Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чӗпӗтсе (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Милици начальникне чӗпӗтсе пӑх-ха.

Help to translate

Тан мар кӗрешӳ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Юлашки сӑмахӗсем Власа чӗпӗтсе илчӗҫ.

Help to translate

Пӗлӗтсем купаланма пуҫларӗҫ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫакӑнпа кӑна ҫырлахас килмерӗ унӑн, Сашӑна тата хытӑрах «чӗпӗтсе» илес килчӗ:

Help to translate

Сӑртри палӑк // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 187–271 с.

Пырса тытас, чӗпӗтсе пӑхас килмелле.

Help to translate

Ҫӗнӗ пурнӑҫ // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 137–186 с.

Тем самантра юнашар ларакан Олега чӗпӗтсе илнӗ, тахӑш вӑхӑтра умри Гальӑн пуҫӗнчи хӑюне салтса янӑ…

Help to translate

«Радвадар — I» // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.

Чӗпӗтсе тӑрать.

Help to translate

V // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.

Ун тӗлӗнчен иртнӗ чух Иринӑн ҫара ура тупанӗсене темӗскер пӗҫертсе, чӗпӗтсе илнӗ пекех пулчӗ.

Help to translate

II // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 3–48 с.

«Сынок, Сынок», — текелесе пуҫӗнчен шӑлса ачашларӗ, ҫӑкӑр таткине пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн чӗпӗтсе хыптарчӗ, мӑйне кантрапа ҫыхрӗ.

Help to translate

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Урлӑ-пирлӗ шутласан, Хӗл Мучи унтан-кунтан шутлемелле чӗпӗтсе илнинче ҫынна усӑллӑ витаминсем, ман шутпа, шутсӑр нумай.

Help to translate

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Куҫне хупма ӗлкӗрчӗ ҫеҫ — хуняшшӗ ҫилленсе пӑрахса кайнине аса илчӗ те, чӗри чӗпӗтсе ыратма тытӑнчӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапла манӑн ачалӑхӑмри ырӑ сӑнсем чунра чӗпӗтсе ыратса хуллен сӗвӗрӗлчӗҫ.

Help to translate

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Михаҫ йывӑрлӑха кӗрсе ӳкме пултаракансем патне васкарӗ: мӗн пур вӑйне пухса, яка пӑр ҫийӗн юр юхтарса, пит-куҫа чӗпӗтсе хирӗҫ вӗрекен ҫиле ҫӗнтерсе, хӑвӑртлӑхне ӳстерме тӑрӑшрӗ.

Help to translate

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Укахвине мӗн ҫитмест, Ӑна ӗнтӗ кам пӗлмест; Хӑй мӑшӑрне кӗвӗҫсе, Ун урӑххи пур, тесе, Кунӗн-ҫӗрӗн чӗпӗтсе, Йӑлтах ячӗ типӗтсе.

Help to translate

Укахви // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 18 с.

Укахвине мӗн ҫитмест, Ӑна ӗнтӗ кам пӗлмест; Ҫӑхав ҫырса, «тертленсе», Ҫынсен чунне чӗпӗтсе, Пӳрни тухрӗ хӑпарса, Сӑнӗ кайрӗ шуралса.

Help to translate

Укахви // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 18 с.

Ҫапла хӑвӑрт «чӗпӗтсе илнипе» Илле ҫӑварне кап карчӗ, аллинчи кашӑкне шӑкӑрт! ӳкерчӗ сӗтел ҫине.

Help to translate

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сисӗмлӗскер, вӑл усал чӗлхеллисем хӑйне чӗпӗтсе илессе пӗлсех тӑчӗ, пӗтӗм арҫынна илсе каяҫҫӗ, санран вара вӑрҫӑ айккинчен иртет, эс малашне те патша майри пек упӑшкупах пурӑнӑн тесе каласран шикленчӗ.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Шу-ха леререх… — чӗпӗтсе илчӗ вӑл.

Help to translate

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӳллӗ йывӑҫсем айӗнчи чӗрӗ сулхӑна вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн чӗпӗтсе пӗҫертекен вӗри сывлӑш капламӗ килсе кӗрет.

Help to translate

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑрҫать пуль ӗнтӗ: «Ухмантей, сан валли валашка тулли курӑк хатӗрлесе хутӑм, эсӗ пур манран таратӑн. Ак кӗрсе каям та, ҫӳре вара чӗпӗтсе татмалӑх ҫук курӑка ҫырткаласа», — тет пуль.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Сулагаев яланах мӗн те пулин чӗпӗтсе илмелли тупать, халь те ҫавӑн пекех пулчӗ:

Help to translate

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed