Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ой, ҫамрӑк упӑшка! — чарӑнма пӗлмесӗр кулчӗ Игорь.
IV // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Акӑ мӗн: хуҫи лавне нихӑҫан та ытлашши несӗпсӗрленсе тиемест; хуҫи хӗврен ыраш ҫӑкӑрӗн чӗллине кӑларса ун ҫине тӑвар сапрӗ тӗк — ҫур чӗлли те пулин ӑна лекетех; ӑнланать Мишка — ун пек чухне чарӑнма та юрать.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Лешӗн те чарӑнма, чӗвен тӑма тивнӗ.
Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Вихтӗрӗн чарӑнма пӗлмен урхамахӗ тӑшман «мина лартса» хӑварнӑ вырӑна — вӗлтӗрен тӗми хушшине асӑрханмасӑр чаштӑртатса кӗрсе каять.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Кӗлет хыҫӗнчи хывӑх купи ҫинче сиккелекен ҫерҫисем чарӑнма пӗлмесӗр чӗвӗлтетеҫҫӗ, пӗр-пӗринпе хавассӑн пуплеҫҫӗ, юп кураҫҫӗ.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Мӗн каҫчен чарӑнма пӗлмесӗр савӑшрӗс вӗсем, тӳпене кӗрхи янкӑр ҫутӑ ҫӑлтӑрсем тухичченех ыталашрӗҫ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ашшӗ, ҫавине хурса, ҫулса пӑрахнӑ курӑк ҫине ларать, кайӑкӗ ҫаплипех чарӑнма ӳкӗтлет: «Чӑк-чӑк, чарӑн-чарӑн-чарӑн-тӑк!»
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Ни юнӗ ҫук вӑхӑтӑн, ни чунӗ, ни ҫунатти ҫук, ни алли-ури — пурпӗр самантлӑха та чарӑнма пӗлмесӗр вӗҫет малалла.
Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.
Кайран, уйӑха яхӑн ҫатӑр сивӗ тӑнӑ хыҫҫӑн, Хӗл Мучине такам сасартӑк ура хурать те такӑнтарать; ҫанталӑк хӑвӑрт ҫемҫелет; юр куҫ умӗнчех хуралма, путма тытӑнать; тепрер уйӑхран, ҫумӑр шывӗ пӗвене татса янӑ евӗр, вӑрмана ҫурхи хаваслӑх капланса пырса кӗрет; сасси уҫӑлнӑ кӑсӑясем, туратсем ҫине ҫака-ҫака янӑ йӗс шӑнкӑравсем евӗр, тинь-тинь тӑваҫҫӗ чарӑнма пӗлмесӗр; вӗсем, ӗшенкелеме пуҫланӑ ҫӗре ҫу сӗрнӗн йӑлтӑртатакан шӑнкӑрчсем, картунти пушӑ вӗллесене йышӑнма ӗлкӗрнӗскерсем, шӑхӑракан, ихӗрекен, чӗвӗлтетекен ансамбль йӗркелеҫҫӗ…
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Вӗсем чарӑнма шутламаҫҫӗ те.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Ҫтаппан унсӑрӑн та чарӑнма шутламарӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл, кӗрешме чарӑнма хушса, шӑхличне шӑхӑртрӗ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫумӑр ҫаплах чарӑнма пӗлми тӑкать те тӑкать…
Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.
Миша купӑсҫӑна выляма чарӑнма паллӑ парса сылтӑм аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те шпагат ларчӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Кирлӗ мар ҫӗрте чарӑнма пӗлмесӗр пакӑлтататӑн, хӑлха йӗрӗнсе ҫитет.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
— Сире те утма чарӑнма ыйтатӑп.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Итлерӗ-итлерӗ те вӗсене пӗрремӗш секретарь пурне те чарӑнма ыйтрӗ.
58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
— Куҫран калани хыҫалтан пушӑпа каснӑ пекех пулчӗ-и? — чарӑнма пӗлмерӗ Анюта.
48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Анюта Рамана чарӑнма хушрӗ.
39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Чӗлхи яка ӗнтӗ, ҫул тӑршшӗпех чарӑнма пӗлмесӗр калаҫса пычӗ.
2 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.