Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ириша аттене вӗҫӗмсӗр ачашлать, чуптӑвать, пӗчӗк аллисемпе питне ҫупӑрлать, кӑвакарнӑ ҫӳҫне шӑла-шӑла якатать.
XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Вихтӗр ӑна ҫурӑмӗнчен лӑпкать, ҫилхине шӑлса якатать, вара сыв пул, Мишка, текелесе малалла утать, лешӗ хыҫӗнчен таплаттарса пырать.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Алӑ тытнӑ хыҫҫӑн сарӑ та вӑрӑм мӑйӑхне шӑлкаласа якатать.
«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Вӑхӑчӗ ҫитсен, хӑйсемех сивӗтӗҫ-ха, — тикӗт евӗр йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫӳҫне Мерчен Ваҫлейӗ икӗ аллипе те шӑлкаласа якатать; арпашӑннӑ вӑрӑм та шултра ҫӳҫ пурпӗр якалмасть.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ҫурхи вӑштӑр ҫил унӑн ҫӳҫне куҫа курӑнман алшӑллипе шӑлса типӗтнӗ те халӗ куҫа курӑнман турипе тураса якатать, хаваслӑ ватта правление уява кайма хатӗрленме халех пулӑшать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Хӑш-пӗр чухне Хвекла Землякова минтерне ҫӑм вырӑнне хуратул хуппине тултаратчӗ, вӑл лайӑх «сывлать» имӗш, — сывлӑша аван кӑларать, ывӑннӑ ӳтшӗн усӑллӑ, унсӑр пуҫне тата якатать, массаж тӑвать, шӑмӑсене «вырнаҫтарать».
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Сарӑ ҫӳҫне вӑл кашни ирех васкамасӑр тураса якатать.
XXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Тинӗс чул катӑкӗсене лайӑхрах якатнӑ пек, пысӑк ӗҫ те ҫын кӑмӑлне лайӑхрах якатать.
IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫын шӑлне мӗнлерех сиплет вӑл — пӗлместӗп, анчах хӑйӗнне кашни кунах ҫивӗчлетсе якатать пулмалла.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Янтӑ япала ал тупанне якатать, теҫҫӗ.
Ҫӑтӑ пыр // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 70–72 с.
Япшар тус якатать, юлашки пуса йӑкӑртать тесе, ахаль каламасть ҫав пирӗн халӑх.
Япшар тус якатать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 13–15 с.
Ҫӳрессе те вӑл ытти студентсенчен тирпейлӗрех, шукӑльрех ҫӳрет: китель тӳмисене, пурпа шӑлса, йӑлтӑртатакан пуличчен ҫутатать, аттине кунне виҫҫӗ тасатать, эрнере пӗрре кӳршӗри прачечнӑйне кайса ҫи-пуҫне утюгпа якатать.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Амӑшӗ ун ҫара кайичченхи кӗписене якатать.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах вӑл тӑрса аттине тасатать, ҫӳҫне ҫу сӗрсе якатать, ҫӗнӗ кӗне тӑхӑнать те ял хушшине тухса утать.
Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
«Ах, пур-мӗн пурнӑҫӑн тӳнтермӗш: Ялан чула чул якатать».
XXXXI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Мӑшӑр чӗкеҫ хӑйсен йӑвине тирпейлет, якатать иккен.Оказывается, пара ласточек наводит порядок и выравнивает свое гнездо.
Тӑван ҫӗршыв, тӑван чӗлхе // София Петрова. http://gazeta1931.ru/gazeta/9966-informa ... arap-pyrat
Килти пӗтӗм ӗҫе Лонгрен хӑй тӑвать: вутӑ ҫурать, шыв ӑсса кӗрет, кӑмака хутать, апат пӗҫерет, кӗпе-йӗм ҫӑвать, якатать, ҫаксемсӗр пуҫне укҫа тумалӑх та ӗҫлеме ӗлкӗрет.
I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫӳҫне вӑл айккинелле тураса якатать.
Саша // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Матрена инке кӗпе-йӗм якатать.
3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Лина ҫӑма тураса якатать.
Тунтикун, декабрӗн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче, Эмиль Катхультра пысӑк тӑкак туни, Коямнадиршӑ кашкӑр шӑтӑкне кӗрсе ӳкни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.