Шырав
Шырав ĕçĕ:
Футбола чунтан парӑннӑ тренер патне лекни вара кӗҫӗн классенче вӗренекен арҫын ачасемшӗн чӑн-чӑн телей уҫҫи тупниех пулса тӑрать тейӗн.
Хӑравҫӑсем футболла вылямаҫҫӗ // Марина ЛЕОНТЬЕВА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/13/hr ... la-vilyama
Тен, мӗнпур вӑрттӑнлӑх уҫҫи чӗрере?
«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik
Питӗркӗчӗ те пур, акӑ уҫҫи.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Тамарашӑн вара вӗсем — чун уҫҫи, чӗре ыратӑвӗ.
15 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Вӑл ҫак йӗкӗте пӗлмелли уҫҫи тупрӗ.
12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ман ҫумра запаслӑх хваттер уҫҫи пурччӗ…
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Пулӑмсене ан васкатӑр, ку - сирӗн телей уҫҫи.
25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Хальхи ҫамрӑксене мӑшӑрланнӑ-мӑшӑрланман уйрӑм хваттер уҫҫи тыттар е ҫурт лартса пар.
Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.
Пурнӑҫ пирӗн тулӑх, ырӑ, Пурнӑҫ пирӗн — чун уҫҫи.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Ярӑмланса ярӑн, юрӑ, Эсӗ пур ҫӗре те ҫит, Пурнӑҫ пирӗн тулӑх, ырӑ, Пурнӑҫ пирӗн — чун уҫҫи.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Иртрӗ хурлӑх, хӗн асаплӑх — Ҫитрӗ ҫутӑ ҫуркунне, Эп мухтатӑп та саватӑп Ҫак ҫӗн пурнӑҫ хӗвелне, Ярӑмланса ярӑн, юрӑ, Эсӗ пур ҫӗре те ҫит, Пурнӑҫ пирӗн тулӑх, ырӑ, Пурнӑҫ пирӗн — чун уҫҫи.
Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.
Кӑнтӑр енчен чун уҫҫи варкӑш вашш! вашш! вашлаткаласа, лӑпкакаласа иртет.
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
Кӗҫех вӑшӑл-вӑшӑл хӑвалӑха кунта иленнӗ яланхи вӗтӗ кайӑксем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пӑрр! пӑрр! е вӗлтӗр-вӗлтӗр-вӗлтӗр вӗҫсе-ярӑнса таврӑнни курӑнчӗ, тепӗртакран вӗсен чун уҫҫи кӗмӗл, чӗвӗл-чӗвӗл сассисем те илтӗнсе кайрӗҫ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Урӑлманкин Трофима сисмесӗрех чӗре уҫҫи вырӑнне картса татах та тӗреклӗрех, шухӑрах, чӑрсӑртарах тӑвасшӑн пулнӑ, ҫав тӗллевпе путеке айкашма, ал лаппипе ҫамкинчен шаплаттарсах сӗкме, катаран чупса пырса тӑрслаттарма вӗрентнӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Апат-ҫимӗҫӗ кӑна мар, кӗреке калаҫӑвӗ те тутлӑ, чун уҫҫи, шӑкӑл-шӑкӑл, евӗк пулчӗ вӗсен.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Тӗрлӗ-тӗрлӗ чечексен, ытларах шӑма кӗпҫи, чавка куҫ, шӑрттан, чапӑр, ула кайӑк, эмел, чей, чӑпӑл шӑрши чун уҫҫи, ҫӑтса тӑранайми тутлӑ, шеп.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
— Астрономи маншӑн паян кун та чун-чӗре уҫҫи…
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Хыҫҫӑнах чун уҫҫи «Дунай хумӗсем» вальс хастаррӑн янӑраса кайрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Килхушшинче халӑх лӑках: ҫурри асамат кӗперӗн пур тӗсӗсемпе те ялкӑшакан-ҫиҫкелекен тӑпӑр-тӑпӑр, хоп-хоп туй-ҫуй «артисчӗсем», ыттисем — вӗсен чун уҫҫи ташши-юррине курса савӑнма, яшланма килнисем, вӗсене ханша-сӑмакунпа, килте вӗретнӗ сӑрапа, кукӑль-пӳремечпе хӑналакансем.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Эпӗ ак, хӑвах куран… ҫавах хама май чун уҫҫи ӗҫ тупрӑм.
7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.