Шырав
Шырав ĕçĕ:
Аякра малтан илтӗннӗ музыка, йӗс шӑнкӑравлӑ лаша ҫывхарнӑ чухнехи евӗр, кунталла хӑвӑрт килчӗ, хӑлхара уҫҫӑн янраса кайрӗ; вӑл халь, юмахри пек, ҫынна тухатма пултаракан кӗвӗсемпе тулчӗ.
Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.
Вӑхӑт шӑнкӑравлӑ сехет мар ҫав, ӑна самантлӑха чарса лартса арча тӗпне чиксе хума ҫук.
5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Ӗрӗхсе килекен пар лашаллӑ, шӑнкӑравлӑ лава, ҫуна ҫине тӑнӑ темле «чӑрсӑр ҫамрӑк улпута» курсан, ҫак ҫын ямшӑкӗ хӑраса ӳкрӗ пулмалла — лашине ҫул айккинелле, тарӑн юр ӑшнелле, пӑрса тӑратрӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Шӑнкӑравлӑ лавпа тӳре-шарасем ҫеҫ ҫӳренине аван пӗлеҫҫӗ вӗсем.
VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ял ҫывӑхӗнче ӑна ҫӳрен утсем кӳлне шӑнкӑравлӑ лав ҫитрӗ те, пӗлӗт пек тусан ҫӗклесе иртсе кайрӗ.
XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Шӑнкӑравлӑ ҫунасемпе халь, выҫлӑх ҫул, кам намӑса пӗлмесӗр ҫӗмӗрттерсе ҫӳреме пултарать?Кому же взбрело в такую голодную пору кататься с колокольцами?
Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫав самантра урам вӗҫӗнче шӑнкӑравлӑ урапа сасси илтӗнсе каять.И в это время с конца улицы донесся звон поддужного колокольчика.
Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Уншӑнах хуткупӑс калама пӑрахаймӑн: тутисем кулас вырӑнне ҫилленнӗ пек пӗрӗннӗ пулсан та, аллисем мах паман — шӑнкӑравлӑ тальянкӑна вылятнӑ кӑна, урисем, ташлакансем ҫук пулсан та, пӗр кӗвӗллӗн тӗпӗртетнӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пуҫӗ ҫинче — шӑлсем, шӑмӑ таткисем, шӑрҫасем, хӑнкӑрмасем ҫакса тултарнӑ лаптак кӑшӑл; аллинче — пӗчӗк шӑнкӑравлӑ патак.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Сулахай аллипе король вӗтӗ нумай шӑнкӑравлӑ патак тытнӑ.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Хӑлха ҫурӑласла вичкӗннӗн кӑшкӑртрӗҫ те ҫухалчӗҫ, кӗҫех Джис мӑнтӑр шурӑ хӗрлӗрех виҫӗ сыснана курчӗ — лентӑллӑ, шӑнкӑравлӑ; вӗсем тӑватӑ фут сарлакӑш, ылтӑн укҫа евӗр пысӑках мар платформа сӗтӗрсе кӑларчӗҫ, укҫа варринче — ҫӳллех мар капӑр шалча, ун ҫинче вымпел, унта ҫырса хунӑ: «Эпӗ кӗҫех килетӗп».
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 371–378 с.
Акӑ, ҫул айккипе, хӑмӑчӗсене карӑнтарса, икӗ лапсӑркка лаша чупаҫҫӗ, пичеве кӳлнин вӗренӗсене кутлӑхран явакласа илнӗ; хыҫалта, шалпар атӑллӑ вӑрӑм урисене пӗкӗ силленнӗ май кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле шӑнкӑртатакан шӑнкӑравлӑ лашан ик еннелле усса, ҫамрӑк каччӑ-ямшӑк ларса пырать, вӑл путек сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкне хӑрах хӑлхи ҫине пусарах лартнӑ та тӳлеккӗн темле вӑрӑм юрра тӑсать.
I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл пушар сӳнтермелли хӗрлӗ тӗслӗ, шӑнкӑравлӑ машинӑпа шоссе тӑрӑх ҫил пек хӑвӑрт вӗҫтерсе пырать.Он во весь дух мчался вниз по шоссе в красной пожарной машине с колоколами по бокам.
XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Шӑнкӑравлӑ сехетсӗр тем тесен те тӑраймасть.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
— Пирӗн шӑнкӑравлӑ сехет ҫук ҫав, — терӗ Алёнка.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Пирӗн шӑнкӑравлӑ сехет ҫук.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Унтан пирӗн пӳрт умне шӑнкӑравлӑ виҫӗ пар лаша пырса чарӑнчӗ.
Салтак арӑмӗн пурӑнӑҫӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Тупӑсен асар-писер кӗрлевӗ хыҫҫӑнхи шӑплӑх чуна тытса илнӗрен Наталья тӑрисен шӑнкӑравлӑ юррине те, ҫӑл тараси чӗриклетнине те, йӳҫӗ армути шӑрши юхтарса килекен ҫил варкӑшса вӗрнине те вырӑнтан хускалмасӑр хыпӑнчӑклӑн тӑнларӗ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тенорсен чуна тытса илмелле ҫепӗҫ те янкас сассисем пулӑшнипе, ҫар хорӗ пысӑк залра казаксен кӗмӗл шӑнкӑравлӑ юррисене чӳхентерсе шӑратать, вӗрсе каламалли инструментсен оркестрӗ союзниксен гимнӗсене кӗрӗс-мерӗссӗн хӗнтӗртеттерсе янӑратать.
XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Кампа та пулин сывпулашасчӗ хуть, кама та пулин пуҫ таясчӗ; хапха умне шӑнкӑравлӑ урапа ҫитсе тӑнине ҫеҫ илтсе юлтӑмӑр; ларчӗ те кайрӗ.
Умӗнхи сӑмах // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
- 1
- 2