Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗлӗх the word is in our database.
хӗлӗх (тĕпĕ: хӗлӗх) more information about the word form can be found here.
Упӑшки сасси, сӗрме купӑсӑн ҫинҫен чӗвӗлтетекен хӗлӗхӗ ҫумне хулӑнрах хӗлӗх янравӗ хутшӑннӑ пек, юрра ҫӗклесе, вӑйлӑлатса ярать.

Help to translate

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл пӳрнипе хӗлӗхне туртать те каялла ярать, хӗлӗх майӗпен «пӑнн!» тесе янраса илет.

Он пальцем дёргал одну струну, и струна тихонечко пела: «Дзинн!..»

Музыкант // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 17–86 с.

Хӑвӑрттӑн тапма пуҫланӑ чӗрере вара темӗнле ҫирӗп хӗлӗх туртса карнӑ пек, ҫав хӗлӗхе юрлакан казакӑн хулӑн сасси пӗрехмай сӗртӗнсе чӗтрентернӗ пек туйӑнать.

Какая-то тугая струна натягивалась в учащающем удары сердце, низкий тембр подголоска дергал эту струну, заставлял ее больно дрожать.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Олива йывӑҫҫисен ҫӑра ҫулҫисем хушшине темиҫе пин йӗс хӗлӗх каркаланӑ тейӗн, хытӑ ҫулҫӑсене ҫил силлентерет те, вӗсем ҫав хӗлӗхсене ҫепӗҫҫӗн, пӗр чарӑнми сӗртӗне-сӗртӗне илнипе вӗри сывлӑш пуҫа янӑратакан сасӑпа тулать.

Словно тысячи металлических струн протянуты в густой листве олив, ветер колеблет жесткие листья, они касаются струн, и эти легкие непрерывные прикосновения наполняют воздух жарким, опьяняющим звуком.

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Кӑвакарнӑ армутипе типнӗ хӗвелҫаврӑнӑш туни ҫинчи эрешмен картисем сӳнекен хӗвелӗн юлашки пайӑркисемпе янӑракан хӗлӗх пек ҫуталса выляҫҫӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗлӗх Хӗлимунӗ савӑнчӗ.

Help to translate

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Самантрах сив тара ӳкет Хӗлӗх.

Help to translate

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗлӗх Хӗлимунне пӗтерет.

Help to translate

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗлӗх Хӗлимунӗ юман медаль ҫакса намӑсланнӑ хыҫҫӑн кӑштах тӳрленчӗ темелле, ҫапах та сӑра-эрехе маннӑ теме ҫук-ха ӑна.

Help to translate

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Акӑ, ура ҫине аран-аран мекӗрленсе тӑчӗ Хӗлӗх, тайкаланнипе мӑйран ҫакӑнса таракан юман тукмаккине каллӗ-маллӗ сулкалантарать.

Help to translate

46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Михала ямасть ӑна, Сятров, — ҫурӑм хыҫӗнче шӑлне йӗрчӗ Хӗлӗх Хӗлимунӗ.

Help to translate

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗлӗх Хӗлимунӗ те вунӑ улмуҫҫи лартса хӑварнӑччӗ Раман Дубов та сад ҫинчен ӗмӗтленет — ӑҫта, хӑш тӗлте мӗнле, миҫе йывӑҫ пулмаллине палӑртса хунӑ ӗнтӗ.

Help to translate

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Пуҫламӑшӗ те, вӗҫӗ те ҫук мӑшӑрлану ҫӗррин ун, — тет туй пуҫӗ Хӗлӗх Хӗлимунӗ, — сирӗн те, ҫамрӑк мӑшӑрӑн, юрату ҫавӑн пекех вӗҫӗ-хӗррисӗр пултӑр».

Help to translate

35 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Улька Ҫтаппан пуҫне ҫавӑрса янӑ хыҫҫӑн Машка-Милашка Хӗлӗх Хӗлимунӗн тирӗкне ытларах какайлӑ яшка ярса пама тытӑнчӗ.

Help to translate

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ухмах эс, Ҫтаппан, Хӗлӗх Хӗлимунӗ хыҫҫӑн сикетӗн, Машка-Милашкӑпа пӑтрашӑнатӑн, хӑвӑн ҫумӑнтине курмастӑн.

Help to translate

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗлӗх Хӗлимунӗ, Улькан Ҫтаппан еннелле сулӑнакан вӑрттӑн туйӑмне ӑнланаканскер, ҫине тӑрсах йӗкӗлтет:

Help to translate

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗлӗх Хӗлимунӗ ӑна тӑрӑшсах калаҫтарать, чее тилӗ пек йӑпӑлтатать:

Help to translate

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ун пирки вӑл халӗ Хӗлӗх Хӗлимунӗсене кула-кулах каласа кӑтартать:

Help to translate

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сана Улька, качча пырсан, чӗрӗллех ҫисе ярать тесе сехӗрлентерсе тӑрать ӑна Хӗлӗх Хӗлимунӗ.

Help to translate

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӗлӗх Хӗлимунӗ мӑкӑртата-мӑкӑртата аллине пуртӑ тытать, касса ӳкернӗ йывӑҫ патнелле кӑвакал пек пӑркаланса утать.

Help to translate

21 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed