Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Бомбӑсем, снарядсем, минӑсем, ҫурӑла-ҫурӑла, хӑлхана хуплаҫҫӗ; ҫӗр вакланса сирпӗнет.
XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Капӑр ҫӳҫӗсем вӑхӑтсӑр кӑвакараҫҫӗ, хӗрарӑмсем вӗсене тутӑрӗсемпе хуплаҫҫӗ, малаллах ӑнтӑлаҫҫӗ, ачи-пӑчисене ӳстереҫҫӗ.
Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Туп-тулли траншейӑна часах ятарлӑ ҫивиттипе хуплаҫҫӗ.
Траншейӑсем симӗс курӑкпа тулаҫҫӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/transhejasem-sime ... lacce.html
Пӗррехинче Тихӑн ушкӑнне милиционерсемпе комсомолецсем хуплаҫҫӗ.
XI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Час-часах йывӑр шухӑшсем килсе хуплаҫҫӗ пулин те — манӑн ҫирӗп пулмалла»…
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Ӑна пӗлӗтсем хуплаҫҫӗ.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
— «Тӗне кӳртсе пупӗсем тӑнсене яраҫҫӗ, Пӑрлӑ шывра шыва кӳртсе сывлӑха хуплаҫҫӗ.
V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Хӗр-арӑмсем пӗрер ҫӑвар сыпсанах танлантарма тытӑнаҫҫӗ, куркине каялла сӗнеҫҫӗ, «ай турах, хӑватлӑ» текелесе ту-тисене сурпан вӗҫӗпе хуплаҫҫӗ (кирек мӗнле ӗҫес килсен те йӑлине тумалла), вара виҫ-тӑватӑ хут сӗнсен тин куркисене тӗппипех ӗҫсе параҫҫӗ (шалтти курка тӑваҫҫӗ).
Хӑна-вӗрле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
— Театрта ӗҫленӗ чух туса ҫитереймерӗм, халь пушшех вӑхӑт ҫук — лекцисем, зачетсем хуплаҫҫӗ, — текелерӗ Эльгеев.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Кӗл чечексен ҫулҫисем Джессие тӑкӑрлӑкран хуплаҫҫӗ.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Пахчаналла иртрӗмӗр те лартӑмӑр; алӑк енчен пире кӗл чечек тӗмӗсем хуплаҫҫӗ.
XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӗсем ӳссе сарӑлчӗҫ те мана хӑйсен лапсӑркка ҫулҫи-турачӗпе хупларӗҫ, хуплаҫҫӗ…
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Тӑпӑртату, хӑвӑрт-хӑвӑрт кӑшкӑрашу, ятлаҫу, Дрибӑн тилӗрчӗк сасси, тытӑҫакансен йывӑр сывлавӗ пӗрлешеҫҫӗ-хутӑшаҫҫӗ те пӗр-пӗрне хуплаҫҫӗ, йынӑшӑва мӗкӗрӗве куҫараҫҫӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Хул пуҫҫисем горизонта хуплаҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Йывӑҫ вуллисен мӑкӑрӑлчӑкӗсен хушшинче вӑрман ӗнтрӗкӗ вӗлкӗшет-ҫиҫкӗнет; шурлӑхри капаш упа саррисем ҫырансен йӗрӗ-ӗренкисене хуплаҫҫӗ; юхан шыв варри ҫӑра ҫутӑпа йӑлтӑртатать, — ҫак ҫутта капмар йывӑҫсен витӗр курӑнми ҫулҫӑ капламӗнчи шыв ҫине ӳкнӗ мӗлке чикӗлесе-чарса лартнӑ.
IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Унӑн сарлакӑшӗ юмахри вырӑнсене аса илтерет: йывӑҫ-тӗмпе, ҫӳллӗ курӑкпа витӗннӗ чӑнкӑ ҫыран таткаланчӑк тарӑн суран евӗр, шыв антрацит пек сӗм хура — тӗксӗм юн кӳлли тейӗн, ӑна ҫӑра ҫулҫӑсем хӗвелпе уйӑхран хуплаҫҫӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.
Чӑнах та, унта кивӗ кӗнекесем выртаҫҫӗ, анчах вӗсем пысӑках мар икӗ теҫетке ешчӗке хуплаҫҫӗ.Действительно, там лежали старые книги, но они прикрывали десятка два небольших ящиков.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Сногден, Ван-Конет юлташӗ, пӗкӗрӗлчӗк, вӗчӗрхенчӗк, ӑслӑ кӗре питӗнче — тӗксӗм баксем, самаях сулланать; Вейс — Гертона нумаях пулмасть ҫеҫ килсе ҫитнӗ яхта хуҫи, сар тутлӑ, ыйхӑллӑ этем; шурӑ куҫ харшисем ҫирӗпех мар, тулккӑсӑр куҫӗсене хуплаҫҫӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫав авӑкра матроссем тӑм хуранта шыв вӗретеҫҫӗ, ҫарамас Скоррее вӗретнӗ шывра ислетнӗ курӑк милӗкӗсемпе ҫавӑрса хуплаҫҫӗ, ҫапла майпа мунча евӗрлеҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Рифсем хыҫа юлчӗҫ, малта океан выртать, сулахайра пурӑ хысаксем — вӗсем шурӑ сурӑх кӗтӗвӗсем евӗр — бухтӑна хуплаҫҫӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.