кунне (ҫанталӑкӗ тӑп, типӗ; хӗвелтухӑҫ хӗрелет кӑна-ха; тӳпене, кӑнтӑр енче, капан пӗлӗтсем кармакланӑ), кӑшӑл пуҫтарӑнса, ир-ирех ҫиҫтерсе ҫитрӗҫ ӗҫ ҫи-пуҫӗпе япшарланнӑ урапа-ҫуна ӑстисем те, платниксем те.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Пӗррехинче эпӗ чӑвашсен шӗкӗр хулин тӗп урамӗсемпе (кунта кӑнтӑрла хунар ҫутипе шырасан та тӑван чӗлхепе ҫырнӑ реклама кураймӑн), ытти пассажирсемпе тачӑланса, троллейбуспа ҫиҫтерсе пыраттӑм.
Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.
Анчах эпӗ те сан умра парӑмра юлмӑп, — ылтӑн шӑлӗсене ҫиҫтерсе илчӗ пӳлӗм хуҫи, вара васкасах шкап патне тӑнкӑл-танкӑл утса пычӗ те алӑкне уҫрӗ, ҫӳлти сентре ҫинчен шампа хырӑмлӑ ҫур литр кӗрекен флакон илчӗ, Урӑлманкин еннелле ҫаврӑнса, пӗчӗк кӗленчери шӗвеке пӑлхаткаларӗ:
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Эпӗ ухӑпа янӑ ҫӗмрен хӑвӑртлӑхӗпе ҫӳлти палубӑна ҫиҫтерсе хӑпартӑм та, хашки пулнӑскер, ҫамка ҫинчи сивӗ тара шӑла-шӑла, анчӑка вӑйратнӑ куҫӑмпа пӑрахутӑн хыҫалти карлӑкӗнчен ытамларӑм, куратӑп: «Шурӑ пӑнчӑ» дебаркадер ҫинчен санкӑлт-санкӑлт чупса тухрӗ те ҫаплах шӑнкавлӑ, шултра хӑйӑрлӑ ҫыран хӗррипе тӑвалла вӑркӑнчӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Владимир Сергеевичӑн кӑмӑлӗ паян лайӑх, вӑл кулкалать, ҫумӗнчи Ревлен Петрович ҫине кӑн-кӑвак куҫӗсемпе савӑнӑҫлӑн ҫиҫтерсе пӑхать.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Лавсем умӗнче чипер утпа ҫиҫтерсе пырса пуҫлӑхсене тарӑхтарни мӗн парӗ ӑна?Но Яндул тут же остановил себя: зачем дразнить знатных людей?
Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ак ҫитрӗ ҫил пек вӗҫтерсе, Ваҫлей енне усаллӑн пӑхрӗ, Чӑр! куҫӗпе хӗм ҫиҫтерсе Инҫетренех ҫӑханнӑн сӑхрӗ.
X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
— Тепӗр утӑм тусан сана касса вӗлеретпӗр, — хӗҫӗсене ҫиҫтерсе кӑларчӗҫ Ҫӑханпа Ҫиҫӗм.
Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Шыв хумӗсем лӑплансан Эдей-нойон куҫӗсене ҫиҫтерсе пӑхса илчӗ, тути кукӑрӑлчӗ.
Кӑваркуҫ. 1230 ҫул // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.