Шырав
Шырав ĕçĕ:
Курака эпӗ пӳрте илсе кӗтӗм, ҫӑкӑр тӗпретсе патӑм.
Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.
Ҫӑкӑр тӗпретсе памалла мар-и кӑштах?
Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Унта эпӗ ҫӗршывшӑн йывӑр кунсенче — ун урамӗсенче танксем кӗмсӗртетнӗ, пехота батальонӗсем асфальта тӗпретсе утнӑ чух та, тӑшманӑн хура хӗреслӗ тискер ялавӗсене Хӗрлӗ площаде пӑрахса купаланӑ вӑхӑтра та, ҫӗршывӑмӑр вӑрҫӑ суранӗсенчен юсанса, Улӑп пек хӑватланса ҫӗкленнӗ ҫулсенче те пулса курнӑ.
Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
…Ҫапрӗ, катрӗ хӗн сана Хӑйӑр турӗ тӗпретсе.
«Ӗмӗр сакки сарлака» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.
Минтевленнӗ «выҫӑ» куҫӗсем кукӑльсене те сӗртӗнкелесе илчӗҫ, вара хӑйсем, ҫырткаласа, ҫимӗҫе ҫӑвара чыхма пикенчӗҫ, купӑста тата аш татӑкӗсене сӗтел ҫине тӗпретсе, урайне тӑкса, сапаласа тултарчӗҫ, анчах ку «деликатес» та юлашкинчен ҫыртакланса ҫеҫ юлчӗ.
Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.
Халь чӑхсене мӗн тӗпретсе ҫитерес, сыснасене мӗн пӑрахса парас, хурсене мӗн хыптарас?
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.
Кил картинче Кӗҫтукпа Альтук хӑйсем тавра питӗ нумай кӑвакарчӑн пухнӑ та вӗсене ҫӑкӑр тӗпретсе параҫҫӗ.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Тӗпретсе патӑм та, пӗр катӑкне хыпрӗ, тепӗрне…
Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.
Анӑраса ӳкес пекех хӑранӑ Ивук сых ятне ҫӳлти турра, кепене, ырӑсене, пихампара, пӳлӗхҫе, хӑрпана асӑнать, вӗҫӗмсӗрех сӑхха персе пырать, ҫул ҫине ҫӑкӑр тӗпретсе тӑкать.
Ҫӗрлехи ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Вӗсем ҫӑкӑрпа выляса, ӑна тӗпретсе лараҫҫӗ.
Ҫӑкӑртан асли ҫук // В.Никифорова. http://kasalen.ru/2022/09/06/ca%d0%baa%d ... %83%d0%ba/
Эпӗ ҫавӑн пекех лимонпа капорци хутӑштарса соус тата шампа пулӑ пӗверне тӗпретсе каллех соус тӑватӑп.Я делал также соус из лимонов с капорцами и соус из растертых налимьих печенок.
I. Кӑштах истори // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 397–404 с.
Патронсем мӗн чухлӗ тата!.. — Ленька пачка ҫинчи наклейкӑсене сӳсе пӑрахрӗ те, концентрата аллинче тӗпретсе, вӗренӗ шыв ҫине ячӗ.
XXIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ленька ҫаврӑнса пӑхрӗ те, пӑравус айӗнчен вут юпа ҫӗкленсе кайнине, пӑравус, шпалсене хуҫса, тӗпретсе, вырӑнтан турта-турта кӑларса, рельса ҫинчен тухса кайнине курчӗ.
XXII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Бауман стена ҫумне пӗшкӗнчӗ, искровецсен йӗрки вӗҫне кӑмрӑка тӗпретсе, чалӑшшӑн: «Бауман» тесе алӑ пусрӗ; ҫӳлтен вара, ятсен йӗркинчен ҫӳлерехрен тӳрӗ те шултра саспаллисемпе: ИСКРОВЕЦСЕМ тесе ҫырса хучӗ.
XXXI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Самантлӑха куҫне хупса, вӑл Антоновӑн пӗтӗм пӳ-сине — тин ҫеҫ тӳрленсе тӑнӑ сарлака хулпуҫҫийӗсене, плащне, тӑма тӗпретсе, ҫирӗппӗн тӗреннӗ урисене, — лӑпкӑ сывлӑшра ирӗлтернӗ пек, куҫран ҫухатма тӑрӑшать.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Енчен ун куҫне мӗн тӑвас тенине тума хӑват панӑ пулсан, Иван Никифоровича вӑл ҫавӑнтах тӗпретсе кӗл тунӑ пулӗччӗ.
VII сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
— Акӑ мӗн пӗтернӗ ӑна! — тесе мӗкӗретчӗ вӑл, унтан кӗленчине ҫӗр ҫумнелле пӗтӗм ҫиллипе лач! тутарса, ӑна тӗпретсе салатса ячӗ.— Вот что погубило его! — рычал он и, яростно ударив бутылкой о землю, вдребезги разбил ее.
XIX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Австрияксем чухне те, мадьярсем чухне те, чехсем чухне те унта кӗтӳ кӑна ҫӳретнӗ, ав, веҫ, айван Мария ҫав хӗсӗр, пӳтсӗр ҫӗре тӗпретсе кукуруза акма хатӗрленет.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Гимназист пуррине доска ҫумне шаклаттара-шаклаттара тӗпретсе, темле формула епле пулнине кӑтартать, профессор ӑна: «Ҫитет» тесе каласа, пире билетсем илме хушрӗ пулин те, вӑл ҫаплах ҫырма чарӑнмарӗ.
XI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑна кукӑль пачӗҫ, вӑл ҫиме пуҫларӗ те тӗпретсе пӗтерчӗ.
Коростелевпа ирттернӗ пӗрремӗш ир. — Хӑнара // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
- 1
- 2