Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сирӗн ывӑлӑр службӑра тӑракан батальон командирӗ сире чӗререн тав тӑвать. Сире Антон ывӑлӑра воспитани панӑшӑн тав тӑвас тетӗп, вӑл пирӗн подразделенинче службӑра тӑнӑ вӑхӑтра хӑйне тивӗҫлипе, присяга панӑ пекех, тивӗҫлипе кӑтартнӑ. Шӑпах сирӗн ывӑлӑр пек гвардеецсене пула пирӗн паттӑр подразделенинче мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисем йӗркеленеҫҫӗ, ӳссе пыраҫҫӗ, ҫар дисциплини тата коллектив ҫирӗпленет. Антон малашне те паттӑрлӑх, дисциплина тата хӑйӗн Тӑван ҫӗршывне парӑнса пурӑнмалли тӗслӗх пуласса шанатӑп! — ҫырнӑ 20-мӗш стрелковӑй батальон командирӗ подполковник Евгений Кучинский. Антон пысӑк та туслӑ, ӗҫчен ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Мӑйракаллӑ шултра выльӑх-чӗрлӗх сӗт-ҫу енӗпе ӗрчетекен фермер хуҫалӑхӗнче, ашшӗ-амӑшӗн тӑватӑ ача хушшинче вӑл чи асли. Вырӑнти шкулта тӑхӑр класс пӗтернӗ хыҫҫӑн, Пелепейри механизаципе электрификаци колледжӗнче диплом илнӗ. РФ Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсене ӑна 2023 ҫулхи июлӗн 2-мӗшӗнче чӗнсе илнӗ. Ҫирӗп кӗлеткеллӗ каччӑ Типҫӗр ҫарсен спецназӗн командине Новосибирск хулинчи вӗренӳ чаҫне лекнӗ. Унӑн ҫар подразделенийӗ Новосибирскри аслӑ ҫарпа команднӑй училищӗн базинче вырнаҫнӑ. Ҫар дисциплинин требованийӗсем кунта пур салтаксемшӗн те ҫирӗп. Салтаксем ӳт-пӳ енчен пиҫӗхме, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмалли меслетсене тӗпчеме, стрелоксен кирек мӗнле хӗҫпӑшалтан те пеме хӑнӑхма ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен чӑн-чӑн ҫирӗп ҫынсем хатӗрлеҫҫӗ. Ҫитӗнсе, ҫирӗпленсе ҫитсен, Антон Тимофеев та шӑпах ҫакӑн пек салтак пулса тӑнӑ. Ҫар чаҫӗн командованийӗ РФ оборона министрӗн приказӗпе 2024 ҫулхи февралӗн 22-мӗшӗнче салтака «Ҫар тивӗҫне кӑтартуллӑ пурнӑҫланӑшӑн» медальпе наградӑланӑ.
Мухтавлӑ ҫар йӑли-йӗркисене малалла тӑсать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... at-3757022
Агрессивлӑ роликсен уйрӑмлӑхӗ — ҫирӗп тӑмашкӑн пушмакӗ капмар та йывӑр, тата лайӑх амортизацилекенскер, лайӑх шумашкӑн хашаки ҫӳллӗшӗпе кӗске те ҫирӗп, сикнӗ хыҫҫӑн ҫирӗп тӑмашкӑн кустӑрмисем сарлака та пӗчӗк.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Пуҫӗ те унӑн кӑшт ҫаврӑнать, мӗншӗн тесен вӑл паян килӗнче апат ҫимен, мӗншӗн тесен вӑл ҫирӗп хулпуҫҫиллӗ, ҫирӗп алӑллӑ, ҫирӗп ураллӑ, чӗри ҫеҫ унӑн хӑйне мӗн кирлине пӗлмест.
IX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Президент, вӑхӑчӗ питӗ хӗсӗк пулин те (программӑри кашни минут - ҫирӗп шутра), халӑхпа калаҫма май тупрӗ, пурне те ҫирӗп сывлӑх тата телей сунчӗ.
Ҫирӗм ҫул каяллахи куҫ умӗнче пекех // Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗ. https://shemur.cap.ru/news/2024/02/12/ir ... nche-pekeh
Тилли — ҫирӗп сывлӑхлӑ, ҫирӗп шухӑшлӑ, ырӑ ӗмӗтлӗ чӑваш хресченӗ, унӑн шухӑш-кӑмӑлне халӑх шухӑш-кӑмӑлӗ йӗркеленӗ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Фрискейт роликӗсен уйрӑмлӑхӗ — ҫирӗп тӑма май паракан хытӑ пушмак, тата сикме юрӑхлӑ ҫирӗп хашака.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Анчах халӑх ҫирӗп пулчӗ, капмар юман пек ҫирӗп пулчӗ.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӗсем хӑйсен предметне юратнӑ, ӑна ачасем те юратчӑр тесе пӗлӳ панӑ, анчах ҫирӗп ыйтасси ҫинчен те манман, мӗншӗн тесен «ҫирӗп» пулмасан ачасем кахалланаҫҫӗ те вӗренме пӑрахаҫҫӗ.
"Учитель ҫинчен вӗрентекен" // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... en-3466759
ТАССпа пӗрле ирттерекен «Ҫирӗп аталану тата регион шайӗнчи «симӗс» экономика» сессире регион мӗнпур ҫул-йӗрпе отрасльте ҫирӗп аталану принципӗсене тата перекетлӗх мелӗсене туса хатӗрлемелли тата ӗҫе кӗртмелли майсене комплекслӑн кӑтартса пама палӑртать.
Регион Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ертсе пыракан Чӑваш Ен делегацийӗ Петербургра пухӑнакан пӗтӗм тӗнчери XXVI-мӗш экономика форумне хутшӑнӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/13/regi ... -chvash-en
Хама эпӗ пӗрре те телейсӗр хӗрарӑм тесе шутламастӑп, мӗншӗн тесен тӗлӗнмелле ҫирӗп чӗреллӗ, ҫирӗп тӗллевлӗ арҫынпа пурӑнатӑп.
VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
«Ҫак роль мана хӑюллӑрах пулма вӗрентет, ҫирӗпрех, ҫирӗп кӑмӑллӑрах.
Оринин халӑх театрӗ 105 ҫулта // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60728
— Ҫирӗп мар, ҫирӗп мар, — пӗр сӑмахсӑрах килӗшрӗ унпа аслӑ князь.
18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Сан пек ҫирӗп вӑй-халлӑ, вутра туптаннӑ, шывра путман, йывӑрлӑхран хӑраман, хурҫӑ пек ҫирӗп ҫынсем туптанӑ тылра Аслӑ Ҫӗнтерӗве.
Ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/ce%d0%bd%d ... b0%d0%bda/
Ҫав йывӑр тапхӑр чунпа тата сывлӑх енчен ҫирӗп ҫынсене пӗр шелсӗр «суйланӑ», тен, ҫавӑнпах пулӗ Анастасия Никитична хӑйӗн ҫирӗп кӑмӑлӗпе тата чӑтӑмлӑхӗпе пурне те тӗлӗнтерет.
Ҫӗр ҫул тултарнӑ Анастасия Никитична утса ҫӳрекен Чӑваш энциклопедийӗ вырӑнӗнче // Людмила Иванова. http://kanashen.ru/2022/01/28/ce%d1%80-c ... %82%d1%81/
Анчах та ҫыннӑн чунӗпе ӳчӗ ҫирӗп ҫыхӑнсан, вӑл тимӗртен ҫирӗпрех пулать.
Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Юбиляра чун-чӗререн саламлатпӑр, ҫирӗп сывлӑх, чун хавалӗпе ҫирӗп пулма, вӑрӑм кун-ҫул сунатпӑр.От души поздравляем юбиляра, желаем крепкого здоровья, бодрости духа и многих лет жизни.
Николай Зайцев 80 тултарнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31441.html
Тухтӑр эрех мар, ҫирӗп чей ӗҫме те хыттӑнах, пусарсах чарнине шута хумасӑр — Лорх ҫирӗп коньяк кӗленчине пӗр сывламасӑр ӗмсе пӗтерчӗ; халӗ вӑл — хӑйне евӗрлӗн тӑнран кайнӑ лару-тӑрура: ҫакӑн чухне, йӗри-тавра кирек мӗн тӑваҫҫӗ пулин те, пуҫӗнчи пушарӗпе тата чӗринчи тӑвӑлпа, пӗр шухӑшпа йӳтенӗскер — этем е ӗмӗт-тӗллев чӳкҫи пулса ӳкет, е ӑна ҫӗнтерет.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.
Лару-тӑру ҫивӗчлӗхӗ сисчевлентерчӗ, сӑмахпа кӳрентерсен хӑраса ӳкекен, анчах хӑрушлӑхра ҫирӗп те хӑюллӑ чӗрин мӗн пур вӑя, ҫирӗп кӑмӑла вӑратма хистет.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Ку тапхӑрта ҫакӑн пек малалла кайни ҫирӗп пулманнине, вӑл Мамонтовӑн тӗп вӑйӗсене ҫапса ҫӗмӗрсен анчах ҫирӗп пулассине пурте ӑнланнӑ.
8 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
— «… ӗҫе ҫирӗп йӗркелесе питӗ тӗплӗн пайласа тума ҫителӗклӗ таран сарлака та тӗрлӗ енлӗ пулмалла; кирек те мӗнле обстоятельствӑра та, кирек те мӗнле «ҫаврӑнусенче» те тата кӗтменлӗхсенче те хӑйӗн ӗҫне ним пӑрӑнмасӑр тума ҫителӗклӗ таран ҫирӗп пулмалла; пӗр енчен, вӑйлӑрах тӑшмана хирӗҫ, вӑл хӑйӗн пӗтӗм вӑйне пӗр ҫӗре пухнӑ вӑхӑтра, уҫа уйра ҫапӑҫассинчен парӑнма, тепӗр енчен, ҫав тӑшманӑн ҫаврӑнӑҫусӑрлӑхӗпе усӑ курса…»
XVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.