Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сирӗн чӳречере ҫутӑ темчченех ҫунать.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Чӳречере, авӑ, шупкаланма тытӑнчӗ.
XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Акӑ вӗсем тӑван кил умне ҫитрӗҫ, анчах темшӗн чӳречере амӑшӗн сӑнӗ курӑнмарӗ.
Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.
Чӳречере Анишора пуҫӗ курӑнсан, сасартӑках пурте вара ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗҫ.И вдруг все вздохнули с облегчением: в окне показалась голова Анишоры.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Урам тӑрӑх утса тух — нумай чӳречере чечек куратӑн-и?
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Малтанах картишнелле тухакан икӗ чӳречере ҫутӑ пурччӗ, анчах вӑл та сӳнчӗ.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Чӳречере пушар ҫулӑмӗ ялкӑшма пуҫларӗ.
Юлташ сӑмахӗ // Валентин Урдаш. «Ялав», 1948, 11№ — 27–28 с.
Ун пӗр вӗҫӗ чӳречере, тепӗр вӗҫӗ — пӳрт пӗрени ҫумӗнче.
12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Тӳсӗмсӗрлӗхпе хыпса-ҫунса иккӗмӗш хут шаккарӑм кӑна — пӳртре утни илтӗнчӗ, кӗҫех пӗчӗк чӳречере имшер шӗвӗр сӑмса мӗлтлетрӗ, — питех те кӑмӑлсӑр сӑмса — д'Обремона аса илтерекенскер.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Чӳречере чӑнкӑр! туни илтӗнчӗ, кантӑк ванчӑкӗсем ҫӗрелле сирпӗнчӗҫ.
XIX сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пӗчӗк чӳречере ҫиҫӗм ялкӑшса илчӗ те мачча ҫинче те ҫап-ҫутах пулчӗ.
7 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ҫӗрле чӳречере ҫутӑ курсанах ҫӗр пӳрте пырса кӗрет те ухтарма тытӑнать: арчара ҫавӑрттарать е кухньӑри сӗтеле уҫать те, шала пӑхса, унта мӗк выртнине тӗрӗслет.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
— Вась, Вася тетӗп, сирен чӳречере шӑтӑк пур, — шӑппӑн каларӑм эпӗ.
4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Чӳречере уксахрах ҫамрӑк йӗкӗт курӑнса каять, унӑн погонсӑр кителӗ те, ҫӳҫӗсем те хӗвел ҫинче ҫӳренипе тӗссӗрленсе юлнӑ.
Кам пулма туртӑм пур санӑн? // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Чӳречере кун ҫути, сӳнтер электричествӑна!
3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.
Акӑ тата тепӗр уҫӑ чӳречере ҫутӑ курӑнчӗ, унтан хӗрарӑм сасси илтӗнчӗ:
Пакӑлти Микиш // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 3–17 с.
Музыка мана ӑнран кӑларса яратчӗ, эпӗ чӳречесӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмастӑм, чӳречере лампӑн сарӑ ҫуттинче хӗрарӑмӑн яштака кӗлеткине, ун пичӗн мӑнкӑмӑллӑ профильне тата клавиатура ҫийӗпе кайӑксем пек вӗҫсе ҫӳрекен шурӑ алӑсене ҫеҫ кураттӑм.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Кунта та пысӑк ҫуртри пекех, пӗр чӳречере те ҫутӑ курӑнмасть, хура кантӑксем ҫинче уйӑх ҫеҫ тикӗс мар вилӗ ҫутӑпа йӑлтӑртатать.
VI // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.
— Сирӗн этажра, сулахайран виҫҫӗмӗш чӳречере, — миномет.
XVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Кӑшт ҫапсанах решетке авӑнса, чӳречере ҫын тухмалӑх шӑтӑк пулать, тесе шухӑшларӗ вӑл.
VII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.