Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр арҫынпа урай, мачча сарчӗҫ, алӑк, чӳрече янаххисем майлаштарчӗҫ.
Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.
Чечек чӳлмекӗсем те чылай ҫынӑнни пек чӳрече янаххисем ҫинче мар, ятарласа ӑсталанӑ вӑрӑм ураллӑ пукансем ҫинче.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Ҫтаппан чӳрече янаххисем ҫине тӗревленсе тӑрать.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Макарӑн мастерскойӗ Художник ҫуртӗнче пулин те, Натюш пӳлӗмсене куллен тасатса-тирпейлесе тӑрать пулин те, ҫапах кунта художник пурӑнни сисӗнет: стенасем ҫинче кӑранташпа, тушпа ӳкернӗ эскизсем, тӗрлӗрен репродукцисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; австракционистсем евӗрлӗ ӳкернӗ «картинӑсем» хушӑран алӑксем ҫинче е чӳрече янаххисем ҫинчех курӑнкалаҫҫӗ — ку вара Кӗҫтукпа Альтук произведенийӗсем.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Ҫӗр улми пиҫнӗ тӗле пӗчӗк пӳрт ӑшӑнчӗ, шӑнса-пасарса ларнӑ чӳрече янаххисем, ҫӗрнӗ кӗтессем, алӑк хушӑкӗсем ирӗлсе пӑслана пуҫларӗҫ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Картлашкасем, урайӗ, алӑкӗсемпе чӳрече янаххисем пурте пысӑк, пурне те тип ҫу шӑрши кӗрекен яка та сарӑ сӑрӑпа сӑрланӑ.
Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.
Пӗрене стенасем ҫинче Суздаль таврашӗнче тунӑ пӗр ӳкерчӗк те курӑнмасть; кӗтесре, кӗмӗлпе илемлетнӗ йывӑр турӑш умӗнче, лампадка ҫунса тӑрать; ҫӑка сӗтеле нумаях та пулмасть хырсах ҫуса тасатнӑ; пӗренесем хушшинче, чӳрече янаххисем тӑрринче чупкӑн хӑнкӑласем те, шухӑшлӑ таракансем те пытанса лармаҫҫӗ.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Хӗлле чӳречесем ҫинчи шыва пӑрса типӗтетӗп, лайӑх типӗтнипе типӗтменнине атте хӑй тӗрӗслет, — унсӑрӑн чӳрече янаххисем ҫӗрме пултараҫҫӗ.Зимой вытираю воду с подоконников, чтобы они не загнили, — отец непременно проверит, сухо ли.
3. Пирвайхи ӗҫсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Вуникӗ хутчен кукамай чӳречесем патне пычӗ, чӳрече янаххисем ҫине «вӑрттӑн пулӑшу» хура-хура хӑварать: кӑвак шуҫӑм киле пуҫларӗ, тӗттӗмрен кӑвак ҫуртсем ӳсе-ӳсе тӑраҫҫӗ, уй хӗрринчи чиркӳн сахӑр пек шурӑ тӑррийӗ палӑрма пуҫларӗ; чултан тунӑ масар картийӗ, шӑтӑк чӑпта пек, сайралса карӗ.
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кукамай мещен пӳрчӗсен тӗттӗм чӳречисем патне хуллен утса пырать те, виҫӗ хутчен сӑхсӑхса илсе, чӳрече янаххисем ҫине пилӗк пуслӑх укҫа тата виҫшер кӗлентӗр хурать, унтан ҫӑлтӑрсӑр пӗлӗт ҫинелле пӑхса, каллех сӑхсӑхса шӑппӑн кӗл тӑвать:
II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кантӑк янаххисем ҫинче те, урайӗнче те ҫынсем лараҫҫӗ.
Колоннӑллӑ шурӑ зал // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Акӑ ӗнтӗ ҫулӑмӑн чӗлхисем хӑмӑшпа витнӗ пӳрт ҫийӗн хӑпараҫҫӗ; акӑ, касса тунӑ, илемлетнӗ, кӑвак сӑрпа сӑрланӑ чӳрече янаххисем тӑрӑх хӑпараҫҫӗ.
145 полк ялавӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 145–155 с.
Ачасенчен хӑшӗ парта хушшине, хӑшӗ чӳрече янаххисем ҫине вырнаҫса ларнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Зала аран кӑна хӗсӗнкелесе кӗрсе, Сашӑпа Витюшка укҫа тӳлемелле мар вырӑнсене — чӳрече янаххисем ҫине вырнаҫса ларчӗҫ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Анчах та кантӑк валли кантӑк янаххисем ҫирӗп кирлӗ пулнӑ.
Вырӑс флочӗ // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.
Портретсем, стена ҫинчен вӗҫсе кайма хатӗрленнӗ кайӑксем пек, кӑшт ӳпӗнерех ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, параппансем кантӑк янаххисем ҫинче выртаҫҫӗ, пӑтасем ҫинче горнсем ялкӑшаҫҫӗ.
XVIII // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Чӳрече янаххисем ҫине кӑкшӑмсем ӑшне чечек ҫыххисем чиксе лартнӑ.
Ял // Василий Хударсем. Тургенев И.С. Тӑнкӑртатать: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1941. — 36 с. — 28–31 с.
Йӑлтӑртатса илекен ҫулӑм ҫути тулнӑ партӑсем ҫинче тата чӳрече янаххисем ҫинче ларакан ӳсӗр салтаксен пит-куҫне ҫутатать.Отблески пламени ложились на пьяные лица солдат, сидевших на обломках парт и на подоконниках.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл йывӑррӑн яра-яра пусать, хулпуҫҫийӗсем сарлака, пит ҫӑмартийӗсем кӑччӑнни пек кӗрен, анчах ҫӳҫӗсем кӑн-кӑвак, ҫакна пула ун пит-куҫӗ, янаххисем сарлака пулин те, кӑнттам мар, тӗлӗнмелле йӳрӗк те хавас курӑнать.
24 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах чӳрече янаххисем те ҫӗрнӗ-ха кунта, урай хӑмисене те хӑшне-пӗрне улӑштармалла.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
- 1
- 2