Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сывлӑшри температура пӗр виҫере тӑнӑ чухне тӗтре тӑрӑ шыва хупӑрласа хурать; температура тепӗр виҫене куҫсан — тӗтре пӑрсем ҫине анса выртать, вара шыв аван палӑрать; температура улшӑнса виҫҫӗмӗш виҫене куҫсан — тӗтре утравсемпе пӑр катрамӗсем ҫинче тӑрать.
Ылтӑн йӗлтӗрсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Тӗтре, тӗтре, халь пур ҫӗрте те пӗр тӗтре ҫеҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хӗвелтухӑҫӗ, ӑна аялтан вут чӗртнӗ пек, хӗмлӗн хӗрелсе кайнӑ, ҫавӑнпа аэродром ҫийӗнчи тӑрӑхӑн сарса хунӑ тутӑр пек вӑрӑм пӗлет те, ирхи сывлӑмпа пӗрле пӗлӗтрен ӳкнӗ пек туйӑнакан йӗпе тӗтре те кӗрен тӗспе сӑрланнӑ; хӑйсен станицинче Ирина ҫакӑн пек ҫӳллӗ тӳпене те, ҫакӑн пек пӗлӗте те, ҫакӑн пек тӗтрене те нихҫан та курман; тӗтре витӗр, шурӑ кантӑк ҫинчи ӳкерчӗксем пек, пысӑк самолетсен хура мӗлкисем курӑнаҫҫӗ, Иринӑна вӗсем хула ҫывӑхӗнче ҫӗр каҫнӑ кайӑк кӗтӗвӗ пек туйӑнаҫҫӗ, вара вӑл ҫак кайӑксенчен хӑшӗ ӑна пӗлӗтсем хушшине илсе каясси ҫинчен пӑшӑрханса шутлать.
XVII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Куҫне уҫать Кавруҫ вӑраххӑн; Умра тӑрать тӗтре… тӗтре.
XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Ҫавӑнтах тӗтре карса илет, шыв чӗтренет-кисренет, тӗтре сирӗлсенех хӗр те, ҫав утрав та курӑнмаҫҫӗ; утрав тинӗсрен мӗнле ҫӗкленнӗ — шыв тӗпне ҫавӑн пекех анса ларнӑ.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Горизонтра кӑна темӗскер, тиркевлӗ пӗлӗт евӗрлӗскер, шурӑ, кахал ҫумӑр пӗлӗчӗсен хушшинчи тӗтре татӑкӗ пек малалла тӑсӑла-тӑсӑла куҫать — ҫак тӗтрене сӑнарлава кӑштах вӑйлатсан такамӑн сухалӗ вырӑнне ним мар йышӑнаятӑп.
Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.
Лачакаллӑ айлӑмран тӗтре ҫӗкленме пуҫлать, ҫӑлтӑрсем тӗтрепе хупланаҫҫӗ.
6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӗсен урисен тӗлӗнче шурӑ тӗтре — ҫӗрле шурлӑхран пӑсланнӑ тӗтре йӑсӑрланать.
XX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Пурин ҫинче те — тӗтре, пурте тӗтрепе сывлаҫҫӗ, ҫавӑнпа этемсен юнӗ пӑсӑлнӑ та… ҫавӑнпа шыҫӑсем персе тухнӑ та.Туман на всем… туманом все дышат, оттого и кровь протухла у людей… оттого и нарывы…
IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лере — хӑмӑр та йывӑр тӗтре, вӑл хӑй хыҫӗнчен ҫӑра сывлӑш хӑварать, кунта вара — шурӑ, кӑшт ҫеҫ сенкертерех, типӗ тӗтре, унӑн пӗр тумлам та сывлӑм ҫук.
Улмуҫҫи // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Дон ҫинчи тӗтре Полтавӑри е Киеври ҫеҫенхирсенчи тӗтре пек мар.Этот донецкий туман никак не был похож на туман полтавских или киевских степей.
Улмуҫҫи // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ун ҫийӗн шӗвӗ тӗтӗм пек ҫӑмӑл кӑна тӗтре пӑсланать, анчах вӑл шыв ҫинчен ҫӗкленнӗ ӗнтӗ, кукленсе ларса пӑхсан, тӗтрепе шыв хушшинчен те утравӑн, те аякри ҫыранӑн ылттӑн тӗслӗ хӑйӑрӗпе симӗс курӑкӗсем курӑнаҫҫӗ.
Ҫыран хӗрринчи пӳрт // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Июльри лӑпкӑ кунхи тӗтре ҫав тери ултавлӑ, куҫ инҫетри япаласене ҫывӑхрисенчен уйӑрса илейми те пулать; вӗсем аяккалла ишсе каяҫҫӗ, чӗтреҫҫӗ, улшӑнса пыраҫҫӗ те шывра тӑнӑ пек курӑнаҫҫӗ: тӗтре вӗсене ҫӗр ҫумӗнчен уйӑрать.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Инҫетре йӑлӑмри вӑрмансем хыҫӗнчен васкамасӑр ҫуталса кайнӑ хӗвел тухать, вӑрмансем хура ҫилхисем ҫинче вут ҫутисем йӑл-йӑл ҫутӑлса каяҫҫӗ, вара чуна пырса тивекен, тӗлӗнмелле хускану тапранса каять: улӑхсем ҫинчен тӗтре тата васкамасӑртарах хӑпарма тытӑнать те хӗвел ҫути пайӑрки тӗлӗнче кӗмӗл тӗслӗн курӑнать, тӗтре хыҫҫӑн сӗр ҫинчен тӗмӗсем, йывӑҫсем, утӑ капанӗсем тухса тӑраҫҫӗ, улӑхсем, хӗрлӗрех ылттӑн тӗслӗрехскерсем, хӗвел ҫутипе ирӗлсе пур еннелле те юхса кайнӑ пек туйӑнаҫҫӗ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Йӗри-тавра пурте кӗрхи ыйхӑпа хытӑ ҫывӑрса хытса кайнӑ; кӑвакрах тӗтре витӗр ту патӗнчи сарлака улӑхсем аран курӑнса выртаҫҫӗ; вӗсене Атӑл касса ҫурса кайнӑ, вӗсем ун урлӑ каҫса кайса, сарӑлса тӗтресем ӑшӗнче ҫухалса кайнӑ.
VII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Шурӑ тӗтре ӑшӗнче — тӗтри хӑвӑрт сайраланса пыратчӗ — ҫара пуҫлӑ хӗрарӑмсем, пулӑ куҫӗсем пек ҫаврака куҫсемлӗ ҫӑмламас мужиксем пӗр-пӗрне ураран тӗке-тӗке ӳкерсе унталла-кунталла чупкаласа ҫӳретчӗҫ, пурте таҫталла тӗркесем, михӗсем, арчасем йӑтса каятчӗҫ, такӑна-такӑна ӳксе, турра тата Микул турра асӑнса хӑтланатчӗҫ, пӗр-пӗрне хӗнетчӗҫ; ҫакӑ пит хӑрушӑччӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах тата интереслӗччӗ; эпӗ ҫынсем хыҫҫӑн чупса вӗсем мӗн хӑтланаҫҫӗ-ха, тесе пӑхса ҫӳрерӗм.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Тӗтре витӗр ҫуртсем курӑнмаҫҫӗ, ҫӳлте, тӗтре хӑпарса ҫитӗймен ҫӗрте ҫеҫ, тинӗсре, ӳпӗнтернӗ кимӗсем шунӑ пек, пӳрт тӑррисем курӑнаҫҫӗ.
Факелсем инҫетре // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Тӗтре витӗр Фанагорийка кӗрлесе юхни илтӗнет, сӗт пек курӑнакан тӗтре ҫинче хура йывӑҫсем палӑраҫҫӗ.В тумане шумела Фанагорийка, черные деревья стояли в молочном, колеблющемся море.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ку вара хӑвӑрт сирӗлсе каякан тӗтре мар, Ҫурҫӗрте вӑйлӑ ҫил-тӑман пуҫланса каяс умӗн хӑпаракан тӗтре пулнӑ.Это была уже не скоропроходящая полоса, а сплошной туман, который на Севере несёт с собой пургу.
Ҫурҫӗрти авиаци пионерӗсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Эпӗ иккен, тӗтре тӑракан вырӑна лексе, хам вӗҫмелли ҫула темиҫе хутчен те ҫухатнӑ, вара хам сисмесӗрех тӗтре йӑсӑрланса тӑракан вырӑна пыра-пыра тухнӑ.
«Правда» хаҫат матрицисемпе // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.