Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кӑштах хуратут шатри тухнӑ пулин те, вӑл халичченхи пекех.
XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Сӑмахран, чечче шатри тухасран хул касма пӗлекенсем ҫителӗксӗр пулнӑ пирки иртнӗ ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсенчех хӑш-пӗр хресченсене ҫак ӗҫе хӑнӑхтарнӑ.
Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.
Питӗнчи вир пӗрчи тӗслӗ чӗкеҫ шатри яр уҫҫӑн палӑрать.
11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Унӑн тутисем ҫуркаланнӑ, пӗр кӗтессине хаяр шатри текен шатрасем тухнӑ.
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Ура лаппи ыраткаларӗ-ха тата: лачкам исленнӗ пушмакӗн шатри ҫийӗнсе пӗтнӗ тӗпӗ витӗр ҫӗрти мӑкӑльтумхах, ытти хытти-ҫивӗччи чуллӑн-пӑталлӑн тӑрӑнса, шӑйӑрса, чиксе, хӑпӑлантарса кӑларнӑ ӑна.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Уринче тӗсне ҫухатнӑ, сӑрӑ шатри ҫийӗнсе пӗтнӗ качаллӑ кроссовка.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чиперри вӑл, паллах, ун ҫине хӑйса пӑхайми чипер мар: ӳчӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, ҫилпе кушӑрханӑ питӗнче чӗкеҫ шатри палӑрать.
III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вӑл ҫырӑ куҫлӑ, хӗрлӗ куҫ харшиллӗ, хӗрлӗ ҫӳҫне тӗпек хӑварса кастарнӑ, хӗрлӗ питне чӗкеҫ шатри сӑрса илнӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
— Пит-куҫӗ путӑклӑ, чечче шатри куҫне те тивме пултарнӑ.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Чечче шатри хул айне тата кӑвапа тавра кӑна тухмасть.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Хӗрарӑм вӑл — чечче шатри пек, унсӑрӑн пурӑнма ҫук.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Сире пластикӑлла операци хӑҫан тунӑ? — ыйтрӗ Зубавин, вӑл вара, парашютист патне ҫывӑхах пырса, унӑн юриех ҫӳлелле каҫӑртнӑ сӑмсине, ҫавӑн пекех питҫӑмартийӗсемпе янахӗ ҫине ӑста хирург хӑйӗн ҫаврӑнӑҫуллӑ аллисемпе путӑклатса чечче шатри вырӑнӗсем тунине пӑхрӗ.
1 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Каласа та пӗтереймерӗ Мелик, мӗншӗн тесен вӑл шӑлӗсемпе шаккама пуҫларӗ, пӗтӗм ӳчӗ ҫине хур шатри тухса тулчӗ.Веник не договорил, зубы у него вдруг застучали, а все тело покрылось гусиной кожей.
«Харсыр» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Алексейӗн ҫан-ҫурӑмне хур шатри тапса тухрӗ, вӑл хӑвӑрт тумланчӗ те ҫӑвӑнма чупрӗ.Тело Алексея покрылось гусиной кожей, он быстро оделся и побежал умываться.
Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Улӑпӑн пичӗ ҫинче чечче шатри вырӑнӗсем питӗ нумай пулнӑ.
I. Виҫҫӗн // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Сехечӗ-сехечӗпе, ӳчӗсем кӑвакариччен тата хур шатри тухиччен ларнӑ вӗсем шывра!
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
Санӑн аҫун хура чечче шатри.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Анчах лешсем ҫаплах пуҫа килмерӗҫ, пит шатри пекех шӑва-шӑва тарчӗҫ.
9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.
Унӑн тӗл-тӗл чӗкеҫ шатри пуснӑ яланах уҫӑ кӑмӑллӑ питӗнчен вӑл телейлӗ те лӑпкӑ чунлӑ пулни курӑннӑ.
XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Анфисӑн пичӗ-куҫӗ тӗксӗмленни те, ҫӳлти тутипе янаххи ҫине чӗкеҫ шатри тухни те, унӑн хӑмӑр куҫӗсем кулӑшларах та кӑмӑллӑрах пулни те, вӑл тӑртанса илемленни те — пурте Ҫемене савӑнтарнӑ.
XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
- 1
- 2