Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ыратса (тĕпĕ: ырат) more information about the word form can be found here.
Чӗри хӗссе ыратса кайрӗ, вӑл васкасах выльӑх сарайне кӗчӗ.

Help to translate

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Пирӗн вара ӑспа ӗҫлемелле, тепӗр чухне ҫав тери пуҫ ыратса килет, киле аран-аран ҫитетӗп те ҫавӑнтах вырӑн ҫине тӳнетӗн ним пӗлми.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ҫав ирхине ӗҫе Светлана та тухрӗ, анчах кӑнтӑрлахи апат умӗн вӑл сасартӑках тӗшӗрӗлсе анчӗ, пилӗк ыратса кайрӗ, терӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Атӑл хӗррине ҫитсен вара, вар-хырӑмра ҫав тери хыттӑн чиксе ыратса кайнине пула, фонтан умӗнчи сак ҫине тӗшӗрӗлсе антӑм.

Help to translate

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Каҫченех пӗр хускалмасӑр ҫывӑрчӗҫ вӗсем, тӑван килти пек темле-темле ырӑ тӗлӗксем курчӗҫ, анчах вӑранса тӑрса ларсан, каллех чунӗсем ыратса кайрӗҫ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Микула чӗри ыратса кайрӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерук чӗри ҫурӑлас пек ыратса кайрӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук чӗри йӗппе чикнӗн ыратса кайрӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан халь ҫаксене пурне те аса илчӗ те чӗри ҫӗҫӗпе каснӑ пекех ыратса кайрӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук чӗри татӑкӑн-кӗсӗкӗн каскаланӑ пекех ыратса кайрӗ.

Help to translate

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла манӑн ачалӑхӑмри ырӑ сӑнсем чунра чӗпӗтсе ыратса хуллен сӗвӗрӗлчӗҫ.

Help to translate

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Каллех пуҫӗ ҫаврӑнма, тӑнлавра тӳнккеме, урисем чӗтреме тытӑнчӗҫ, пилӗкӗ йывӑр ӗҫ тунӑ чухнехилле сӑрлатса ыратса кайрӗ, куҫӗ хуралса килчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Сасартӑк, йӑлтах ывӑнса ҫитнӗскер, ерипен утӑм туса вӑл краватӗн тимӗр уринчен такӑнчӗ, чӗркуҫҫи хаяррӑн ыратса кайнипе вырӑн ҫине пусарӑнчӗ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӳрленсе тӑрасшӑнччӗ, пилӗкӗ хыттӑн ыратса кайнипе йынӑшса ячӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ӑҫта халӗ ҫавсем пурте? — сулахай аякӗнче ыратса кайрӗ ҫула тухнӑ ҫыннӑн.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫилен чӗри ыратса кайрӗ.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Кайран, кайран мӗнле?! — кӑшкӑрсах илет Завьялов, Осокин каланӑ «пиҫсе кайнӑ», «контузи пулнӑ» сӑмахсене илтсен, хӑйӗн кӗлетки те ыратса кайнине туйса.

Help to translate

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Якур чунӗ ыратса кайрӗ.

Help to translate

VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирилӑн чӗри хӗссе ыратса кайрӗ.

Help to translate

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Ы-ых… — йынӑшса янӑ вырӑн ҫинче Энтрей, хӑйӗн пӳсӗр шыҫҫи ыратса кайнӑ пек.

Help to translate

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed