Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫанталӑкра (тĕпĕ: ҫанталӑк) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑнтан вара эпир юратнӑ йытӑпа кашни кун ту ҫине хӑпаратпӑр, кирек мӗнле ҫанталӑкра та.

Help to translate

Чикӗри служба пиҫӗхнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... hn-3794856

Ҫут ҫанталӑкра мӗн пур — пӗтӗмпех унӑн пуянлӑхӗ.

Help to translate

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Темӗнле илӗртӳлӗх пур ун пек ҫанталӑкра та.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫакӑн пек кӗрхи ҫанталӑкра юратать Кирей Шупашкар урамӗсемпе ҫӳреме.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Апла пулин те, тем илӗртекенни те пур ку ҫанталӑкра та.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кӗрхи культурӑсем те (вӗсен лаптӑкӗ пӗтӗмпе илсен — 5321 гектар) кӗркуннехи типӗ ҫанталӑкра кирлӗ пек вӑй илсе юлайман, хӗллехи вӑхӑтра та тӑпра шӑнманни вӗсен вӑй-хӑватне тата чакарнӑ.

Help to translate

Ака ӗҫӗсем кая юлнӑ // Светлана АНАТОЛЬЕВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... bb%d0%bda/

Аслӑ уявра Патреккел халӑх хорӗ, Лаш Таяпари «Сударушки», Тӳскелӗнчи «Шуҫӑм», «Тускил», Кивӗ Эйпеҫри «Хӗлхем», Кӗҫӗн Таяпари «Илем», Аслӑ Пӑла Тимешри «Пӑла» ансамбльсем, Максим Изратов (Кавал), Диана Егорова (Тӑрӑм), Светлана Сорокина (Ҫӗнӗ Пӑва), Тамара Смирнова (Курнавӑш), Сергей Барановпа Кирилл Петров (Елчӗк) юрӑ-сӑвӑ ӑстисем сивӗ ҫанталӑкра куракана ӑшӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗҫ.

Help to translate

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

Ырӑ ҫанталӑкра камӑн тӗлӗрес килӗ-ха?

Help to translate

Тухӑҫ ҫанталӑкран та нумай килет // А.СИЛИВЕСТРОВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/04/tu ... umaj-kilet

Хальхи вӑхӑтра унта ҫут ҫанталӑкра ирӗккӗн ӳсекен усӑллӑ ӳсен-тӑранпа унӑн ҫимӗҫне тирпейлемелли цех тума тытӑннӑ.

Help to translate

Паха ӗҫ опытне шута илӗҫ // Канаш Ен. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d0 ... 8%d0%bbec/

Ҫутҫанталӑкӑн ырлӑхӗ нумай: шӑна-пӑван ҫыпҫӑнма пӑхать пулин те — Узурпаттӑрсем ҫук улӑхра, шӑрӑх ҫанталӑкра хӗвелӗ ҫунтармаллипех ҫунтарать пулин те — никам та пуленкепе ҫапма шутламасть ураран.

Help to translate

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Ку ҫанталӑкра ӑҫтан ҫула тухайтӑр вӑл.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ыран-паян ача ҫуратма хатӗрленекен Зина ҫак урнӑ ҫанталӑкра йӗлтӗрпе тухса кайнӑ.

Help to translate

Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Уяр ҫанталӑкра икӗ хутлӑ ҫурт тӑррине хӑпарса пӑхсан, вӗсен пӗтӗм ҫӗршывӗ ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пек курӑнать теҫҫӗ, полицейски хӑйӗн шӑхличне тӗрӗлтеттерни ҫав патшалӑхсен пӗр чиккинчен тепӗр чиккине илтӗнет теҫҫӗ…

Help to translate

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

17 ° таран ҫитекен тайлӑкпа вӑл 50 метр ҫӳллӗшри купол галерейи патне хӑпарать, янкӑр ҫанталӑкра унта Гарца сӑнама май пур.

Под углом до 17 ° он поднимается на 50 метров к купольной галерее, откуда при хорошей видимости можно увидеть Гарц.

Ҫӗнӗ ратуша (Ганновер) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D2%AA%D3%97%D ... %B5%D1%80)

Кӗрхи-ҫурхи йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑкра урамра ҫутӑ пулнинчен ырри нимӗн те ҫук.

Help to translate

Патшалӑх пулӑшӑвӗ пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрет // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d0%b ... %b3%d1%80/

Ҫак самант уяр ҫанталӑкра ҫиҫӗм ҫиҫсе аслати авӑтнӑн туйӑнса кайрӗ Ҫимуна.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лӑпкӑ ҫанталӑкра ҫерҫи пуҫӗ пек юр ӳккеле пуҫларӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйӗн вӑйне пӗлес тесе, ытти арҫынсемпе вылякаласа ҫеҫ алхаснӑ пулсан, ҫан-ҫурӑма канӑҫ паракан пӗвене шӑрӑх ҫанталӑкра ҫеҫ чӑмса тухкаланӑ пулсан, халӗ шыва сикрӗ те куҫа курӑнман ҫыран еннелле каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр ишет те ишет…

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пит юратап ҫав сӑрана ҫакӑн пек ҫанталӑкра, — тӗпелелле иртрӗ Кулюкка.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫилсӗр ҫанталӑкра ват йӑмрасем, ҫывӑрса кайнӑ улӑпсем пек, шӑп лараҫҫӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed