Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтланнине (тĕпĕ: хӑтлан) more information about the word form can be found here.
Тӑхта, ан шарла, курар-ха мӗн хӑтланнине.

Help to translate

Музыкант // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 269–271 с.

Тӳсме ҫук шӑрӑх-и урама тухсан е шартлама сивӗ, ислетсех ҫумӑр ҫӑвать-и е пар-пар тусан вӗҫет — пурпӗрех урамра «выляма» тивет Вовӑн, Скорпион мӗн-мӗн хӑтланнине те пӗтӗмпех евит турӗ ача.

Help to translate

«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Шӑннипе кӗленче евӗр шакӑртаттаракан йӑмра тураттисемпе выляма ытла кӑсӑках мар курӑнать те, каллех мӑрьене пӗтӗрӗнсе кӗрсе каять, кӗҫенет, ихӗрет, ахӑрать, нӑйкӑшать, кулать, улатъ, йӗрет — хӑй унта мӗн хӑтланнине хӑй те пӗлмест.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Вӑл ун пек хӑтланнине ӑҫтан пӗлетӗн, Шура?

Help to translate

Тусӑм, эсӗ тусна аса ил… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 207–214 с.

Эп те пӗлмес ҫав, Мерченев, сан обходунта ма апла хӑтланнине.

Help to translate

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

База директорӗ Жульжин, Стопкин вӑрттӑн тем хӑтланнине сиссе, заместителӗпе ыттисем куҫкӗрет пӗр ҫӑвартан сурма пуҫланине кура, хайхисене сыхлама, йӗрлеме, тӗпчеме тытӑнать.

Help to translate

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Левен, такӑна-такӑна, пӗлтӗр хӑй мӗн курса мӗн хӑтланнине тӗплӗн каласа парать.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Ну, кӗрӳ, чипер пурӑнӑр, — тет сасартӑк ҫепӗҫҫӗн, ахӑртнех, шофер умӗнче хӑйсем мӗн хӑтланнине кӑтартас темест пулмалла.

Help to translate

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хуҫи мотоциклне хыпашлать, лӑпкать, ҫапать те тапать — этем мӗн хӑтланнине ӑнланма пултарайман тимӗр чун хӑнк та тумасть, тапранмасть.

Help to translate

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Магнитофон мӗн хӑтланнине калама вӑрманҫӑ сӑмах тупаймасть.

Help to translate

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Картунти Кӗтерне кӗсрене — утнӑ май кашни курӑк вӗҫне тутанса пӑхма хапӑл тӑвакан дегустатора, курӑк хушшинчи кӑпшанкӑсем мӗн хӑтланнине сӑнама юратакана — кӳлес-тӗк, Кӳлхӗррине ҫитсе киличчен ним мар кун иртсе каять.

Help to translate

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Тахҫан Узурпаттӑр вутӑ сарайӗнче манпа мӗн хӑтланнине астӑватӑн пуль?

Help to translate

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Ҫимун мӗн хӑтланнине Сӑпани чаршав хыҫӗнчен сӑнаса тӑрать, вӑл та ку конвертлӑ ҫыру ырах маррине туйса илчӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунта мӗн хӑтланнине курсан, ҫурӑмӗ ҫине сив тар тапса тухрӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ӗнер вӑл сан килте мӗн хӑтланнине аса ил-ха.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сан чунунта темле йӑрӑс пуррине, эс ӑна пытарма хӑтланнине ҫӳлти аттемӗр витӗрех курать.

Help to translate

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаша хуҫи Макҫӑм мӗн хӑтланнине астӑваймарӗ, лашине лӑплантарма тӑрӑшрӗ:

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнпа вӑл ним шиксӗр ларать, ывӑлӗ хӑй ӑсса яшка ҫиме хӑтланнине курса савӑнать.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне, крючниксемпе иккӗмӗш сезон ӗҫлет пулсан та, кунашкал хӑтланнине курманччӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аялта, аякра-аякра бинокле тепӗр май ҫавӑрса пӑхнӑн, кирпӗч тиенӗ пӗчӗк курӑнакан автомашинӑна, такам умӗнче сылтӑм аллине карттус сӑмси тӗлне тытнӑ хуралҫӑ старике асӑрхасан, хӗр тин хӑй тивӗҫлӗ мар хӑтланнине ӑнланса илчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed