Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чуптарать (тĕпĕ: чуптар) more information about the word form can be found here.
Хальхи — шыраттарата: унталла уттарать, кунталла чуптарать.

Help to translate

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вихтӗр хӑйне май пӗчӗк витресем шыраса тупать те ҫырманалла чуптарать.

Help to translate

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Тем чехарди вӑл тутарать, Пӗр сиктерет, пӗр чуптарать.

Help to translate

Поэтсем ӑҫта пурӑнаҫҫӗ-ши! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Каймасан, ҫӗрле «велосипедпа» чуптарать ҫывӑракана: ура пӳрнисем хушшине хаҫат хӗстерет те хутне тивертсе ярать.

Help to translate

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Арӑмӗ, Манюк, аслӑрах ачисене пӗрне пӗр ҫӗре, теприне тепӗр ҫӗре чуптарать — тӑванӗсене систерсе хумалла-ҫке!

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӑҫта хушаҫҫӗ, ҫавӑнта чуптарать.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нимӗн те тӑваймастӑн, вӑкӑра вӑрмантах хӑварса пӳлӗнсе сывла-сывлах ял еннелле чуптарать.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Тем чухлӗ ярсан те вӗҫне янӑ чул тӗпне ҫитеймен тет, — темле ҫулпа чуптарать учитель.

Help to translate

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хурӑн ҫулпе тӑвалла Вӑл та юлан чуптарать, Касамата хупмалла Урха ҫинчен хут ярать.

Help to translate

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Виҫӗ кунтан Сившуран Виҫ юланут тухаҫҫӗ, Шупашкарта хут ҫукран Патша патне каяҫҫӗ, — Урха ҫӳрен кӗсрене Малта хӑй ертсе каять, Мулентей хӑй шӑприне Ун лашипе чуптарать.

Help to translate

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Ах, чунӑм, кӗслеҫӗм, Винҫичӗ ҫулхи ӗмӗрӗм, Тапхӑр-тапхӑр таврӑнать, Ҫурҫӗрӗнче вӑратать, Ниме тесен чуптарать».

Help to translate

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хай салтак сиктерет, лашине чуптарать

Help to translate

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

«Ырра мар пуль, ку салтак йыхрава Урха патне чуптарать васкаса: Ахаль те хырӑҫ пит нумай.

Help to translate

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чӑнах калаҫҫӗ пулӗ ҫав халӗ пирте: ҫӑтӑ куҫ вӑрра чуптарать, ӗнсе хыҫтарать, — тесе.

Help to translate

Ҫӑтӑ куҫ ӗнсе хыҫтарать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 51–53 с.

Ҫилӗ ҫеҫ, кассӑн-кассӑн вӑйланса, уй-хир ҫулӗсенчи тусанпа вӗтӗ тӑпра тӗпренчӗкӗсене пӗлӗтелле ҫӗклентерсе, ҫавӑра-ҫавӑра, ҫулпала кӑпӑртаттарсах малалла чуптарать.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вут тухсан, Иван пичче лашипе насус урапине кӳлет те хӳлтӗртеттерсе чуптарать.

Help to translate

Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Киле кайнӑ чухне Ваҫҫа ялтан тухсанах арӑмне лашапа юнашар турта ҫумне кӑкарать те лашине чуптарать.

Help to translate

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Туй пӗтрӗ те, туй каять, Такӑр ҫулпа чуптарать; Пӗрер ватти тӗл пулсан: «Тавси, тавси!» — кӑшкӑрать.

Help to translate

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ураписем хыҫӗнчен Тусан кайрӗ ҫулпала, Ав шӑнкӑрав янӑрать, Силпинелле чуптарать.

Help to translate

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ваҫҫаран юлас мар тесе, Мӗкӗте час-часах ана-ана тенкеле хыҫалтан тӗртсе чуптарать, кӑшт ларкаласа пырать те каллех хыҫалтан чупать.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed