Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хускалчӗҫ (тĕпĕ: хускал) more information about the word form can be found here.
Михаил Васильевичӑн куҫ харшийӗсем кӑмӑлсӑррӑн хускалчӗҫ.

Help to translate

X // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Пӗр чарӑнмасӑр хускалчӗҫ.

Help to translate

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӳрнисем ҫеҫ хускалчӗҫ унӑн.

Help to translate

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑй темле чӗтренсе илчӗ, унӑн сӗтел ҫинчи шӗвӗр пӳрнисем вӗҫӗмсӗр хускалчӗҫ.

Help to translate

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӗсем урай варрине ҫитрӗҫ те чарӑнса тӑчӗҫ, пӗрре малалла, тепре каялла пусрӗҫ, кӗлеткисене акӑш пек танлӑн тытса, пӗр вырӑнта ҫаврӑнса илчӗҫ, унтан хӑвӑрт хускалчӗҫ те тӗрлӗ еннелле чупса-сиксе саланчӗҫ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Вите чӳречисем хускалчӗҫ, шуса кайрӗҫ, таҫталла ыткӑнчӗҫ.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӗсем хыҫҫӑнах чанккама этемпе ун тусӗ те хускалчӗҫ.

Help to translate

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӗсем ҫыран хӗрринче ларакан бытовка еннелле хускалчӗҫ кӑна, Серебряков умне вӗтӗ-вӗтӗ кӑтра ҫӳҫлӗ, ҫап-ҫаврака пит-куҫлӑ, тапчам кӗлеткеллӗ арҫын килсе тӑчӗ, брезент шӑлавар кӗсйинчен чӗлӗм кӑларса, ӑна табак тултара пуҫларӗ.

Help to translate

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Виҫӗ ҫын каллех малалла хускалчӗҫ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Арҫынпа хӗрарӑм тата ача каллех малалла хускалчӗҫ.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑл хускалнине курса, кашкӑрсем ун-кун хускалчӗҫ.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темиҫе салтак юланутҫӑсем патне пыма хускалчӗҫ.

Help to translate

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Утсем харӑссӑн малалла хускалчӗҫ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун пуҫӗнче темле ырӑ мар аса илӳсем, чӗринче ырӑ мар туйӑмсем хускалчӗҫ пулмалла.

Help to translate

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Зоя амӑшӗн ҫырӑвӗ хаҫатсенче пичетленсе тухнӑранпа пирӗн ҫамрӑксем пурте тенӗ пекех хускалчӗҫ, горкомола ҫӗршер ҫыру килет, пурте хӑйсене фронта яма ыйтаҫҫӗ…

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Унчченехт канӑҫ паман шухӑшӗсем ҫӗнӗ вӑйпа хускалчӗҫ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫиппине чӗпӗтсе тытнӑ пӳрнисем ывӑннипе тӳсеймерӗҫ — вырӑнтан хускалчӗҫ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пулӑшакансем тупӑннине кура аманнӑ пӑлхавҫӑсем пурте вырӑнтан хускалчӗҫ, япалисене пуҫтаркаласа йынӑшса та, уксахлакаласа та пулин лашисем патне тапаҫланчӗҫ.

Help to translate

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурте тухса кайма хускалчӗҫ.

Все отправились на выход.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Пысӑк пӳлӗмӗн тӗттӗм кӗтессинче ларакансем хускалчӗҫ.

В зале для простолюдинов тоже началось оживление.

Туссем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed