Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ир килсе ҫитрӗ хӗл, килчӗ те хӑй пӗлнӗ пек хуҫаланма тапратрӗ: е питрен сивӗ аллипе лӑп-лӑп хыпалать, е, кӑмӑлӗ ҫаврӑннӑ пек пулсан, кӑштах ҫемҫелсе те кӑтартать, е каллех выҫӑ кашкӑрла улама тытӑнать…
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
Хӑй те ҫемҫелсе каясран сыхланса, Кирей коридорти картлашкасем тӑрӑх чупсах анса кайрӗ, васкасах урама тухрӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Маври вара, хӑй те ҫемҫелсе кайнӑскер, чышкисене хире-хирӗҫ ҫулӑм тухмаллах ҫапа-ҫапа илет:
Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Тапӑнма хатӗрленнӗ, шӑнӑрӗ хытнӑ кӗлетки ҫемҫелсе лӑстӑр кайрӗ.
Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.
Асфальт ҫул типнӗха, хирсем вара шӑнран йӑшса ҫемҫелсе кӑна ҫитнӗ.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Левентийӗ, ав, кӑштах ӗҫсенех, ҫемҫелсе каять.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
Кӑнтӑралла кайнӑҫемӗн сивӗ тӑрӑхри хӗллехи шартлама сивӗсем майӗпе ҫемҫелсе пыраҫҫӗ.Жестокие зимние морозы холодного пояса по направлению к югу постепенно ослабевают.
II. ССР Союзӗн ҫутҫанталӑкӗпе халӑх пурӑнӑҫӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Ун чухне вӑрман ҫапӑҫатчӗ, артиллери кӗрлени, хыр вӑрманӗн стенине пырса ҫапӑннипе ҫемҫелсе, уҫланкӑра та илтӗнетчӗ, ҫӑлтӑрсем ҫутӑлакан пульӑсен ҫутинче ҫухалса сӳнетчӗҫ.
20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Паллах, хуйхӑ пырса ҫапсан сухари пек ҫын та ҫемҫелсе кайма пултарать…
8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Унта, ҫемҫелсе тӑтӑр тесе, милӗк чиксе хучӗ.
V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Хӗвел пӑхсан ҫеҫ, чунӗ ӑшӑнса ҫемҫелсе каять те, иртнине аса илсен, ирӗксӗрех куҫҫулӗ тухать…
13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Вӑл, кӗҫ-вӗҫ йӗрсе яраслах кӑмӑлӗпе ҫемҫелсе, хӑй сисмесӗрех хӗре хулпуҫҫинчен тытрӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Регистраторӑн хытӑ сасси самантрах ҫемҫелсе кайрӗ…
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Кӑмӑлӗ ҫемҫелсе кайрӗ, куҫӗ шывланчӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.
Утса пырать ӗнтӗ Анатолий Семенович ҫемҫелсе кайнӑ Бианкӑна кӑкӑрӗ ҫумне ҫупӑрласа тытса, ҫул варрипе утать, хӑй ӑшран тӑвӑнса тухакан сасӑпа ача пек ӗсӗклесе пӑшӑлтатать:
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Ҫул ҫемҫелсе кайрӗ.
VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Кӑмӑлӗ сасартӑк ҫемҫелсе кайрӗ ун, кӑштах йӗрсе ямарӗ вӑл.
V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Хӑйӗн те кӑмӑлӗ ҫемҫелсе кайрӗ унӑн.
XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Альбина мана кӑкӑр ҫинчи пӗчӗкҫӗ кӗсйинчен ҫемҫелсе пӗтнӗ пысӑк мар хут татки кӑларса пачӗ.
Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.
Кунашкал вӑхӑтра ҫемҫелсе кайма юрамасть.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.