Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хакласа (тĕпĕ: хакла) more information about the word form can be found here.
Николай Федорович ӗҫне Тӑван ҫӗршыв пысӑкпа хакласа «Отличник просвещения РСФСР» тата «Отличник образования СССР» паллӑсемпе палӑртнӑ.

Help to translate

Ырӑ ӗҫ тарӑн йӗр хӑварать // Вячеслав Осипов. http://chuprale-online.ru/news/khyparsem ... ir-xavarat

Эпир пӗччен пурӑнакан ватӑсене тата йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ҫынсене тупса палӑртма тӑрӑшатпӑр, вӗсен пурӑнмалли условийӗсене хакласа пулӑшу кӳретпӗр, кирлӗ пулсан ветерансемпе инвалидсене интернат учрежденийӗсене вырнаҫтарма пулӑшатпӑр.

Help to translate

Вӑхӑтра пулӑшу кӳни паха // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2024/06/04/%d0%b2%d3%9 ... %85%d0%b0/

Хӗрарӑм килнӗ арҫын ун ҫине хакласа пӑхнине курчӗ, вӑтанса кайрӗ, ӗҫ халачӗпе тутӑрне майлам пек турӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Калаҫӑва малалла тӑснӑ май, наука вӑл яланах шырав пулнине палӑртса, ҫӗршывӑн пуласлӑхри шанчӑклӑ юхӑмӗн никӗс тесе хакласа хӑварнӑ.

Help to translate

Республика Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Наукӑпа техника канашне Чӑваш Енре йӗркелесе ярасшӑн // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/02/08/chav ... yanov-yach

«Тилли юррисене» хакласа, вӗсене поэт илемлетнине асра тытса, Илпек Микулайӗ «…вӗсем тӑван халӑхӑн авалхи юррисене пурпӗрех ҫывӑх тӑраҫҫӗ», тет.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Писательсен йывӑр ӗҫне, унӑн пысӑк пӗлтерӗшне тӗрӗс хакласа, вӑл ун чухне ҫапла каларӗ:

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Богданов ырхан хӗрарӑм хунӑ япаласем чӑннипе миҫе тенкӗ тӑрасса хакласа пӗлесшӗнччӗ, хӑйне сӗмсӗркке вырӑнне шутласран хӑрарӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

…Атте пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ хыҫҫӑн кашни самантрах тенӗ пек, хам сисмесӗрех, пурнӑҫӑмри пулӑмсемпе малашнехи утӑма, вӑл каланӑ сӑмахсем тата унпа ҫыхӑннӑ ӗҫсем витӗр, атте майлӑ хакласа куҫ умне тӑтӑшах кӑларса тӑрататӑп.

Help to translate

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Кашни хӑйӗн пӗр-пӗрин ҫумне пӗрремӗш именчӗклӗ утӑмне тунӑшӑн хакласа, савӑнса шӑп тӑчӗҫ.

Help to translate

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Усӑ куракан ҫӗр лаптӑкне, выльӑх-чӗрлӗх, кайӑк-кӗшӗк йышне, техника шутне палӑртса, миҫе ҫын ӗҫлекен пулнине тата вӗсен ӗҫ укҫин виҫине, рентабеллӗхе, парӑмсем ҫуккине тата ытти енсемпе хакласа чи лайӑх 100 фермера палӑртма пуҫлӗҫ.

Help to translate

Фермерсем слетра пуҫтарӑннӑ // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d1%84%d0%b ... %bd%d3%91/

Лару-тӑрӑва тӗрӗс хакласа эсир хӑвӑр ӗҫӗре ҫӗнӗлле йӗркелесе ятӑр: Раҫҫейри ӗҫтешсемпе ҫеҫ мар, пирӗнпе туслӑ ҫӗршывсемпе те тачӑ ҫыхӑнусем ҫирӗплетрӗр, Чӑваш Енри пысӑк предприятисен ҫирӗп пӗрлешӗвне – хӑвӑрӑн отрасль кластерне – туса хутӑр.

Вы быстро переориентировались, наладили тесные контакты с коллегами не только внутри России, но с дружественными нам странами, создали крепкое объединение крупнейших предприятий Чувашии – свой отраслевой кластер.

Олег Николаев Пир-авӑр тата ҫӑмӑл промышленноҫ ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/11/ole ... ikov-legko

Унта Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗн ҫумӗ Ольга Петрова, Теччӗ муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ Рамис Сафиуллов тата ыттисем чӑвашсемшӗн чунне пама хатӗр пулнӑ ентешӗмӗрӗн ӗҫ-хӗлне хакласа хӗрӳллӗ сӑмахсем каланӑ, бюст умне чӗрӗ чечексем хунӑ.

Help to translate

Унӑн ӗҫӗсем вилӗмсӗр // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... 81e%d1%80/

Вӗсенчен пахараххи — ял ҫыннисен хисепӗ, унӑн ӗҫне хакласа тав туни.

Help to translate

Халӑх хисепӗ – чи хакли // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b8/

Романа пӗтӗмӗшле эпир реализмла роман вырӑнне хакласа йышӑнатпӑр пулсан, унти событисем те, персонажсем те реализмла пулма кирлӗн туйӑнать пире.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ак, паян та Енел ҫӗр общинине кӗрекен сакӑр ялтан аннӑ сакӑр уполномоченнӑй, чи малтанах пӗтӗм улӑха урлӑ та, тӑрӑх та ҫӳресе, утӑ ӑҫта мӗнле ӳснине сӑнаса тухрӗҫ те, пурте пӗр ҫӗре пухӑнса, кашни ҫаран пахалӑхне хакласа хучӗҫ.

Help to translate

XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ватӑрах, — пӗр сӑмах ҫеҫ каларӗ ҫармӑс мӑрси ӑна пасара сутма илсе тухнӑ выльӑха хакланӑ пек хакласа.

Help to translate

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тутар куҫӗсем каллех чӑваш хӗрне хакласа пӑхаҫҫӗ.

Но вот оценивающий взгляд татарина снова остановился на молодой чувашке.

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Надежда Никитична хӑйӗн ӗҫне, пурнӑҫне тивӗҫлипе хакласа ҫапла ҫырать:

Help to translate

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Асӑннӑ Ҫырӑва районта пурӑнакансем хакласа хӑйсен шухӑшне пӗлтерчӗҫ.

Help to translate

Элӗк район ҫыннисем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/elek-rajolaxen-cy ... lacce.html

Совет влаҫӗ чӗннипе тивӗҫлипе хакласа, тутарсемпе пушкӑртсен ӗҫҫыннийӗсем Хӗвелтухӑҫ фронтӗнче шуррисене хирӗҫ ҫапӑҫма темиҫе полк хатӗрлерӗҫ, пиллӗкмӗш ҫарта уйрӑм батальон та пур.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed