Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ачасем хапха умӗнче лӑках хӗвӗшсе тӑратчӗҫ.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Халӗ вӗсем киле таврӑнма пуҫтарӑннӑ ав, перрон ҫинче ушкӑнӑн-ушкӑнӑн хӗвӗшсе тӑнӑскерсем пуйӑс чарӑннӑ-чарӑнман вакун алӑкӗсенелле чупрӗҫ.
22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Вӗсем хӗвӗшсе вӗҫӗмсӗр куҫаҫҫӗ, пӗр-пӗрин урлӑ сикеҫҫӗ.
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
…Сисмен хутран алӑ туртса ыратса килчӗ те, темиҫе вӗҫленмен шухӑш пӗр-пӗринпе ҫапӑнса, хӗвӗшсе пӗр сӑмахпа тухрӗ:
9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
— Ман каҫалӑк тӗлӗнчи те хӗвӗшсе пулнӑ, — тет тепри.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ҫул аяккисемпе ҫеҫ курӑк парка ҫӗкленнӗ, анчах кунта та, шел, хӗвӗшсе ӳкни те, тахӑш чул чӗрелли лӑчӑрт-лачӑрт таптанӑ, лӳчӗркенӗ тӗлсем те пур.
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Пуҫ тӳпинех кармашса хӑпарнӑ хӗвелӗ пӗрре, таса тӳпене ярр! ярӑнса тухсан, ӑшшӑн ҫуталса, ялтраса каять, тепре, «шур сухалсемпе» е «ҫам таткисемпе» «чапикла выляма» пуҫласан, хӗвӗшсе, хӑйӗн шуркам йӗс ҫавракипе халь-халь лап сӳнекен уҫӑ вучах пек тӗлкӗшкелет.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Палачсем, хӑйсен начальникне хӳтӗлес тесе, арканнӑ кӑткӑ йӑвинчи кӑткӑсем пек, тӗлсӗррӗн хӗвӗшсе унталла-кунталла чупкалама тытӑнчӗҫ.Палачи засуетились, как муравьи в разоренном муравейнике, бросаясь на защиту своего начальника.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫырма хӗрри, кӑткӑ йӑви пек, халӑхпа хӗвӗшсе тӑрать.
IX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӗвӗшсе ҫӳрекен ҫук.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Вокзал умӗнчи пӗтӗм площадь сехри хӑпса тухнӑ «ҫӗнтерӳҫӗсемпе» хӗвӗшсе тӑратчӗ.
Ӑсату // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Урамра машина тӑрать, ун патӗнче пӗр-ик теҫетке нимӗҫ салтакӗсем калле-малле хӗвӗшсе ҫӳреҫҫӗ.На улице стояла немецкая машина, а около нее расхаживало десятка два немцев.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫырла хуҫи те ҫакӑнтах: вӑл лаша ҫывӑхӗнче хӗвӗшсе ҫӳрет, ӑна ывӑҫӑн-ывӑҫӑн чӗрӗ курӑк татса ҫитерет.Ягодай тоже был здесь; он крутился возле лошади и совал ей в рот пучки травы.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫулсем тӑрӑх машинӑсем вӗҫӗмсӗр калла-малла хӗвӗшсе чупаҫҫӗ, ҫар чаҫӗсем иртеҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Поезд килне-мӗн, анчах таттисӗр хӗвӗшсе тӑракан ҫынсем хушшинче ывӑлне асӑрхаса илме ҫӑмӑл мар.
Самана // Никита Волков. Илемлӗ литература, 7№, 1941. — 85–88 с.
Ялти анлӑ площадь, ытти чух пӗр ҫынсӑр, шапах тӑраканскер, халӗ лавсемпе, тачанкӑсемпе, каллӗ-маллӗ хӗвӗшсе ҫӳрекен боецсемпе лӑках тулса ларнӑ.
Разведкӑна // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Пур ҫӗрте те тӗрлӗрен япаласем йӑтнӑ, турттарнӑ: ҫынсем васкавлӑн, ӗҫлӗн хӗвӗшсе ҫӳренӗ, ҫилленсе кайса, лашисене хистенӗ, пӗр-пӗрне хӑтӑрнӑ, уйрӑм-уҫҫисӗр хӗвӗшӳпе, васкавлӑ ӗҫӗн хӑлхана питӗрекен шавӗпе пӗтӗм урама тултарнӑ.
XII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шавлани, улани, кулни, ахӑрни, ӳсӗрсем кӑшкӑрни, хавхаланса вӑрҫни Фомана илтӗннӗ; шӑтӑка капланнӑ чӗрӗ ҫынсен тем пысӑкӑш хӗвӗшсе тӑракан кӗмӗркки ҫинче юрӑпа макӑру явӑнса ҫӳренӗ; ҫынсем йӑраланнӑ, пӗр-пӗрне пусарнӑ, пӗр-пӗрин хулпуҫҫийӗсем ҫине сике-сике хӑпарнӑ, суккӑрсем пек тӗкӗшнӗ, кашнийӗ хӑй пекки ҫине пырса ҫапӑннӑ, кӗрешнӗ, унтан, ӳксе, куҫран ҫухалнӑ.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн куҫӗсене тӗксӗммӗн хӗвӗшсе тӑракан тем пысӑкӑш этем ушкӑнӗ курӑннӑ.Представлял себе темную толпу людей, страшную огромностью своей.
X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑл хӑйне хӗвӗшсе тӑракан ҫынсен тем пысӑкӑш ушкӑнӗ варринче ларнӑ пек туйнӑ, вӗсем пурте темӗншӗн ӑшталаннӑ, пӗр-пӗрин ҫине сӗкӗннӗ, куҫӗсем ӗмӗтсӗррӗн чармакланнӑ, кӑшкӑрашнӑ вӗсем, пере-пере аннӑ, пӗр-пӗрне хӗснӗ, пурте пӗр ҫӗрте тапӑртатса тӑнӑ.
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.