Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутларӑмӑр (тĕпĕ: шутла) more information about the word form can be found here.
- Эпир паян палӑртнӑ вӑхӑтчен кӑшт маларах килме шутларӑмӑр, мӗншӗн тесен ҫӗнӗ кӗнекесем пӑхса тухасшӑн, - терӗ Дима Андреев.

Help to translate

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Цеха вӑрӑсем кӗнӗ тесех шутларӑмӑр

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тата кӑштах ларсан, Шупашкара кайма шутларӑмӑр.

Help to translate

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫӗр каҫа шӑнса хытӑрканӑскерсем киле таврӑнма шутларӑмӑр.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Халь ҫав йӑнӑша тӳрлетме шутларӑмӑр.

Help to translate

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Ҫынсем тар тӑкса ӗҫленӗ чухне катаччи чупма тухса таракан бригадир кирлӗ мар тесе шутларӑмӑр эпир.

Help to translate

51 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эпир бригадӑпа ҫапла шутларӑмӑр, — тӗреклӗ хул-ҫурӑмне хускатса илчӗ вӑл, — ҫитес пилӗкҫуллӑха тӑватӑ ҫулта ним те мар тултарма пултаратпӑр.

Help to translate

38 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эпир акӑ мӗн шутларӑмӑр, — сӑмах хушрӗ Егор Кондратьевич.-Сирӗн туя ҫӗнӗлле тӑвас тетпӗр…

Help to translate

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Тӑватӑ ҫул каялла эпир ҫырла ҫитӗнтерессине аталантарма шутларӑмӑр, Ял хуҫалӑх банкӗпе пӗрле фермерсен шкулне пуҫарса ятӑмӑр.

Help to translate

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

Унта-кунта ҫитсе килме шутларӑмӑр.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хамӑр патӑмӑрта маларах ыр кӑмӑллӑх концерчӗ йӗркеленӗччӗ-ха, халӗ кайса килмех шутларӑмӑр.

Help to translate

Чун-хавала ҫӗклекен // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%87%d1%8 ... %b5%d0%bd/

Эпир мамӑпа калаҫрӑмӑр та сире кӗсье укҫи пама шутларӑмӑр.

Мы с мамой поговорили и решили давать вам карманные деньги.

Укҫа // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/610

Эпир вара вӑрман хӗррипе утма шутларӑмӑр.

Help to translate

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эпир хамӑра пусмӑрлакансене вӗлертӗмӗр те Саранска илме каякансен ҫумне пӗрлешме шутларӑмӑр.

Help to translate

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ревлен Петрович, эпир заявленисене чӑнах та каялла илме шутларӑмӑр, — тантӑшӗсем ҫине куҫ хӳрипе пӑхса илсе пуриншӗн те хуравларӗ Лида.

Help to translate

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Эпир хӗрсемпе комсомол путевкипе тухса кайма шутларӑмӑр.

Help to translate

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗрре юриех шутларӑмӑр та - 500 ытла кӑмака купаланӑ!

Help to translate

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Эпир Китайра ҫерҫисене тӑшман вырӑнне шутлани ҫинчен, вӗсене пӗтерни ҫинчен илтнӗччӗ, вара хамӑр ҫӗршывра та ҫерҫисене пӗтерме кирлӗ тесе шутларӑмӑр.

Help to translate

Амӑшӗ // Макар Хури. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 93–94 с.

Хӗрне качча панӑранпах кӗрӳшӗсене чӗнмесӗр пурӑннӑ пирки халь сӑмах пуҫарма йывӑр пулсан та: — Эпир Наҫтикпе сӳтсе яврӑмӑр та… Хӑвӑр килӗшсен, пӗрлешсе ӗҫлесен аванрах пулмӗ-ши тесе шутларӑмӑр. Эсир касса тӑрӑр, эпӗ лашапа киле турттарам, — терӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пакша кунта, ҫӑмарта ӗҫме каллех килсе, аш татӑкне курса кӗрет, хӑйӑ ҫине пусать те, арча шалт! ҫеҫ хупӑнса ларать, тесе шутларӑмӑр.

Help to translate

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed