Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хытса (тĕпĕ: хыт) more information about the word form can be found here.
Шурлӑхлӑ ҫӗр ҫинче техника пута-пута ларӗ, ҫӑрӑлнӑ ана вара кайран чул евӗрех хытса ларас хӑрушлӑх та пур.

Help to translate

Купӑста анисем 10 гектар йышӑнӗҫ // Канаш ен. https://kanashen.ru/2024/05/31/%d0%ba%d1 ... a%d0%bdec/

Хӑш-хӑш хӗр-арӑмсем (Вова Мамийӗ пеккисем) хӑйсем мӗн туса пурӑннине ӑнланайманран ӳкӗнмеҫҫӗ, теприсем — чӗрисем хытса, чулланса ларнӑран.

Help to translate

Юлашкинчен калани // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Карчӑк тӳрленсе тӑркаларӗ те юпа евӗр шаках хытса кайрӗ.

Help to translate

«Анне, ан яр мана хулана…» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Вӑл хӑлхине тӑратрӗ, чӗтрес марччӗ тесе кӑнт хытса ларсах итлерӗ.

Help to translate

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— Икӗ аллӑмран ӗмӗрӗпе хӗрӳ ӗҫ татӑлма пӗлменрен алӑ тупанӗсем хытса, пирчесе ларнӑ ман.

Help to translate

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Каҫ енне тытса пӑхать те, хӑй аллипе хӑй тунӑ шӑрпӑксен вӗҫӗсем шак хытса кайнӑ иккен.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Вӗсем ҫине пӑхса, Тетей пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ, иккӗшӗ те илемлӗ те чипер, вӗсенчен кашниех хӑйне майлӑ илӗртӳллӗ.

Help to translate

VII // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Сехӗрленсе кайса, пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ, пӗр пилӗк минут тӑна кӗреймерӗ, пӗлми пулчӗ.

Help to translate

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Ку Узина кӑсӑклантарса ячӗ, вӑл хытса выртрӗ, хӑлхисене чӑнк тытрӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Узин пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ, хӗрарӑм ҫине тӗссӗр куҫӗсемпе шӑтарасла пӑхрӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Мерет тӗлӗннипе куҫне-пуҫне чарса пӑрахса пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Ӑна ывӑлӗпе арӑмӗ кӗтсе илчӗҫ, ҫакна кӗтменскерсем шак хытса тӑчӗҫ, унтан хӑвӑрт тӑна кӗчӗҫ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Юн ыраттарнӑ вырӑнта хытса ан лартӑр, хӑй еккипе чуптӑр тесен, массаж кирлех.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Мумин пек хытса ларнӑ пичӗ ҫинче пӗр мускул та тапранмарӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кирей тӑп хытса тӑнӑ та мӗн тумаллине те пӗлмест ку ментсемпе, вӗсене хирӗҫлес — хӑвна япӑх килсе тухать.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Калинкене уҫса килкартине кӗчӗ те шак хытса тӑчӗ Минеслу.

Help to translate

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Вихтӗр тӗлӗннипе хытса кайсах шухӑшлать: «Эй, чӑн та, лайӑх иккен кайӑк чӗлхине пӗлни!..»

Help to translate

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Юлашкинчен: «Ал-ура хурама туратти пек хытса лариччен ӗҫлес килет ман, — терӗм.

Help to translate

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кунӗпе килте ларса ал-ура хытса ҫитнӗскерӗн, алкоголик пуҫне эрех пырса ҫапнӑн, ҫавӑрмаллипех ҫавӑрса яратчӗ пуҫа уҫӑ сывлӑш.

Help to translate

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӗр кана хытса тӑрсан, чӗри шуйхануллӑн кӑлт-кӑлт сикме пуҫланипе, Тамара та тухса утать.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed