Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитиех (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Анчах та каярахпа «хыпарсӑр ҫухалнӑ» ҫын пирки хыпар килнӗ: Сунтал Михали — Петӗр ашшӗ ӗнтӗ — хастар салтак пулнӑ, темиҫе медальпе ордена та тивӗҫнӗ, миллионшар салтак пекех, ҫуран танкӑшса та кӗрешсе тӑшмансене килне ҫитиех хӳтерсе кайнӑ.

Help to translate

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

Пирӗн ял патне ҫитиех тӑсӑлса выртать вӑл.

Help to translate

Кӗтмен тӗлпулу // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 274–275 с.

Хреснашшӗ те ав Ҫӗпӗре ҫитиех тухса кайрӗ.

Help to translate

«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Мишка ку апатшӑн таҫта ҫитиех утса пырӗ хыҫран.

Help to translate

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Левенсен анкартийӗ ҫырма хӗррине ҫитиех тӑсӑлса выртать.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫакӑн пек пылак япала ҫитерме кӑмӑл тӑвакан этем таҫта ҫитиех илсе каяс ҫук ӗнтӗ ӑна.

Help to translate

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ӗнерхи турат куҫӗнчен тарланӑ шыв юхса аннӑ пек, пиччӗшӗн икӗ куҫӗнчен харӑсах шултра тумламсем йӑлтӑртатса тухаҫҫӗ те чӗтрекен тута хӗррине ҫитиех ярласа анса каяҫҫӗ.

Help to translate

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Канаша ҫитсен, Владивостока ҫитиех илчӗ вӑл билет.

Help to translate

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Мӗн хывмаллине вӗҫне ҫитиех хыврӗ вӑл.

Help to translate

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Купа маччана ҫитиех хӑпарчӗ.

Help to translate

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Вӑл кашкӑр патне чупса пычӗ те кашкӑр хырӑмне сенӗке вӗҫне ҫитиех кӗртсе ячӗ.

Help to translate

III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ҫавӑнпа ҫунаран пӗр вӗҫне ҫыхса хӑварнӑ вӗрене мӗн вӗҫне ҫитиех туртса кайрӗ.

Help to translate

I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Силемпи вӗсене машина патне ҫитиех ӑсатса ячӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Ха, юпа вӗҫне ҫитиех чакаланса хӑпарса кайнӑ, — мӑкӑртатать ашшӗ, анасшӑн пулса чӗрнипе кӑчӑртаттаракан кушака тимлӗн сӑнаса.

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Левенӗн ҫакна темшӗн пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитиех «саваласа илесси» килсе кайрӗ те шарламарӗ, шӑлне ҫыртса, купене кӗчӗ.

Help to translate

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Шӑнкӑрч, ӑшша пиҫнӗскер, утар пӳрчӗ умӗпе иртсе кайма шутлать, мӗншӗн тесен унтан хире ҫитиех тӳп-тӳрӗ ҫул тӑсӑлса выртать, анчах та вырӑнтан тапранма ӗлкӗреймест, таҫта мал енче лаша хаяррӑн тулхӑрни илтӗнет.

Help to translate

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫапла темиҫе самант хушши тӑтӑм эпӗ пӗтӗм стенана урайӗнчен пуҫласа маччана ҫитиех хупӑрласа тӑракан тӗкӗр умӗнче.

Help to translate

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Германи импери вӑхӑтӗнчен пуҫласа нацистла Германи вӑхӑчӗ ҫитиех официаллӑ политикӑра Рур облаҫне пайлама тӑрӑшнӑ, ҫапла май ӑна вӑйсӑрлатасшӑн пулнӑ.

Начиная со времён Германской империи и до нацистской Германии включительно официально декларируемой политикой было разделение Рурской области, дабы не допустить её усиления.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

Сассӑм та таҫта ҫитиех янӑрать.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Мускав парадӗнче Сталин тухса каланӑ сӑмаха пурте вӗҫне ҫитиех тимлӗ итлерӗҫ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed