Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

усси (тĕпĕ: усӑ) more information about the word form can be found here.
Итле, тен, усси пулӗ.

Help to translate

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Мӗн усси?

Help to translate

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Усси нумаях мар ӗнтӗ манран.

Help to translate

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Халӗ вӗсене хӑвӑрӑн шухӑшӑрсемпе паллаштарнин усси ҫук, сире ҫавах илтмӗҫ.

Им, похоже, сейчас бесполезно сообщать о своей жизненной позиции, вас все равно не услышат.

22-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӑна ӳкӗтлемерӗ Павӑл, ӳкӗтленинчен те усси пулас ҫуккине ӑнланчӗ вӑл.

Help to translate

Е машина, е хӑпарту // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 280–284 с.

— Ахальтен юрламаҫҫӗ ӗнтӗ: «Инҫетри ҫуттӑн мӗн усси, ҫути пур та, ӑшши ҫук», — теҫҫӗ.

Help to translate

Вучах ҫути // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Укҫа пухнин усси пулман, хӑв ас тӑватӑн, леш Гайдар пӗтӗм халӑха ҫаратрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

— Тӑван ҫӗршыва мӗн усси панӑ-ши хӑйсем, мӗн тунӑ-ши уншӑн?

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Усси ҫук шакканинчен, вӗсем Мускава ӗҫлеме тухса кайрӗҫ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Кун пек ӑна ыталас тенин усси пулмӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Чӑн та, пӗр ӗҫе тунӑ чухне пӗри сахалтарах ӗҫлет, тепри ытларах, пӗрин усси пысӑк, теприн пӗчӗк, тесе лармалла мар ӗнтӗ.

Help to translate

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен, витаминсен усси ҫинчен, тӗрӗс апатланни тата пирӗн сывлӑх ҫинчен интереслӗ фактсем нумай пӗлнӗ ачасем библиотекарьпе калаҫнӑ чух.

Help to translate

Пишпӳлекре ачасем "Сывлӑх" ҫӗршывра ҫулҫӳревре пулнӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/syvl-khl-pur ... ln-3714260

Усси ҫук.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Пӗр пуканине выляттӑр хуть, усси ҫавӑнта пултӑр.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

— Хуйхӑрнин усси пулас ҫук.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ятлаҫса мӗн усси пур, — кил хуҫи куҫӗнчен пӑхрӗ хӗрарӑм председатель.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюкка, ывӑлӗпе тавлашса усси пулас ҫуккине пӗлсе, пит-куҫне ҫукаларӗ те килӗнчен тухрӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗмӗр тӑршшӗпе тӑлӑххӑн пурӑнни мӗн усси?

Help to translate

XXVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑмӑл ураллӑскерсене тарӑн юр ҫинче тытас тесе хӑтланнин усси ҫук, никама та ярса илеймерӗ леш.

Help to translate

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Унсӑрӑн вунӑ класс пӗтернин мӗн усси?

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed