Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗлӗнтерсе (тĕпĕ: тӗлӗнтер) more information about the word form can be found here.
Мускавӗ темле тӗлӗнтерсе йӑвантарса ямарӗ утса пыракансене.

Help to translate

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Ҫак каҫ шурфовщиксене Гриша Корнелюк тӗлӗнтерсе савӑнтарчӗ.

Help to translate

VII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Пӗр япала тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ мана: чӑхсем кашта ҫинчен шуҫӑмлах анаканччӗ, пӑхатӑп та — улӑм купаланӑ ҫӗре, кӗтесе, йӑпшӑннӑ пурте.

Help to translate

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Пӗтӗм яла тӗлӗнтерсе, чаплӑ туй турӗҫ, эрнипех хут купӑс сасси татӑлмарӗ, параппан ҫапни янраса тӑчӗ, вӗсем ҫумне сӗрме купӑспа тата шӑхличпе выляни хутшӑнчӗ.

Help to translate

V // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Аран аса илчӗ вӑрманҫӑ ку камне: кроссворд шӗкӗлчесе тӗлӗнтерсе хӑварнӑ «Лжехристос» пулчӗ хайхискер.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӳрши кунашкал улшӑнса кайни Левене шутсӑрах тӗлӗнтерсе ячӗ.

Help to translate

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тулли уйӑх ҫутинче пурҫӑн чаршав витӗр курӑннӑ пек туйӑнакан ялалла янӑраса кайса, йӑмраллӑ тӑкӑрлӑксене кӗрсе, шарлак ҫӑлсемпе выляса, пӗвере пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ахӑрашакан шапасене тӗлӗнтерсе, тӗттӗм ҫенӗкре ҫывӑраймасӑр выртакан ваттисен чӗрисене ҫунтарса, таҫта-таҫта ҫити юхса саланатчӗ илемлӗ ҫимӗк юрри, ҫамрӑклӑх кӗвви…

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анук сӑмахӗсем тӗлӗнтерсе ячӗҫ ӑна.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анюта кунашкалли Рамана шалт тӗлӗнтерсе ячӗ.

Help to translate

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ферма ӗҫченӗсене тӗлӗнтерсе Малюҫ салтак арӑмне хӑйӗн тӑрантасӗпе больницӑна илсе кайма килӗшрӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӑмсем, ӑна тӗлӗнтерсе, хуралса кайнӑ иккен, ачашшӑн кӑтраланаҫҫӗ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах та, пурне те тӗлӗнтерсе, лейтенант, типсе-хӑрса, кочегар пек хуралса кайнӑ пулин те, сывалчӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шкул ачи ҫапла хӗрӳллӗн калаҫни ял халӑхне тӗлӗнтерсе ячӗ.

Help to translate

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кунашкал сӗнӳ Пӗчӗкҫеҫ принца шалт тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ пулас:

Маленький принц нахмурился:

III // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ӗҫхӗл пире хӑйӗн пултарулӑхӗпе, хӑйевӗрлӗхӗпе тӗлӗнтерсе ячӗ.

Help to translate

Аркадий Ӗҫхӗл // Илпек Микулайӗ. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 69–70 с.

Ҫыру вӗҫӗнчи сӑмахсем пушшех тӗлӗнтерсе хумхатрӗҫ:

Help to translate

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

1960 ҫулхи декабрьте янӑ ҫырӑвӗнче малтанхи сӑмахсемпех тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ вӑл мана:

Help to translate

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫавсене итлесе ларнӑ чух мана пӗр япала тӗлӗнтерсе пӑлхатрӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫ // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

— Мана нимӗнле пурлӑх та кирлӗ мар, — халӑха каллех тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ Макар Кузьмич — Маншӑн ҫак арҫурирен хӑпни те темех тӑрать, — Варвара Федоровна ҫине тӗллесе кӑтартнӑ вӑл.

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Сасартӑк, никам кӗтмен-шутламан ҫӗртен, пирӗн пӗчӗк урамра (вӗл урам ҫук ӗнтӗ халь, унти пур хӑлтӑр-халтӑр ҫуртсене пӗр каҫрах бульдозерсемпе ишсе ҫур ҫултан тӑхӑр хутлӑ кермен туса лартрӗҫ) пурне те шак! тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ хыпар сарӑлчӗ:

Help to translate

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed