Шырав
Шырав ĕçĕ:
Мӗн тумарӗ пуль ача пӑрахас тесе: хӑй пысӑкӑш тулли михӗсене хырӑмпа йӑтатчӗ, лаша ураписене хырӑмӗ ҫине таянтарса пушататчӗ, темле шӗвексем те ӗҫрӗ.
Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77
Выҫӑ хырӑмпа сак ҫинчи пӗр-пӗрин ҫумне тайӑнтарса тӑратнӑ ҫӑкӑр ҫаврисене курма йывӑр, сисмесӗрех ҫӑвара сӗлеке тулать, алӑ-ура чӗтреме тытӑнать.
XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Выҫӑ хырӑмпа нумай ӗҫлеймӗн.
XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Каллех хырӑмпа шума тивет ун, анчах та нумай каяймасть, «засадӑна» — асламӑшӗн аллине — ҫакланать.
Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Пуш хырӑмпа харлаттарма канлӗрех пулӗ.
Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Элиме вара, ачаллӑ хырӑмпа пулнӑскер, ӑшаланӑ тата типӗтнӗ ҫимӗҫрен пӑрӑнма тӑрӑшрӗ, ҫавӑнпа унӑн тӑванӗсем кӑмӑлсӑр пулчӗҫ, кӳренӳллӗн пӑхрӗҫ ун ҫине.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
«Хӑш енче ҫырла лайӑх пиҫсе ҫитнӗ?» — текелесе, хырӑмпа шӑвӑнса иртетчӗҫ те, лайӑх кӑна ҫисен, ним пулман пекех, тӑван килӗнчи пахчаран тухнӑ пекех шикленмесӗр утса тухса каятчӗҫ.
8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Анчах ирӗклӗх, сӑвӑҫсен чӗлхипе каласан, ҫӗр ҫинче выҫӑ хырӑмпа ҫара уран тӑрсан, нумаях пурӑнайман пулӗччӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Унсӑрӑн эсир выҫӑ хырӑмпа ҫитес ҫӗре те ҫитеймӗр, — терӗ Ҫтаппан.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Инҫе ҫула выҫӑ хырӑмпа тухса каяймӑн…
I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Юрать, аҫу мана, хырӑмпа пулсан та, пӑрахмарӗ.
Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.
Унӑн ҫӑварӗнчен тухакан хӑш-пӗр сӑмаха выҫ хырӑмпа ӑнланаймӑн.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
Пӗрлех хырӑмпа пӗҫӗсен тирӗ хӗрлӗ-кӗрен йӑрӑмсемпе витӗннине асӑрхарӗ.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Тарӑн юрпа такӑнса, унтан хырӑмпа шуса ҫитрӗ палан ҫывӑхне.
Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.
Юлашки ҫирӗм метра утса мар, хырӑмпа шуса тухатпӑр.
Ту ҫине хӑпарни // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Унӑн, Завьяловӑн, халӗ чупма та, вӗҫме те, утма та, хырӑмпа шума та вӑхӑт пур…
6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Шывне ӑснӑ чух пура ҫумне хырӑмпа лайӑх тӗкӗленсе тӑмасан, кӗрсе ӳкме те пулать.
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
Бианка, чӑн та, юлмарӗ унран, хуҫи куҫӗнчен пӑха-пӑха, хырӑмпа шунӑ пек шӑвӑнса, ҫӳлеллех тапаҫланчӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Ура утман чух хырӑмпа шунӑ, алӑ ӗҫлемен чух винтовка затворне шӑлпа ҫыртса уҫнӑ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.
Тапӑра вӑл юн юхтарса, хырӑмпа шуса ҫитрӗ.
Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.