Шырав
Шырав ĕçĕ:
Учитель хӗрсех урок ӑнлантарать, эсӗ пур, «хӑҫан пӗрре вӑрҫӑчченхи пек тӑраниччен ҫиес-ши?», тесе шухӑшласа ларатӑн.
XIII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Хӗрсех пушар сӳнтерекенсем ҫине урӑх йышши вут-кӑвар тӑкӑнма тытӑннӑ сасартӑк: пульӑсем шӑхӑрма тапратнӑ, снарядсем ҫурӑлнӑ, минӑсем шартлатнӑ…
Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.
Кураксем хӗрсех йӑва ҫавӑрнӑ вӑхӑтра шӑнкӑрч шӑхӑрма, икӗ ҫунаттине хире-хирӗҫ ҫапсах хӗпӗртеме пуҫларӗ.
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
Вихтӗр хӗрсех ӗҫлет.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Кунта ҫапӑҫу малтанхи пекех хӗрсех пырать.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Ӗҫсӗрлӗхрен ӗҫке ермерӗҫ, хӗрсех ӗҫлеҫҫӗ, хаваслӑ пурӑнаҫҫӗ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Муниципалитетра «Раҫҫее» хутшӑнма хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ.
«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh
Арҫынсем хӗрсех шавлӑн тавлашаҫҫӗ.
Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Яр-ха тепӗртак, — хӗрсех пырать икӗ ураллӑ кашкӑр.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Шкул ачисен кӗркуннехи каникулӗ вӑхӑтӗнче эпӗ ӑна кинотеатртан тухнине куртӑм, ун тавра темӗн чухлӗ ача-пӑчаччӗ, вӗсем, пӗрне-пӗри пӳле-пӳлех ман юлташӑмпа хӗрсех калаҫатчӗҫ.
Хыҫсӑмах вырӑнне // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Шкултан вӗренсе тухичченех юратупа аппаланса, комсомол ятне ҫӗртмелле мар, — хӗрсех калаҫрӗ Миша.
Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Ҫак ыйтупа вӑл институтра та хӗрсех калаҫать.
47 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Степнов арӑмӗпе пӳртрен хӗрсех япала-тупра тултать, анкарти варрине ҫӗклет, пысӑк шӑтӑка тултарать.
45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Фильчин хӗрсех ӗҫе тытӑнчӗ.
32 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Ваҫиле Пахом мучи ҫурчӗ умӗнчи сакӑ ҫинче хӑйӗн вырӑнне йышӑннӑ чух вӑйӑ хӗрсех пыратчӗ ӗнтӗ.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Халӗ ялсенче хӗрсех маскировка сеткисем ҫыхасси пырать.
«Чӑмӑртан, манӑн халӑх» // Николай ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... bba%d1%85/
Хам куртӑм, — хӗрсех каять Ванюк.
Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
— Халӑхӑн тени ҫут ҫанталӑкӑн тенине пӗлтермест, — хӗрсех тавлашать ҫамрӑк ача.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Пурте хӗрсех калаҫаҫҫӗ, аллисемпе хӑлаҫланаҫҫӗ, тӗккелесе, маларах иртме тӑрӑшаҫҫӗ.
XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Ҫакӑнти хӗрсем колхозшӑн, тӑван фермӑшӑн ҫунса пӗр-пӗринпе хӗрсех тавлашни, пӗр-пӗрин кӑлтӑк-сӑкӑлтӑкне туртса кӑларни халиччен чылайранпа курман, туйман савӑнӑҫпа савӑнтарчӗ ӑна.
VII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.