Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эсӗ те ҫавнашкалах шухӑшлатӑн-и ман ҫинчен? — ыйтрӑм эпӗ ҫакна илтсен, хӗре куҫран тинкерсе пӑхса.
Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.
Козырев та ҫавнашкалах ӗнтӗ, Ахальтен мар туслӑ вӗсем.
IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Килте кӑна мар, шкулта та ҫавнашкалах пуҫтахланать вӑл.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Хӑй шап-шурӑ тумпа, ҫавнашкалах хитре, ҫураҫнӑ хӗр пек курӑнать.
VIII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Хӑнӑхнӑ май хулара та ҫавнашкалах ир тӑратӑп.
VI // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Ывӑлӑм, тек ҫавнашкалах ан хуйхӑр, ыйтатӑп санран.
V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Паян шӑмат кун вӗт, Тетей, ӑҫта ҫавнашкалах васкатӑн?
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Пирӗн ҫине ан пӑх эсӗ, пирӗн яланах мӗн те пулин тупӑнатех, аш та пур, тӑварланӑ ҫимӗҫ те туллиех нӳхрепре, пӗр катка купӑста, ҫавнашкалах хӑяр, кӑмпа, йӳҫӗтнӗ антоновка пур.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Хур ами те ҫавнашкалах хӑрушлӑн какалать, пӗтӗм кил хушшине янратать.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Вӑл ҫавнашкалах ӗнтӗ, мӗн тӑвас тетӗн, арҫынсӑр пурӑнчӗ, пире те йывӑр килнӗ арҫын ачашланисӗр.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Ку ҫавнашкалах ӗнтӗ, анчах халӑхра каланӑн, илемлӗ пулса ан ҫурал, телейлӗ пулса ҫурал.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Ман ҫине ҫавнашкалах тӗлӗнсе ан пӑх, кӑштах чирлерӗм эпӗ.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Эсир ҫавнашкалах курасшӑн пулӗ те, пурнӑҫ малаллах шӑвать.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Пурте пире ҫын вӗлерекенсем тесе витлӗҫ ӗнтӗ, ҫавнашкалах калӗҫ ача-пӑчасем, саншӑн, аслӑ пиччемӗршӗн эпир айӑплӑ пек, санӑн вӗрентмелле пирс ырӑлӑха, чиперлӗхе.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ӑшӗ ҫунчӗ, иккӗмӗш кӗленчене те ҫавнашкалах тӳрех ӗҫсе ячӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Алюна хӑвӑрт ҫӑрасене вырӑна ҫакрӗ, ҫавнашкалах хӑвӑрт уҫҫисене пӑрчӗ, вӗсене сумкине пӑрахрӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
— Санӑн ҫавнашкалах хумханма кирлӗ марччӗ, Элиме, — вӑл ӳпкевлӗн, ҫав вӑхӑтрах юратса пӑхрӗ хӗр ҫине, вӑл килнишӗн ҫав тери савӑнчӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Пӗтӗм Раҫҫейӗпех пур ҫӗрте те япӑх пурнӑҫ кайрӗ, пирӗн республикӑра та ҫавнашкалах халӑх пурлӑхне пуҫлӑхсем ҫаратни палӑрать.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Эпир пӗр вӗҫӗм аҫупа иксӗмӗрех кӗскететпӗр пурнӑҫӑмӑрсене, санӑн та хӗрӗм, пурнӑҫу ҫавнашкалах иртсе кайма пултарать тесе кулянатпӑр.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
— Пурте йӗркеллӗ, тӗрӗс-тӗкеллӗ эпир, Айдак, ҫавнашкалах ан хумхан ҫав анкӑ-минкӗшӗнех.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.