Шырав
Шырав ĕçĕ:
Харпӑр хӑй чупнӑ чухне чи малти 10 вырӑна пӗрре те хӑпарайман.
Баранова Джамилия Эдуардовна // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%B0%D ... 0%BD%D0%B0
Ача-пӑча ушкӑнӗ ӑмӑртса чупнӑ пекех…
Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ҫавна пулах вӑл утнӑ чух утса, чупнӑ чух чупса мучие хӑваласа ҫитет.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ялтан чупнӑ пекех тухса кайрӗ Тетей, хӑйӗн юратнӑ хӗрачисем патне сӑва ҫине те кӗрсе тухмарӗ, пуҫне усал шухӑшсем пырса кӗресрен шикленчӗ.
VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Урама чупнӑ пек вирхӗнсе тухрӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Пакша кустӑрмара чупнӑ пек, чупса ҫӳрет теме май пур, вӑл таҫта та ӗлкӗрет, бригадӑна мӗн кирлине яланах тупать.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Сафрон Филиппович снарядсемпе минӑсем ҫурӑлнине пӑхмасӑр ҫыхӑну катушкине йӑтса чи малтан бригада командирне полкпа ҫыхӑнма май паракан линие юсама, ҫыхӑну йӗркелеме чупнӑ тенӗ.
Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html
Ачине кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртанӑ арӑмӗ танкӑшса килнине, утнӑ чух утнине, чупнӑ чух чупнине курать вӑрманҫӑ.
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Акӑ халь, чупнӑ хыҫҫӑн тӑхтав пекки тунӑ хушӑра, салтаксем лачкам пулнӑ гимнастеркисене туратсем ҫине ҫака-ҫака типӗтеҫҫӗ.
8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Часах, чупнӑ май тумланкаласа, строя вашкӑнса пырса тӑчӗ.
1 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Вара вӑл амӑшӗ килте ҫук чухне сӗрме купӑса илнӗ те поликлиникӑна чупнӑ.
5 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Ҫырӑва илсенех, Лида пристане чупнӑ.
2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.
Егор Петрович ывӑлӗсем ҫине пӑхса илнӗ те, ӳсӗр ҫын пек тайкаланса, пӳртрен тухса чупнӑ.
Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ҫав вӑхӑтрах, ура лаппине ҫирӗп ҫирӗплетни тӑркӑча чупнӑ чухне тӗп-тӗрӗс вырнаҫтарма, ура тӗпӗ хытӑ пулни пӗтӗм вӑй-халпа туллин усӑ курма май парать, ура тунине нимӗн те ирӗксӗрлеменни вара урасене хускатма ҫӑмӑллатать.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Роликлӑ тӑркӑчпа ярӑнма энерги чупассинчен ытларах кирлӗ, ҫапла май калори ытларах пӗтет (30 минут хушши чупнӑ чухне 374 калори пӗтет пулсан, роликлӑ тӑркӑчпа ҫав вӑхӑтрах 425 калори пӗтерме пулать).
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
— Кур, Петӗр: ӳке-ӳке чупнӑ, пушӑ алӑпа мар, темскер йӑтса чупнӑ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Чупнӑ йӗр ку, утакан ҫын йӗрӗ капла пулмасть.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Вӑл, кӗтӳпе пӗрле тӑрса, бригада халӑхне ӗҫе калама тухса чупнӑ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Санӑн аслаҫу, значӑтцӑ, пӗр купса патӗнче ямшӑкра чупнӑ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Нимӗҫ салтакӗсем чупнӑ ҫӗртех тӑрӑна-тӑрӑна ӳкеҫҫӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.