Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Ҫухатмарӑн-и? — тесе Матӗрнене хӑртса тӑкаҫҫӗ хӑш чухне.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пӗркунне сирӗн пата пулӑшу ыйтма килтӗм те… атте упӑшкапа иксӗмӗре те хӑртса пӗтерчӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Вӑл тӗрӗсех каларӗ: эпӗ, хам хӑрса пынӑ май, чӑнах та, сан умӑнти пурнӑҫ чечекӗсене те хӑртса таптаса пынӑ.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
— Хӑй хӑрса пынӑ май сирӗн умӑрти пурнӑҫ чечекӗсене те таптаса, хӑртса пурӑннӑ вӑл — илтрӗм эпӗ унӑн сӑмахӗсене.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Ҫав самантра вӑл тӗнчери мӗнпур хӗрарӑмсене хӑртса тӑкма хатӗр.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Тата тӗне кӗрессе Кӑмӑл кирлӗ килӗшсе, — Вара Урха хӑватне Хӑртса лартма ним те мар: Унӑн харсӑр ҫунатне Касӗ хӑйех Шупашкар»…
XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Марья Ивановна каланӑ тӑрах, вӑрҫӑчченех вӑрман хӗрринчен кивӗ тункатасене хӑртса кӳнӗччӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ани-ҫаранне вӑрман хӑртса турӑмӑр та, уншӑн пиртен ҫавӑн чухлӗ хырҫӑ сӑптӑраҫҫӗ!
2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Шӑшисем, киревсӗрсем, вӑрманта йывӑҫ вӑррисене ҫисе пӗтереҫҫӗ е тата халь ҫеҫ шӑтса тухнисен тымарӗсене кӑшласа хӑртса питӗ пысӑк сиен кӳреҫҫӗ.
Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.
Ҫав тери хӑвӑрт, миллионшарӑн ӗрчеҫҫӗ, миллионшар йывӑҫ хӑртса пӗтереҫҫӗ, — терӗ Степан Лукич.
Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.
Акӑ, чип-чипер ӳсес йывӑҫа хӑртса хӑварнӑ, — терӗ Степан Лукич, пӗр йӗппи юлми ҫаралса юлнӑ пӗчӗкҫӗ хыра тем пекех шеллесе.
Хаклӑ туссем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 11–13 с.
Ашшӗ илтрӗ те ҫакна Севккене хӑртса пӗтерчӗ, Ҫук, ямарӗ яхӑна:
Ҫӑлтӑр витӗр ҫул выртать // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 59–68 с.
«Тимӗр пӑрҫа вӑл! Ачисене хӑртса усрать!» — Ультие курсан ҫине-ҫинех ун ашшӗне аса илет Ваҫук мӑн аккӑш.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вара хӗр Ваҫука тыткӑна илме ӗмӗтленни сисӗнӗччӗ, халӑх умӗнче ӑна хӑртса тӑкма пулӗччӗ.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тем те каласа хӑртса тӑкрӗ вӑл, зиндик тесе намӑслантарса пӗтерчӗ, урса кайнӑскер, темиҫе хутчен питрен пыра-пыра сурчӗ.
5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хирсем пӗчӗк, хӑртса тунӑ уҫланкӑсем евӗр.
5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Сирӗн вара ирӗксӗрех вӑрман хӑртса ҫӗр тума тивет.
4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Пахча валли уйӑрнӑ лаптӑкра вӗтӗ йывӑҫсем ытларах, пӗтӗм йышпа тытӑнсан вӗсене ытлашши асапланмасӑрах хӑртса тӑкма пулать.
2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӗҫленӗ хушӑра вӑл хӑй тӗллӗн ҫапла шутласа хучӗ: вӗсем ашшӗпе пӗр пура мар, икӗ пура лартаҫҫӗ, Ахтупай кӑҫал ял вӗҫӗнчи тункаталӑха хӑртса пӳрт вырӑнӗ тӑвать те тӗп килтен уйрӑлса тухать.
12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ял ҫывӑхӗнче вӑрман хӑртса уҫланкӑсем туса пӗтернӗ.
8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.