Шырав
Шырав ĕçĕ:
36. Барометр трубкинче ртуть ҫийӗнчен аяларахра шӑтӑк тусан, ҫак шӑтӑкран тулалла ртуть юхса тухать-и, е сывлӑш трубка ӑшнелле кӗрет-и?
III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Шӑтӑкран юхса тухакан шӗвекӗн кирек мӗнле пайӑрки те шӗвекӗн ытти масси пусни вӑйӗпе юхса тухаканскер, ҫав шӗвеке, унпа пӗрле савӑта та, хирӗҫле еннелле тивет, реакци тӑвать.
2. Ньютонӑн движени законӗсем // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Хӑшӗ-пӗри тарӑн шурф патӗнче тӑрмашать, теприсем тин ҫеҫ чавма тытӑнаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем шӑтӑкран шӑн ҫӗр катӑкӗсем тултарнӑ сарлака бадьяна, кулатаран тулли шыв витри кӑларнӑ пек, ҫавӑрса кӑларса тӑкаҫҫӗ.
IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
«Мӗнле ҫавӑн чул пыла пӗрре ларса ҫисе ямалла», — тӗлӗнсе пӑхрӗҫ Кулюккан шӑтӑкран тухнӑ шӑши пек выляса тӑракан хӑмӑр куҫӗсем.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Гранатӑрсене икшерӗн-виҫшерӗн ҫыхса хатӗрлӗр! — шӑтӑкран кӑкӑр таран тухса кӑшкӑрчӗ вӑл ыттисене.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑл шӑтӑкран тапаланса тухрӗ те, тӳрех ҫыран хӗррине анса, Атӑла сикрӗ.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Шӑтӑкран упа тухса тапӑнчӗ тет.
19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ваҫиле тинех шӑтӑкран тухса тӑчӗ, капанпа юнашар утӑ тиенӗ ҫунашка ларнине асӑрхарӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫавӑнпа та вӑл хӑй тунӑ шӑтӑкран кутӑн чакрӗ те, пушанчӗ, пӗҫ хушшине хыпаласа пӑхрӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Уҫса хунӑ шӑтӑкран урама сирпӗнсе тухаҫҫӗ.
XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Темле лачакаллӑ тӗттӗм шӑтӑкран уҫӑ, анлӑ уй-хире, тырпулӑпа кашлакан, хӗвелпе ҫуталса тӑракан хире тухнӑ пекех туйӑнчӗ ӑна.
XII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Унсӑр пуҫне 301 А, 301 *В сюжетсемпе пӗрлешекен юмахсенче аслӑ пиччӗшсем (е ҫул ҫинче тӗл пулса пӗрле пынӑ паттӑрсем) ҫӗр тӗпне Чике старик (пӑхӑр упа, шур упа) хыҫҫӑн анса кайнӑ паттӑра вӗрен татса ярса шӑтӑкран каялла хӑпартманни ҫинчен калакан мотив тӑтӑш тӗл пулать.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Хӑнкӑрма пек чӑмӑр та типсе хӑмӑрланнӑ сыр кӑмписем, хулӑн хупӑллӑскерсем, шӑп тӑрринчен шӑтнӑ та, ҫав шӑтӑкран ҫил вӗрнӗ май, мӑрьерен кӑшт ҫеҫ йӑсӑрланакан сӗрӗмлӗ тӗтӗм пек, хӑмӑр тусан вӗҫет.
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Шалти пӳлӗме таҫтан, ҫӳлтен чавса тунӑ шӑтӑкран, хӗвел ҫути ӳкет.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Шӑтӑкран вӑл каялла тухрӗ те ҫӳҫе тӗмӗ хушшипе шыв хӗрне анчӗ, кӑштах вараланнӑ аллине кӳлӗри ӑшӑ та тӑрӑ шывпа ҫурӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Икӗ талӑк ҫут тӗнче курман Хӗлӗх Хӗлипӗ шӑтӑкран аран-аран тапаҫланса тухрӗ, ирхи хӗвеле курсан, йӗпӗлл кулса ячӗ.
Пурнӑҫ тамӑкӗ // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 29–30 с.
Куратӑп: унӑн малти сылтӑм урине витӗрех пуля шӑтарса тухнӑ, ҫав шӑтӑкран юн сӑрхӑнса юхать.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Пӗтӗм кӗлеткин ҫӳлти ҫур пайӗ тӑртанма, туртӑнма пуҫланине туйса, халӗ тытамак тытнӑ пекех чӗтрекенскер, мӑшлата-мӑшлата, шӑлне шатӑртата-шатӑртата, аялти-ҫӳлтине асӑна-асӑна, Пурис ҫӗлен юнне сӑхнӑ тӗлтен шӑнса хытӑрканӑ пӳрнисемпе пӑчӑрта-пӑчӑрта кӑларасшӑн самайччен муталанчӗ, вӗтеленчӗ, ҫурмаланчӗ, анчах, мӗн тӑвас тенине тума ытла та майсӑр пулнӑ пирки, унӑн тӑрмашни кӑлӑхах пулчӗ, вара вӑл ӑшши-пӑшши шӑтӑкран хӑтӑлса тухма хыпаланчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Вӑл мана ярса тытрӗ те ҫавӑрса сӑнчӑрларӗ, шӑтӑкран сӑнчӑр вӗҫӗпе сӗтӗре-сӗтӗре туртса кӑларчӗ, вара ҫакӑнта ирӗксӗрлесех сӗтӗрсе-туртса килчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Арӑсланӑм михӗ тӗпӗнчи шӑтӑкран тӗрӗс-тӗкелех тарса тухрӗ, упа вара михӗрех выртса юлчӗ.
Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.