Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

этемпе (тĕпĕ: этем) more information about the word form can be found here.
Унта чӑваш халӑхӗн пархатарлӑ илемлӗх туйӑмӗ, ӑс-хакӑлӗпе кӑмӑл-сипечӗ, ӑрасна тӗнче курӑмӗ тата этемпе ҫутҫанталӑк ҫураҫулӑхӗ сӑнарланнӑ.

Он отражает художественно-эстетические вкусы чувашского этноса, его философские и нравственные представления, самобытное понимание мироздания и взаимосвязь человека с окружающей природой.

Хисеплӗ Вулаканӑмӑр! // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Тӗслӗхрен, тӑтӑшах ҫакнашкал йӗркесем вулама пулать: «Тӑмсай паттӑрсем, тиллӗн ултавлӑ ӗҫӗсем, этемпе чӗрчунсем хушшинчи ҫыхӑнусем ҫинчен калакан юмахсене психологиллӗ юмахсем теме йышӑннӑ» е «Авантюрӑллӑ юмахсем — паттӑрсем тӗлӗнмелле тем те пӗр курса ҫӳренисем ҫинчен…».

чем и объясняется наличие рассуждений типа: «Сказки о глупых батырах, проделках лисы и взаимоотношениях человека и животных принято называть психологическими» или «Авантюрные сказки описывают удивительные приключения, происходящие с богатырями во время их странствий…».

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Туратсен сыпӑнӑвӗнче, тӑрӑ сывлӑш чӳхенӗвӗнче, хӗрӳ хӗвелӗн йӑлтӑркка пайӑркисенче вара — этемпе чӗрчунӑн тата йывӑҫ-курӑкӑн сӗм-авалтан килекен туслӑ ҫыхӑнӑвӗ, ҫутҫанталӑкӑн уйрӑлми пӗрпӗтӗмлӗхӗ, нихҫан-нихҫан иксӗлми хӑватлӑ вӑйӗпе ҫутӑ илемӗ…

Help to translate

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Тепӗр чухне пулсан, Тимуш ҫак чӑкӑлтӑш этемпе, ял ҫине элек сарма та ҫынна ҫисе калаҫма ҫеҫ тухакан пакӑлтипе, ӗмӗрне пӗр-пӗччен, ниҫта ӗҫлемесӗр, чире хывса ирттернӗ ват урҫапа, калаҫса та тӑрас ҫукчӗ, анчах халь Тимуш чарӑнсах алӑ тытрӗ, куҫран пӑхса йӑлтӑр кулчӗ, кӗсйинчен пӗр ывӑҫ мӑйӑр кӑларса пачӗ.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӗсем хыҫҫӑнах чанккама этемпе ун тусӗ те хускалчӗҫ.

Help to translate

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унччен маларах вӗсен пурнӑҫӗнче акӑ мӗн пулса иртнӗ: Шупашкарти пасарта Алиса улма-ҫырла сутакан пӗр этемпе паллашать те унпа пӗрле кӑнтӑралла вӗҫтерет.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Этем-ҫке вӑл, этемпе ҫапла калаҫмалла-и?

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Усӑ кӑтартас ҫук этемпе эрех-сӑра ӗҫсе пуҫа минрететӗп пулать!

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Этем этемпе пурӑнать.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунта пухӑннӑ ача-пӑчасенчен вылякансем ҫав шыҫмак этемпе иксӗмӗр кӑна юлтӑмӑр.

Из всех парией, которые тут стояли, один я и остался в игре, я да этот их главный.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хура чунлӑ этемпе пӗр куркаран сӑра ӗҫни амӑшӗн ятне яни, ашшӗне хур кӳни пек туйӑнчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эппин… этемпе пӳлӗхҫе хирӗҫ ӗҫ туман эсӗ?..

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хам шутпа, эпӗ ҫак тарана ҫитсе этемпе пӳлӗхҫе хирӗҫле ӗҫ туман тесе пурӑнаттӑм, — ытларах Огуречников шухӑшне пӗлесшӗн каларӗ Ҫтаппан.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗн тумалла Михха патӗнче пурӑнакан ют этемпе?

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хапха хупӑниччен кӑшт курса юлчӗҫ ҫынсем — Тукай мӑрса вӑл этемпе ыталашсах чуп турӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйпак этемпе полицейски те Янтул ҫывӑхнерех куҫса тӑчӗҫ.

Сухопарый с полицейским тоже придвинулись ближе к Яндулу.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кантур еннелле тухакан пӗчӗк чӳрече умӗнче тӗпел кукринче паҫӑрхи хытанка этемпе, вулӑсри тиек помощникӗпе, ун ачи, вунвиҫҫӗ-вунтӑваттӑсене ҫитнӗ тӑсланкӑ, кӗрмешсе тӑраҫҫӗ.

У окна, что смотрит в сторону конторы, стоят двое: давешний тщедушный человечек — помощник волостного дьяка и его сын — четырнадцатилетний дылда.

Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кампа кунта эс тӗл пулмастӑн, Мӗнле еккиллӗ этемпе, Кама курса эс паллашмастӑн, Мӗнле ӑспа, мӗнле тӗнпе?

Help to translate

XII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫав кӗлмӗҫ этемпе, лаша вӑррипе, чун иллипе килӗштерсе пурӑнать-и Тукай?

Help to translate

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл Булат Ширинпа калаҫнӑ хушӑра илтмесӗр тӑма пултараймарӗ — унта: «Чиксе пӑрахӑр ӑна, мӗн калаҫса тӑратӑр ҫав киревсӗр этемпе!», «Кирлӗ мар пире Гирейсем! Нумай инкек куртӑмӑр эпир вӗсемпе!», «Хӑвалӑр ӑна Нухая, хуняшшӗ патӗнче лаша кӗтсе пурӑнтӑр!» — тесе ҫухӑрашаҫҫӗ.

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed